Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Професси çынни
15 Сентябрӗн 2021, 10:16

Апат пĕçернĕ чухне яланах юрлать

Пишпÿлек районĕнчи «Переработка» ООО поварӗ Татьяна Райко хуҫалӑх ӗҫченӗсем валли тутлӑ апат хатӗрлет.

Апат пĕçернĕ чухне яланах юрлать
Апат пĕçернĕ чухне яланах юрлать

Вырма ӗçĕсем вӗçленсе пыраççĕ, анчах хальлӗхе уй-хирти ӗҫсем пĕтмен-ха. Хура тул тата техника культурисем юлаҫҫӗ-ха. Кӗрхи тырӑсем акаççĕ.
- Кашни кунах 15-17 ҫын валли апат хатӗрлетӗп, вӗсем уй-хирсенче тата трактор паркӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Механизаторсем валли эпир час-часах шӳрпе тата пӑтӑ хатӗрлетпӗр, - тет Татьяна Райко. - Ачасем Женьӑпа Саша вырӑнти вӑтам шкулта вӗренеҫҫӗ, ҫитӗннӗ хӗр Мария - манӑн пӗрремӗш пулăшакан. Мăшăрăм Алексей Александрович кустӑрмаллă тракторпа ӗҫлет.
Татьяна Райко 2000 ҫулта Хушăлка вӑтам шкулне пӗтернӗ. Унтан Пишпӳлекри 149№ професси паракан училищĕре кондитер-повара вӗренсе тухнӑ. Повар ӗҫӗ уншӑн сезон ӗҫӗ кӑна, вӑл ҫуркуннерен пуҫласа уй-хир ӗҫӗсене пӗтериччен пырать. Унӑн тӗп ĕç вырӑнӗ вара ялти Культура çуртӗнче, вăл - техника персоналӗ.
- Ĕççи пынă чухне пĕрремĕшпе иккĕмĕш блюдăсене пĕçеретĕп, - паллаштарать хăй ĕçĕпе Татьяна Петровна. - Паллах ӗнтӗ, салатсем, компотсем тата тӗрлӗрен пылак апатсем те хатӗрлетӗп. Апат-ҫимӗҫе вырӑнти лавккаран, аш-какайне хуçалăхран илетпĕр. Хатӗрленĕ май яланах хам ăшра юрлатӑп. Ҫакна мана анне вӗрентнӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: