Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Професси çынни
7 Сентябрӗн 2022, 12:00

Шурă халатлă чăваш хĕрарăмĕ

Ăнсăртран лекнĕ çын сывлăх сыхлав сферинче тытăнса тăраймасть теççĕ. Чун туртмасан, суйласа илнĕ професси Турă панă пултарулăхпа пĕр килмесен…

Шурă халатлă чăваш хĕрарăмĕ
Шурă халатлă чăваш хĕрарăмĕ

«Тухтăр эмелпе кăна мар, ырă кăмăлĕпе сиплерĕ, чун-чĕререн тав тăватăп ăна» тетпĕр эпир, пациентсем, шурă халатлă çынсене тав туса. Тав сăмахне тивĕçлисенчен пĕри вара Пишпÿлек тăрăхĕнчи Çирĕклĕ ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче 33 çул вăй хуракан Татьяна Григорьева.
Татьяна Георгиевна – хăйĕн пурнăçне медицинăпа шутламасăр, ытахальтен çыхăнтарнă çын мар. Ашшĕн аппăшĕ, Людмила Семеновна Федорова акушер, ачаранпах хĕре тухтăра вĕренмешкĕн пилленĕ. Çавна май вăл Çирĕклĕри вăтам шкултан вĕренсе тухсассăнах Пелепейĕнчи медицина училищине çул тытнă, унта тарăн та тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ. Алла диплом илнĕ специалиста Пишпÿлек районĕнчи Лысогорка ялне янă. Кунта вăл виçĕ уйăх çеç ĕçленĕ. Каярах ăна тăван ялĕнчи медицина пунктне куçарнă. Татьяна Георгиевна паянхи кунчченех шаннă ĕçре тăрăшать.
Фельдшер пулма çăмăл мар паллах. Çакна пултаруллă хĕрарăм та çирĕплетет.
– Паян, пысăк технологисен вăхăтĕнче, медицинăн мĕнпур тытăмĕнче тăрăшакансен эрудици шайне ÿстерсе тăмалла, çĕннине алла илмешкĕн ăнтăлмалла. Урăхла май çук, тĕнче ырă еннелле улшăнса пырать. Эпĕ 327 çынна яхăн пăхса тăратăп, çав шутра – 45 ача. Ытларах чухне кунта çулланнă çынсем çÿреççĕ. Сахăр диабечĕпе, чĕрепе юн тымар системин, ытти шала кайнă чирсемпе килеççĕ. Профилактика прививкисем те кунтах тăватăп. Унсăр пуçне çие юлнă хĕрарăмсене, пепкесене тимлĕх уйăратăп, пулăшу паратăп. Ĕлĕкрех ялта çулталăкне 18-шар ача çуралатчĕ, халĕ вара – пĕрре, – тет тăрăшуллă хĕрарăм.
Çирĕклĕри çӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗн ҫурчӗ 2020 çулта уçăлнă. Вăл хальхи вӑхӑтри мӗнпур требованисене тата санитари нормисене тивӗҫтерет. Объектӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 63 тăваткал метрпа танлашать. Кунта халӑха пахалӑхлӑ пӗрремӗш медицинăпа санитари пулӑшӑвӗ памалли мӗнпур условисене туса панă: фельдшер кабинечӗ, тӗрӗслев, процедура ирттермелли, эмельсем упрамалли пÿлӗмсем, пациентсене кӗтмелли вырӑн, хуҫалӑх блокӗ, санузел пур.
Татьяна Георгиевна – ĕçе чунтан парăннă çын. Çакăн пирки килсе çÿрекен пациентсем те çирĕплетсех калаççĕ. Вăл нихăçан та çынна «вăхăт çук» тесе хуравламасть. Яланах йышăнма тăрăшать, тивĕçлĕ пулăшу парать. Пациентсем чĕререн тав туса тухса кайни ăна ĕçлеме хавхалантарать те.
Ахальтен мар ĕçри тăрăшулăхшăн шурă халатлă ĕçчене темиçе хутчен Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем парса чысланă.
Вăтăр виçĕ çул хушшинче тĕрли пулнă. Сăмах вакланă май Татьяна Григорьева ĕçпе çыхăннă чи асра юлнă самант çинчен каласа пачĕ:
– Патшалăх практикин пĕрремĕш кунĕ уйрăмах асра тăрса юлчĕ. Ирхине ĕçе килтĕм. Кунта ĕçлекен фельдшера каçран кÿршĕ яла качча вăрласа кайнă иккен. Паллах, вăл ĕçе тухман. Çав кунхине пĕр хĕрарăмăн çăмăлланма вăхăчĕ çитнĕ, ăна Пишпÿлеке илсе каймалла. Урамра – декабрь уйăхĕ. Эпĕ çухалса кайрăм, хăраса ÿкрĕм. Телее, сĕт турттаракан машинăпа Пишпÿлеке кайма тухрăмăр. Çул çинче васкавлă пулăшу машинине тĕл пултăмăр. Çапла хамăн пурнăçри пĕрремĕш пепкене çут тĕнчене килме пулăшрăм тесен те йăнăш пулмĕ, – тет уçă кăмăллă хĕрарăм.
Григорьевсен çемйинче тăнăçлăх хуçаланать, мăшăрĕпе иккĕшĕ виçĕ ачана кун çути парнеленĕ. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Иккĕмĕш хĕрĕ амăшĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ – медицина университетĕнче вĕреннĕ, хальхи вăхăтра Пишпÿлек салинче педиатр пулса ĕçлет. Çапла юратнă çынсем çумра пулсассăн, ĕç кăмăла кайсассăн, пĕрле савăнма сăлтав пулсассăн, пациентсем хисеплесессĕн пурнăç 100 хут илемлĕрех. Тата мĕн кирлĕ пурнăçра?
Ирида НОВИКОВА.
Пишпÿлек районĕ, Çирĕклĕ ялĕ.

Шурă халатлă чăваш хĕрарăмĕ
Шурă халатлă чăваш хĕрарăмĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: