Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Професси çынни
16 Октябрӗн 2019, 14:48

«Уявпа» пурăнма кăсăк та хавас

Пуçласа халăх инструменчĕсен оркестрĕн йышне Валентина Яковлева 5-мĕш класри Максим ывăлĕпе пĕрле вĕренекенсене явăçтарнă. Калаçма юратакан, йăл кулăллă, вашават та ырă кăмăллă хĕрарăм авалхи кĕвĕ инструменчĕсене кăтартса ачасен кăмăлĕсене хăйне майлă çавăрма пултарнă çав. Валентина Владимировна вĕсем çинче каласа кăтартсан вара вĕренекенсене тата та ытларах савăнтарса янă.

Пиллĕкмĕш класс ачисене кĕвĕ инструменчĕсемпе илĕртме май пур-ха. Мĕнле майпа ушкăнра аслăрах çулсенчи ачасене тытса пулать-ши? Вĕсен чун киленĕвĕ хитре тумланассинче те гаджет урлă пĕр-пĕринпе калаçнинче.

Ку ыйту çине ачасем хăйсем хурав пачĕç.

- Эпир репетицине эрнере виçĕ хутчен пухăнатпăр, - каласа параççĕ оркестрта кашăкпа вылякан Настя Федориновапа Иония Сергеева. - Халăх умне тухнă хыççăн пирĕн пата куракансем килсе чăвашла калаçаççĕ, ăçтан иккенне интересленеççĕ, мухтаççĕ, тав тăваççĕ. Пире, паллах, ку сăмахсене илтме кăмăллă. Эпир Пушкăртстан халăхĕсен регионсен хушшинчи фестивальне хутшăннăччĕ. Ытти ушкăнсене курма кăсăкчĕ, хамăр мĕн пĕлнине ыттисене кăтартма хавас пулчĕ.

Данил Селиверстовпа Дима Мякинов чи тĕлĕнтермĕш инструментсемпе калаççĕ, вĕсем питлĕх çапаççĕ. Унсăр пуçне Данил шăхличпе тата шакăртмапа, Дима параппанпа калаççĕ. Юля Васильева та параппан юратать, çак инструмента хĕр ачасенчен пĕр вăл алла илнĕ.

- Чăваш кĕвви питĕ хавас та хастар, - калаçăва хутшăнаççĕ арçын ачасем. - Эпир хамăр халăх культурине упранишĕн мăнаçланатпăр.

Кĕвĕ инструменчĕсемпе каланине ялан ташă номерĕсемпе илемлетеççĕ. Валерия Козловапа Карина Вильданова, Ксения Прокопьевапа Алла Пачина инструментсемпе те калаççĕ, ташă çаврăмне те тăраççĕ.

- Хулари чăваш гимназинче ĕçлеме кăмăллă. Елена Михайловна Петрова директорпа унăн çумĕ Полина Геннадьевна Кирилова ман ĕçе кирлĕ пек тимлĕх уйăраççĕ, ушкăн ĕç-хĕлĕпе интересленеççĕ. Мĕншĕн тесен «Уяв» ачасен ушкăнĕ пекки Пелепейĕнче урăх çук, - шухăшне уçса парать ушкăн ертÿçи Валентина Владимировна.


«Уяв» чăваш халăх инструменчĕсен оркестрĕ 2018-2019 вĕренÿ çулĕнче Тăван чĕлхе кунне халалланă «Эпир ăçтан пуçланса кайнă. Фольклорпа паллашатпăр» («Наши истоки. Читаем фольклор») халăхсен хушшинчи акцие хутшăннă. Пушкăрт Республикине 100 çул çитнине халалланă «Чăваш чĕлхи кунĕ» уявра 1-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Регионсем хушшинчи чăваш ачисемпе çамрăксен «Шурçăл» («Белый родник») конкурс-фестивалĕнче «Инструменталлă пултарулăх» номинацире 1-мĕш степень лауреачĕ пулнă.


Оркестр ĕçĕ-хĕлĕ çемьери лару-тăрăва аса илтерет.

- Уйрăмах ачасем пĕр-пĕрне тимлĕх уйăрни килĕшет, - сăмаха малалла тăсать оркестр ертÿçи. - Аслисем йĕркелÿ ĕçĕсенче мана пулăшаççĕ, вĕсем костюмсемшĕн яваплă, ушкăнра пурте пуррине тĕрĕслеççĕ, кашни хăй инструментне пăхса тăрать. Ытларах усрава илнĕ хĕрĕм Кристина Швыркова, Виль Хасановпа Сергей Ковальчук çине шанатăп. Алла Пачина - пысăк малашлăхлă, ăста хĕр ача. Виталий Лемескин та пултаруллă, шăхличпе те баянпа та лайăх калать. Репетици вăхăтĕнче ашкăнма, тавлашма та пултарать, анчах та кĕвĕ калассипе ăна çитекенни çук. Унпа пĕрле вĕренекен Сергей Ильинăн вара кĕвĕ çемми лайăх аталаннă. Музыка инструменчĕпе вылянă чух ялан ман пÿрнесене тимлĕ сăнать, кайран тепĕр хут каласа пама пултарать. Виль Хасанов чăвашсен инструменчĕпе, шăпăрпа, калама вĕренет. Хăйĕн çитĕнĕвĕсемшĕн питĕ хĕпĕртет.

Пĕтĕмлетсе каласан «Уявра» кашниех хăйĕн киленĕвне тупнă. Кунта туслă та йышлă çемьери пек пурăнма кăсăк та хавас.

Гульнара МУРЗИНА.

Пелепей хули.
Читайте нас: