Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Професси çынни
7 Нарӑсӑн 2023, 14:30

«Унпа юнашар пулма ялан кăмăллă»

Кăçалхи вĕрентÿ çулĕ Лидия Иванован педагогика ĕçĕнче 37-мĕш шутланать. Хăйĕн шăпине вĕрентÿ сферипе çыхăнтарса пĕрре те йăнăшман вăл. Ĕмĕрĕн ытларах пайне педагогика ĕçне уйăрнă çыншăн вĕренекенĕсем пурнăçра тĕп вырăн йышăнаççĕ, шкул уншăн иккĕмĕш кил вырăнне шутланать.

«Унпа юнашар пулма ялан кăмăллă»
«Унпа юнашар пулма ялан кăмăллă»

Лидия Семенова (хĕр чухнехи хушамачĕ) Канчăлав (Новоянбеково) ялĕн вăтам шкулĕнче вĕреннĕ чухнех пулас професси пирки палăртса хунă. Вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Ача юлташĕсемпе шкулла вылянă чух ялан учитель пулнă, тантăшĕсене ÿкерме, çырма вĕрентнĕ, унтан вĕсен ĕçĕсене тĕрĕсленĕ. Хĕр ачана хĕрлĕ пастăллă ручкăпа паллăсем лартма килĕшнĕ. Ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тесе Лида шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн 1982 çулта Пелепейри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Практикăна тăван шкулĕнче иртнĕ.
– Мана профессие вĕрентекен, канаш паракан Надежда Емельяновна Иванова кĕçĕн классен учителĕччĕ. Эпĕ хамшăн нумай кирлине унран вĕрентĕм. Вăл мана учитель профессинче ачасене юратни тата вĕсемпе сăпайлă пулни чи кирли тесе калатчĕ. Ĕмĕр тăршшĕ унăн канашне асра тытатăп, ăста педагогăн ăслă шухăшĕсене ялан аса илетĕп, – каласа парать Лидия Никоноровна.
1986 çулта çамрăк специалист ĕçлĕ пурнăçне пуçланă. Уяв мероприятийĕсем, выпускниксен тĕлпулу каçĕсем, экскурсисемпе походсем – хĕр пĕтĕмпе шкул пурнăçне кĕрсе ÿкнĕ. Халĕ Лидия Иванова – пĕрремĕш категори учителĕ, Канчăлав вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Пуян опытлă учитель, чăн-чăн профессионал, пĕтĕм чунĕпе хăйĕн ĕçне парăннă пултаруллă, ăслă педагог. Вăл чи лайăх чун-чĕре пахалăхĕсемпе уйрăлса тăрать: ачасене, профессине юратнипе, тÿрĕ кăмăллăхпа, принциплăхпа, ĕçтешĕсене ялан пулăшма хатĕр пулнипе. Миçе ачана вĕрентсе кăларман-ши вăл çак 36 çул хушшинче? Вĕренекенĕсем иккĕмĕш амăш вырăнне шутланнă учителе хисеплесе юратса аса илеççĕ.
Пултарулăх мелĕсемпе усă курни тата пуян опыт лайăх кăтартусем патне илсе çитерет. Лидия Никоноровнан урокĕсенче ачасем хăйсене ункайлă туяççĕ, предмета хаваспах ăша хываççĕ. Олимпиадăсенче, конкурссенче лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ. Сăмахран, Юлия Леонтьева, Ульяна Иванова чăваш чĕлхипе республика шайĕнче иртнĕ олимпиадăра çĕнтерÿçĕсем пулнă. Ăнăçу ачасене хăйсен вăйне шанма май парать, предмета, учителе юратма, хисеплеме пуçлатăн.
– Ачасемпе ĕçленĕ чух кашнин пултарулăхĕпе майĕсене шута илмелле. Маншăн ачасем çĕнĕ темăна ăша хывнисĕр пуçне творчествăлла уйлама, шухăшлама, хăйсене тата ыттисене хаклама, хисеплеме пĕлни паха, – тет педагог. – Эпир, тăван чĕлхе учителĕсем, чĕлхене, культурăна, йăла-йĕркесене аталантарассипе, сыхласа хăварассипе ĕçлетпĕр. Наци уявĕсене ирттеретпĕр, халăх еткерлĕхне çамрăк ăрăва пама тăрăшатпăр. Пирĕн çемьере виçĕ педагог, шкулта манпа пĕрле Ленăпа Светлана йăмăксем ĕçлеççĕ. Пирĕн виçсĕмĕрĕн те пĕр тĕллев – ачасене тăван чĕлхене, йăла-йĕркесене юратма вĕрентесси.
Лидия Никоноровна ялан пултарулăх шыравĕнче. Чăваш чĕлхипе литература кабинечĕ тăтăшах методика, справка тата кăсăк литературăпа пуянланса тăрать. Кунта вĕрентекен уçă уроксем, класс тулашĕнчи мероприятисем ирттерет, ĕçтешĕсене хăйĕн опычĕпе паллаштарать. Лидия Никоноровна вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсемпе тачă çыхăнура тăрать. Вĕсем тата ачасем хăйсен учительне питĕ хисеплеççĕ, мĕн хушнине, ыйтнине пурнăçлама тăрăшаççĕ.
Алия УРАЗБАХТИНА.
Давлекан районĕ, Канчăлав ялĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: