«Уяв» ачасен тĕслĕхлĕ фольклорпа инструмент ансамблĕн ертÿçи Валентина Яковлева вĕсене хăйĕн тĕлĕнмелле профессийĕ, пурнăçне культурăпа епле çыхăнтарни çинчен каласа панă. Валентина Владимировна çак çула суйласа илнишĕн нимĕн чухлĕ те ÿкĕнменни пирки пĕлтернĕ.
Валентина Яковлева Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка ялĕнче çуралнă. Вăл мĕн ачаранах юрлама юратнă. Хĕр ачан пултарулăхĕ пуррине асăрханă ашшĕпе амăшĕ Валентинăна Ĕпхÿри музыка воспитанникĕсен ятарлă шкулне вĕренме янă.Паллах, пĕчĕкскер тăван килĕшĕн те тунсăхланă. Апла пулин те музыкант пулас ĕмĕт йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшнă. Музыка шкулне пĕтернĕ хыççăн пĕлĕвне малалла аталантарас тĕллевпе Челябинск хулинчи патшалăх культура институтне вĕренме кĕнĕ. Ăна ăнăçлă вĕçлесе халăх инструменчĕсен оркестрĕн ертÿçи тата аслă квалификациллĕ культура ĕçченĕ пулса ĕçлеме ирĕк паракан диплома алла илнĕ.
– Культура институтне пĕтерсен хамăн пурнăçа музыкăпа тата музыка инструменчĕсемпе çыхăнтартăм, вăтăра яхăн çул культура сферинче вăй хуратăп. Çынсене савăнтарнипе хам та киленÿ илетĕп. Пушă вăхăтра хаваспах чăваш юррисене шăрантаратăп. Çамрăксене ман пекех хăйсене ĕмĕрĕ тăршшĕпех савăнăç илсе килекен професси суйласа илме сунатăп, – тет ырă кăмăллă та мал ĕмĕтлĕ вĕрентекен.
Валентина Владимировна пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун культура сферинче ĕçлеме çамрăк специалистсем çукки те çивĕч тăрать. Çавăнпа та çитĕнекен ăрупа кун йышши тĕлпулусем ирттерни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Тен, çав ачасенчен хăшĕ те пулсан хăйĕн пурнăçне культурăпа çыхăнтарĕ.
– Культура вучахĕ нихăçан та ан сÿнтĕр, унта вăй хуракансен халăха савăнтарма вăй-халĕ тапса тăтăр. Чун апачĕ çинчен пирĕн яланах асра тытмалла, – тет чылай çул культура анинче ырми-канми ĕçлекен чăваш хĕрарăмĕ.
Эпир те Валентина Яковлевана пултарулăх ĕçĕнче çитĕнÿсем тума сунатпăр, вăл çамрăк ăрупа ĕçлени ыранхи куншăн паха çимĕç парасса шанатпăр.
Надежда РОДИОНОВА.
Пелепей хули.