Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Професси çынни
7 Нарӑсӑн 2023, 11:48

«Умка» ача садĕнчи Марье-ăстаçă

Пишпÿлек ялĕнчи «Умка» ача садĕнчи Вероника Федорован професси ăсталăхне пысăка хурса хаклаççĕ.

«Умка» ача садĕнчи Марье-ăстаçă
«Умка» ача садĕнчи Марье-ăстаçă

Кашни ĕç коллективĕнчех хăй тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан тата пĕрлехи ĕç ăнăçлă пулассишĕн тăрăшакан çын пурри питĕ савăнтарать. Ун пек ĕçченсем пуррипех организацисем пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ.
– Вероника Владимировна шкул çулне çитичченхи ача-пăча учрежденийĕнче 5 çул ĕçлет. Вăл пур енчен те çав тери пултаруллă, – савăнса пĕлтерет «Умка» ача-пăча сачĕн ертÿçи Флюра Валиева. – Вероника пирĕн пата 2018 çулта ĕçлеме килчĕ. Пĕрремĕш кунранах ăна уçă кăмăллă та евĕклĕ, ĕçе юратса та тĕплĕн тăвакан çын пек пĕлетпĕр. Кĕпе-тумир çăвассипе тата ĕç тумĕсене юсаса тăрассипе çыхăннă тивĕçĕсене кирлĕ пек тата кĕске вăхăтра пурнăçлать. Чи кирли – пурне те пĕлет. Кирлĕ пулсан эпир ыйтнипе кашнин вырăнне ĕçлеме пултарать. Вăл – пирĕн чăн-чăн Марье-ăстаçă тата алă ăсти. Çĕвĕ машинипе темĕн те çĕлеме пултарать. Ача садĕнчи илемлĕ чÿрече каррисем те унăн аллипе çĕленĕскерсем. Ĕç вырăнĕнче унăн яланах таса та тирпейлĕ.
Вероника Федорова Пăслăк ялĕнчи нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ – механизатор, амăшĕ ĕне сăвакан пулса ĕçленĕ. Шăпах вĕсем Вероникăна ĕçе юратма тата ăна тĕплĕ те тирпейлĕ тума вĕрентсе ÿстернĕ. Амăшĕнчен вăл ал ĕçне хăнăхнă, каярах хăй тĕллĕн çĕлес ăсталăха алла илнĕ.
Вероника Владимировна – икĕ ача амăшĕ. Анастасия хĕрĕ питĕ лайăх паллăсемпе çеç пиллĕкмĕш класра вĕренет. Максим – пĕрремĕш класс ачи. Юратнă мăшăрĕ Сергей Иванович чылайранпа «Сельэнерго» предприятинче электромонтер пулса ĕçлет. Вăл та мăшăрĕ пекех лайăх шутра. Федоровсем сывлăхлă пурнăç йĕрки илсе пыраççĕ, ачисене те хăйсем пек пулма вĕрентсе ÿстереççĕ. Вĕсен картишĕ выльăх-чĕрлĕхпе те чечек-курăкпа çеç мар, амăшĕ ыйтнипе ашшĕ ăсталанă спорт хулипе те илĕртет. Вероника Пăслăк ялĕнчи нумай арçын ачапа хĕр ача пек шкул саккинченех йĕлтĕрпе чупма юратнă, спорт вăййисем вылянă. Вăл спорт енчен пултаруллă пулнипех «Умка» ача сачĕн волейбол команди нумаях пулмасть районти вĕрентÿ ĕçченĕсен спартакиадинче малти вырăна çĕнсе илнĕ.
– Ун пек ĕçченсем пулсан пирĕн туслă коллектив лартнă пур тĕллевсене те пурнăçа кĕртет, – тет Флюра Валиева.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: