Урал сасси
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Професси çынни
18 Декабрӗн 2019, 14:04

«Тĕнчене лайăхлатас тесен ашшĕ-амăшĕсемпе ачисем пĕр тан утмалла»

Пушкăртстанри педагогсен 2019 çулхи ĕçĕ-хĕлĕнчи çитĕнĕвĕсем тăрăх, 33 вĕрентекен 200 пин тенкĕлĕх премие тивĕçнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ – Пелепей хулинчен. Паян сăмах Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ чăваш хĕрĕ Татьяна Якушева пирки пырĕ.

Учитель профессине суйласа илме Татьяна шкулта вĕреннĕ чухнех шутланă. Тимеш шкулĕнчи вĕрентекенсен ырă тĕслĕхĕсене асра тытса ÿснĕскер чи пархатарлă профессие суйласа илмесĕр ниепле те пултарайман. Ĕçлĕ пурнăçне Пушкăрт патшалăх университетĕнче «Филолог. Вырăс чĕлхипе литература учителĕ» специальноçне алла илсен Ĕпхÿ хулинчи Киров районĕн 21№ лицейĕнче пуçланă. Унта виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн çемйипе Пелепей хулине куçса килнĕ. 2000 çултан пуçласа паянхи кунччен 15№ шкулта вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçлет.
Педагогика анинче 28 çул тăрăшакан учителĕн кăтартăвĕсем те çÿллĕ шайра. Татьяна Александровна - инновациллĕ методикăсене алла илнĕ учитель. Вăл кулленхи ĕçре ялан педагогикăра чи çĕнĕ те малта пыракан мелсемпе усă курать. Çивĕч ăслă вĕрентекен 12-мĕш çул шкулти вырăс чĕлхипе литература учителĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи пулса тăрăшать. 2019 çулхи январь уйăхĕнчен вара Пелепей районĕнчи вырăс чĕлхипе литература учителĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи ĕçне илсе пырать.
Пĕрле ĕçлекенĕсем ун çинчен хăйĕнчен, вĕренекенĕсенчен çирĕп ыйтакан, тăрăшуллă, мал ĕмĕтлĕ учитель тесе çирĕплетеççĕ. Çавăнпа та пулĕ ачасем вĕренÿре ĕлкĕрсе пыраççĕ, пĕлÿ пахалăхĕ те вĕсен çирĕп. Татьяна Александровнан вĕренекенĕсем район, республика, Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнаççĕ, лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ. Нумай пулмасть Сочи хулинчи сывлăха сиплемелли «Дагомыс» комплексра халăхсен хушшинчи вĕренекенсен наукăпа тĕпчев тата пултарулăх ĕçĕсен «Старт в науке» конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕ иртнĕ. Унта Мускавран, Тулăпа Свердловск, Мурманскпа Новосибирск, Томскпа Челябинск тата Тюмень облаçĕсенчен, Краснодарпа Пермь крайĕсенчен тата Пушкăртстан Республикинчен килнĕ ачасем хутшăннă. Пушкăртстан Республикинчен кайнисен шутĕнче 15№ шкул вĕренекенĕсем Алла Федоровапа Дарина Митюгова (11 кл) тата Ярослава Якушева (3кл) та пулнă. Вĕсене пĕтĕмлетÿ этапĕн дипломĕсемпе хавхалантарнă. Алла Федорова «Салтак патне çырнă çыру» («Письмо солдату») докладшăн «Надежда российской науки» диплома тивĕçнĕ. Çак ачасен ертÿçине Т.А. Якушевана наука ертÿçин дипломĕпе тата Тав хучĕпе чысланă. Асăннă конкурспа пĕрлех педагогсен хушшинче «Современные проблемы школьного образования» 3-мĕш наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Пелепей педагогне конференцине хутшăннăшăн Естествознани академин советникĕн дипломĕсемпе, Джон Локк медалĕпе чысланă тата «Ăслăлăх советникĕ» ята панă. Тата çакна та каласа хăварас пулать, кăçалхи октябрь уйăхĕнче Вĕрентекенсен кунĕ тĕлне Татьяна Александровна ПР Вĕрентÿ ĕç отличникĕ ята тивĕçнĕ.
Чăн сăмах ăстине Татьяна Якушевана хальхи обществăра вулав культури, уйрăмах çемьере кĕнеке вуласси, чакса пыни пăшăрхантарать. Сăвă, проза çырма пуçлакан ачасен пултарулăхне аталантарма кирлĕ условисем çукки те канăç памасть.
- Паянхи пурнăçра литература çителĕклĕ, анчах та вăл вулакан патне çитеймест, - хăйĕн шухăшне пĕлтерет аслă категориллĕ вĕрентекен. - Ача хăйĕн ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе пĕр-пĕччен тăрса юлать. Ун пек пулмалла мар, ачара пултарулăх хĕлхемĕ вăрансанах юнашар ăна итлекен, сĕнÿ паракан, аталантаракан çын кирлĕ. Шел пулин те, халĕ творчество çыннисем хакра мар. Техника, ташă-юрă кружокĕсем, спорт секцийĕсем чылай. Анчах та пултаруллă ачасене режиссерсемпе, писательсемпе, поэтсемпе, ораторсемпе хутшăнни кирлĕ.
Татьяна Александровна аслă класс вĕренекенĕсене литература критикĕсен ĕçĕсемпе паллаштарать. Ачасем тавлашăва хутшăнса хăйсен шухăшне калани ăна питĕ те савăнтарать. Ашшĕ-амăш пухăвĕсенче ялан çемьепе вуламалли кĕнекесене сĕнет.
- Тĕнчене лайăхлатас тесен ашшĕ-амăшĕсем ачисемпе пĕр тан утмалла, - тесе çирĕплетет вăл.
Татьяна Александровна хăйпе юнашар ĕçлекен учительсене кăна мар, ытти шкулсенчи вĕрентекенсене те конкурссене хатĕрленме пулăшать. Çамрăк специалистсемшĕн те вăл вĕрентÿçĕ-наставник вырăнĕнче. Вĕсем унăн вĕрентÿ методикин пайĕсемпе усă кураççĕ, ачасене конкурссене хатĕрлемелли хăнăхăва ăша хываççĕ.
Ачасем шкулта мĕнле вĕрентекен аллине лекни вĕренÿ процесне пысăк витĕм кÿрет. Хăш-пĕр вĕрентекен хăйĕн предметĕнчен сивĕтме те пултарать, тепри уйрăмах ачана пĕлÿ тĕнчипе кăсăклантарма, пĕчĕк çынри пултарулăха вăратма, кирлĕ пек аталантарма май тупать. Т.А. Якушева патĕнче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсен кăмăлĕсем тулли пулма тивĕç. Вĕсен ачисем пултаруллă та чăн сăмах ăстин аллине лекнĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Пелепей хули.
Читайте нас: