Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Професси çынни
22 Сентябрӗн 2021, 11:57

Чыспа сума хăйĕн ĕçĕпе тивĕçнĕ

Пишпÿлек районĕнчи Ситекпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тулли мар вăтам шкулти физкультура учителĕн ĕçне «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят парса хакланă.

Чыспа сума хăйĕн ĕçĕпе тивĕçнĕ
Чыспа сума хăйĕн ĕçĕпе тивĕçнĕ

2021-2022 вĕренÿ çулĕ умĕн Ĕпхÿри «Торатау» Конгресс-холра иртнĕ республика шайĕнчи вĕрентÿ канашлăвĕнче Ситекпуç шкулĕн физкультура учителĕ Олег Александрович Агеев «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Пысăк наградăна Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров ăна аллинчен тыттарнă.
- Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче фикультура учителĕ пулса ĕçлеме пуçланăранпа 40 çул çитрĕ, - тет сăпайлă та нумай сăмахлама юратман Олег Агеев. - Тăван шкулта 1984 çултанпа тăрăшатăп, хам та çакăнта вĕреннĕ. Çтерлĕри физкультура техникумĕнче, Челябинскри физкультура институтĕнче пĕлÿ илнĕ чух ишессипе, акробатикăпа, грекпа рим кĕрешĕвĕпе туслăччĕ. Хулари ăмăртусене хутшăнса парнеллĕ вырăнсене йышăнаттăм. Спорт мана ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама вĕрентрĕ. Халĕ ачасене çавнах хăнăхтаратăп. Хам пурнăçра нихăçан та эрех ĕçсе, пирус туртса курман. Ялан сывлăхлă пурнăç йĕрки илсе пынă, халĕ те çаплах. Час-часах район центрĕнчи «Парус» сывлăха физкультурăпа çирĕплетмелли комплекса (ФОК) ишме çÿретĕп.
Чĕрĕк ĕмĕр Олег Агеев районти Сабантуйсенче кĕрешÿ ăмăртăвĕсенче судья пулнă. Асăннă спорт тĕсне халăх ялан кăмăллать. Куракансене хĕрÿ кĕрешÿре тĕп парнене – такана – кам çĕнсе илесси кăсăклантарать. Çакна тĕпе хурса Олег Александрович пушкăрт наци кĕрешĕвĕпе (куреш) ял ачисене кăсăклантарма тытăннă та. Арçын ачасем те асăннă спорт тĕсне юратнă. Çитменнине тата ПР Вĕрентÿ министерстви асăннă спорт тĕсне физкультура программине кĕртнĕ. Кĕрешÿпе маларах туслашнă Ситекпуç ачисене кÿршĕ ялсенчи, районти, республикăри шкулсенче те çитекенсем пулман. Пысăк опытлă, хисеплĕ тренер ертсе пынипе ачасем акробатика тата вăйпа тумалли упражненисене пурнăçлаççĕ. Вĕсем куреш техникине лайăх пĕлнипе (хирĕç тăракана ярса илесси, хăв урлă ывăтасси) çÿллĕ шая çитнĕ. Хăйсен виçе категорийĕсенче вĕсемпе пĕр тан никам та пулман!
- Кĕрешекен арçын ачасем акробатика элеменчĕсене, ыткăнса çаврăнмалли куреш техникине спорт мастерĕсен шайĕнче тума пултараççĕ. Хăйсен ăсталăхне районти культура çуртĕнче час-часах кăтартаççĕ, - каласа парать тава тивĕçлĕ учитель. – Пĕррехинче пирĕн шкула пăхса тăракан администраци пуçлăхĕн çумĕ Валиулла Аюпович Булатов пире: «...çакăн пек спортсменсемпе Мускаври тата Европăри ăмăртусене те хутшăнма пулать», - тесе каларĕ. Пирĕн опыта ытти шкулсене пĕлтерме икĕ хутчен Пушкăрт спутник телевиденийĕнчен тата Чăваш Енрен килсе ÿкерсе кайрĕç. Директорсемпе вĕсен çумĕсен, физкультура учителĕсен хушшинче иртекен опытпа паллаштаракан семинарсем Ситекпуç шкулĕнче шутсăр нумай иртнĕ. Пирĕн пата Элшей, Ермеккей, Мияки районĕсенчен те килнĕ. Вăтам шкул пулмасан та, ачасен шучĕ сахаллине пăхмасăр çамрăк спортсменсем республика шайĕнчи ăмăртусенче 1-3 вырăнсем йышăнаççĕ. Нумай хутчен команда зачетĕнче Пушкăртстан чемпионĕсем ята тивĕçнĕ. Чаплă спорт фестивалĕсенче, Ĕпхÿри республика кунĕнче наци спорт тĕсĕсемпе парнеллĕ вырăнсем йышăннă.
Совет самани вăхăтĕнче Пишпÿлекри тĕп площадьри Хисеп хăми çинче паянхи кун ĕçлекен педагогсенчен сахалăшĕн сăн ÿкерчĕкĕ çакăнса тăнă. Çак чыса Олег Александрович 1989 çулта тивĕçнĕ. Унăн сăн ÿкерчĕкĕ «ПР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята илнĕ ашшĕн, Александр Андриянович Агеев, хыççăн вырнаçнă. Халĕ Олег Александрович педагогика ĕçĕн ветеранĕ, аслă категориллĕ учитель, РФ тата ПР çут ĕç отличникĕ ятсене, чылай Хисеп хучĕсене, район администраци, ПР тата РФ Вĕрентÿ министерствисен, ПР Спорт министерствин Тав çырăвĕсене маларах тивĕçнĕскер тата тепĕр çÿллĕ награда илнĕ.
- Çак чаплă ята çине тăрса ĕçленипе тивĕçрĕм, - ăнлантарса парать Олег Александрович. – Кĕрешÿ суранланассипе тачă çыхăннă спорт тĕсĕ шутланать. Пĕрре районти Сабантуйра тытăçу вăхăтĕнче алла хуçнăччĕ. Хам вĕрентнĕ ачасем те çĕнтерÿ патне тарпа юн тăкмасăр çитмеççĕ. Хамăн Эдуардпа Лев ывăлсене, кĕрешÿ техникине ăста пĕлекен Александр Арсенова тав тăвасшăн. Вĕсем пĕтĕм командăна çĕнтерÿ патне илсе пыма пултараççĕ. Çавăн пекех ĕçе тивĕçлипе хакласа мана хисеплĕ ята илме пулăшнă район администраци пуçлăхне Артур Мухлисович Зарипова тав сăмахĕсем каласшăн.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç ялĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: