Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Професси çынни
28 Июлӗн 2021, 12:25

Çăкăр туса илекенĕн ĕçне тивĕçлипе хакланă

Çак кунсенче Шаран районĕнчи «Г.Г. Файзуллина» хресченпе фермер хуçалăхĕн механизаторне, Тÿртÿллĕ ялĕнчи Валерий Геннадьевич Андреева «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе наградăланă.

Çăкăр туса илекенĕн ĕçне тивĕçлипе хакланă
Çăкăр туса илекенĕн ĕçне тивĕçлипе хакланă

Валерий Андреевăн ĕçлĕ пурнăçĕ 1982 çулта Ф. Энгельс ячĕллĕ колхозра тракторист пулса ĕçленинчен тытăннă. Çав çулах чăваш çамрăкне Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлама ят тухнă. Икĕ çултан ĕнерхи салтак тăван колхоза таврăнса механизатор пулса ĕçлеме пуçланă. Çулсем иртнĕ, хуçалăх ячĕ те улшăннă, Валерий Геннадьевич вара халĕ те тăван çĕр çинче тÿрĕ кăмăлпа тăрăшать. Вăтăр тăхăр çул хушшинче Валерий Андреев техникăна пăхас енĕпе те, хушнă ĕçе яваплăха туйса пурнăçлассипе те ыттисемшĕн яланах тĕслĕх вырăнне шутланать. Тыр-пул выракан техникăпа ĕçленĕ-и, кăшман кăлараканнипе-и, гусеницăллă тракторпа-и е транспорт тата уй-хир ĕçĕсенче-и, Валерий Геннадьевич техникине яланах юсавлă тытса тăрать, хушнă ĕçе вара пысăк пахалăхпа пурнăçлать. Çамрăк механизаторсене вĕрентес ĕçе те хуçалăх ертÿçисем яланах тÿрĕ кăмăллă механизатора шанса параççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Шаран районĕ,Тÿртÿллĕ ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: