Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Професси çынни
3 Мартӑн 2021, 12:30

Чĕрĕк ĕмĕр шкул сукмакне такăрлатать

Давлекан районĕнчи Чуюнчă-Николаевка шкулĕнчи пуçламăш класс учителĕ М.К. Владимирова шкул сукмакне такăрлатма пуçланăранпа кăçал 24 çул çитет.

Марина Константиновна Давлекан районĕнчи Чуюнчă-Николаевка ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăван ялĕнчи сакăр класлă шкултан вĕренсе тухсан пĕлĕвне малалла аталантарас шутпа Пелепейĕнчи педагогика училищине çул тытнă. Кунта тăватă çул вĕренсе ятарлă пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван шкулне таврăннă.
Пуçламăш класс учителĕ вăл - хăйне евĕр професси. Аслă классемпе танлаштарсан, кĕçĕн çулхи ачасемпе уйрăмах тимлĕ те тÿсĕмлĕ пулмалла. Паллах, юрлама-ташлама та, ÿкерме те, илемлĕ калаçма та пĕлмелле. Марина Константиновнăра учитель профессийĕнче кирлĕ енсем пурте пур темелле.
- 2013 çулта Ĕпхÿ хулинчи ВЭГУран (Восточная экономико-юридическая гуманитарная академия) вĕренсе тухсан аслă пĕлÿллĕ вĕрентекен пулса тăтăм. Манăн ачасем тăван чĕлхене те хаваспах вĕренеççĕ. Районти чăваш чĕлхипе иртекен олимпиадăсенче, сочинени çырас енĕпе пĕрремĕш вырăна тухаççĕ. Ытти предметсемпе те парнеллĕ вырăнсене тивĕçетпĕр, - тет вĕрентекен.
Ĕçри çитĕнÿсемшĕн 24 çул хушшинче Марина Константиновна тем тĕрлĕ Хисеп хучĕсене, Тав çырăвĕсене, дипломсене сахал мар тивĕçнĕ. Ĕç кунĕ вĕçленсен вăл килне васкать. Унта ăна мăшăрĕ, Яна хĕрĕ, Леонид ывăлĕпе Татьяна кинĕ тата пĕчĕк мăнукĕ Ева кĕтеççĕ. Кăçалхи январь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Марина Константиновна асанне пулса тăчĕ. Леонид ывăлĕ Çĕпĕрте тăрăшать. Яна хĕрĕ Пушкăрт патшалăх университечĕн юридици факультетĕнче 1-мĕш курсра вĕренет. Вăл Давлекан хулинчи 5-мĕш гимназирен ылтăн медальпе вĕренсе тухнă.
Владимировсен çемйи пысăк хуçалăх тытса пурăнать, нумай выльăх-чĕрлĕх усрать. Пултаруллă вĕрентекен шкулти канăçсăр ĕçсене пурнăçланисĕр пуçне килти мĕн пур тивĕçĕсене те ункайлама ĕлкĕрет. Кил-çуртра вĕсен яланах тирпейлĕх хуçаланать, сĕтел çийĕ те апат-çимĕçпе пуян.
Варвара ПЕТРОВА.
Давлекан районĕ,
Чуюнчă-Николаевка ялĕ.
Читайте нас: