Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Професси çынни
30 Октябрӗн 2019, 17:08

Çăкăр - ÿте, кĕнеке ăс-тăна тăрантать

Ермеккей районĕнчи Хурамалти ял библиотекине пырса кĕрсен ача чухнехи ĕмĕт аса килчĕ. Пуçламăш классенче вĕреннĕ чух кĕнекепе йышлă стеллажсене курсан пуçра «Ку кĕнекесене пурне те вуласа тухасчĕ» текен шухăш çуралнăччĕ. Пурăна киле пур кăларăма та ăша хывса пулмассине ăнлантăм-ха, анчах та кĕнеке вулас кăмăлăм пĕрре те сĕвĕрĕлмерĕ.

Кунта пире ял вулавăшĕн хуçи Ирина Николаевна кĕтсе илчĕ. Ĕпхÿри библиотека техникумĕнче ятарлă пĕлÿ илнĕскер çак ĕçре 28 çул тăрăшать. Тĕлĕнмелле, хăй мăкшă çынни пулсан та пирĕнпе чăвашла çăмăллăн калаçрĕ. Библиотекăн фондĕнче 3500 яхăн кĕнеке упранать. Вĕсенчен 350 яхăн - чăвашла. Вулавăш валли чăваш кăларăмĕсенчен «Урал сассипе» «Çамрăксен хаçачĕ» хаçатсене тата «Тăван Атăл» журнала çырăнса илеççĕ. Библиотека хуçи каланă тăрăх, «кăларăмсем яланах алăра», вĕсемпе ытларах тивĕçлĕ канурисем кăсăкланаççĕ. Апла пулсан библиотека алăкĕ хупăнсах тăмасть, чăвашла вулакансем пурри, паллах, савăнтарать.
- Нумай пулмасть Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнче зонăллă семинар-практикумра пултăм. Унти библиотека пуян пулни тĕлĕнтерчĕ. Чăваш кăларăмĕсем, хальхи вăхăтри писательсемпе поэтсен çĕнĕ кĕнекисем чылай. Пирĕн пата вара çĕнĕ кăларăмсем хăçан çитесси паллă та мар-ха. Чăвашла кĕнекесем ялан кирлĕ, пуррисем пурте алăра, - ĕçри çитменлĕхсем пирки пĕлтерчĕ Ирина Ягодкина.
Хальхи вăхăтри оптимизаци çĕнĕлĕхĕсем Хурамал ял библиотекине те пырса тивнĕ - И. Н. Ягодкина библиотекарĕн ĕç ставкин çуррине çеç хăварнă. Тÿлев укçине çуррине параççĕ пулсан та ĕçĕ вара пачах та чакман. Ял вулавăшĕ хăйĕн хăнăхнă йĕркипе ĕçлет. Паллă кунсем тĕлне кĕнеке выставкисем йĕркелет, акцисене хутшăнать, мероприятисем ирттерет. Октябрь уйăхĕнче Ватăсен кунне халалланă «Бабушкины заготовки» курав пурне те кăмăла кайнă. Ялти çамрăксем те мероприятисене хутшăнаççĕ.
- 2019 çул театр çулĕ пулнă май Раççейри библиокаç акцине апрель уйăхĕн 19-мĕшĕнче эпир те хутшăнтăмăр. Çав каç яш хĕрсемпе каччăсем библиотекара лăк тулличчĕ. Юлашки вăхăтра Мустай Карима халалланă мероприятисене ирттертĕмĕр. «Мустая смотрю и читаю» республика шайĕнчи конкурса хутшăнса «Жемчужины вдохновения» ятлă вырăс тата пушкăрт чĕлхисемпе тухнă Пушкăртстан поэчĕсен сăввисен пуххине тивĕçрĕмĕр. Шкулпа, вĕренекенсемпе тачă çыхăнура ĕçлетĕп. Февраль уйăхĕнче республика шайĕнче иртнĕ сăвă вулакансен «Фатих Карим. Бессмертие в его стихах» интернет-конкурсра (йĕркелÿçи Пишпÿлекри тĕп библиотека) Динара Лутфуллина (9 кл.) 3-мĕш вырăн тата куракансен кăмăлне кайнă приз (приз зрительских симпатий) çĕнсе илчĕ. Çавăн пекех регионсен хушшинче иртекен М. Лермонтов, С. Маршак поэзийĕн кунĕсем, Ача кĕнекисен эрнисем, Библиотекăри уроксем иртеççĕ. Мероприятисене чи пĕчĕккисем – ача садне çÿрекенсем те килеççĕ.
Паянхи кун интернет, гаджетсем аслă çынсемпе ачасен пушă вăхăтне пĕтĕмпе йышăнаççĕ. Шел пулин те, кĕнекепе туслисен шучĕ чакни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Апла пулсан та мана «Паянхи кун ачасен хушшинче кĕнекепе уйрăмах туслисем пур-ши?» текен ыйту канăç памарĕ.
- Ун пеккисем те пур пирĕн ялта. Андрей Александровичпа Ольга Геннадьевна Даниловсен Арсений ывăлĕ питĕ вулама юратать. Халĕ вăл 8-мĕш класра вĕренет. 2019 çулхи июнь уйăхĕн 3-мĕшĕнче иртнĕ «Пушкин сăввисене вулатпăр» районти конкурсра III-мĕш вырăн йышăнчĕ. Кану вăхăтĕнче Арсений ытти ачасемпе тĕрткелешсе çÿремест. Пĕр-пĕр кĕнекене илет те сĕтел хушшине ларса вулама тытăнать. Вĕренессипе те, спортра та вăл малтисен шутĕнче. Унăн Геннадий шăллĕ те пиччĕшĕ пекех кĕнекепе туслă, 6 çултанах библиотекăна çÿрет. Çак çемьере вуласси патне туртăнни ăруран-ăрăва куçса пырать. Ачасен аслашшĕ те Санькка пичче кĕнеке вулама кăмăллать, библиотекăна час-часах çÿретчĕ. Юлашки вăхăтра çеç чирлесе тăнипе килеймест-ха. Ольга Геннадьевна, пилĕк ача амăшĕ, ачисем валли хăй кĕнекесем суйласа илет, - хурав пачĕ ман ыйту çине Ирина Николаевна.
Вулавăш ертÿçи хăй те виçĕ ача амăшĕ. Мăшăрĕпе Николай Ильичпа вĕсем 27 çул пĕрле кун кунлаççĕ. Аслă Сергей ывăлĕ авланнă, хăйĕн çемйипе пурăнать. Иккĕмĕш ывăлĕ Денис хĕсметрен таврăнса ашшĕпе пĕрле Çурçĕрте водитель пулса ĕçлет, Хусанта куçăн мар мелпе юриста вĕренет. Лана хĕрĕ шкулта 7 класра ăс пухать. Вăл 2012 çулта «Силпи асамачĕ» конкурсра илемлĕ вулавпа 3-мĕш вырăн йышăннă. (Амăшĕн чăн-чăн пулăшаканĕ пулас. Уроксем хушшинчи канмалли вăхăтра вулавăшран тухмарĕ. – авт.)
Юлашкинчен татах библиотекăн кĕнеке фончĕ çинче чарăнса тăрас килет. Пирĕн вырăнти чăваш писателĕсемпе поэтсен кĕнекисем тăтăшах тухса тăраççĕ, хамăр хаçатра та вĕсем çинчен пичетлесех тăратпăр. Ялти çынсем çĕнĕ кăларăмсемпе паллашчăр, вĕсене çывăхрах пĕлччĕр тесен авторсем хăйсен кĕнекисене вулавăшсене парнелесен те вырăнлă пулмалла. Ку манăн сĕнÿ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Ермеккей районĕ, Хурамал ялĕ.
Читайте нас: