– Пĕр шухăшлă, тавракурăмлă, позициллĕ çынсене ушкăна пухасси питĕ кăткăс ĕç шутланать. Çак ĕçе тăвайсан çеç тĕллевсене пурнăçласа пулать, – пуçлать калаçăва Ирина Анатольевна.
– Мĕнре-ши çак ĕçĕн пĕлтерĕшĕ?
– Аслă воспитателĕн тĕп тĕллевĕ – педагога пулăшу кÿрекен мелсемпе меслетсем тупасси. Кашни коллективра тĕрлĕ çынсем пур: пĕрисем ялан çĕннине шыраççĕ, уйласа тупаççĕ; теприсем пĕр пуçарулăхсăр, хăнăхнă чи лайăх йĕркесене пăхăнса хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлтан пурнăçлаççĕ. Манăн тĕллев – кашни уйрăм воспитателĕн пултарулăхне, опытне шута илсе чи лайăх мел-меслетсемпе усă курса тĕрĕс йышăну тăвасси, çитĕнÿ патне илсе çитересси.
– Сирĕн шутăрпа хальхи вăхăтра аслă воспитателĕн мĕнле пулмалла?
– Аслă воспитатель ăслă, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен çын пулмалла, педагогсене хăйĕн шухăш-тĕллевĕсемпе кăсăклантарма пĕлмелле. Унăн шкул çулчченхи вĕрентÿ системинчи çĕнĕлĕхсем çинчен лайăх пĕлсе тăмалла. Аслă воспитатель инноваци режимĕнче ĕçлеме хăнăхмалла, çак ĕçе педагогсен ушкăнне те явăçтармалла. Аслă воспитатель вăл – кашни педагога пĕлтерĕшлĕ пулăшу паракан вĕрентекен. Пирĕн ача пахчинче пултаруллă ĕçтешсем тăрăшаççĕ, эпĕ вĕсене пур енĕпе те пулăшма тăрăшатăп: аттестацие, уçă занятисене, конкурссене хатĕрленме.
Педагогика ĕçĕнче хăвăн вăйна, пултарулăхна, çак ĕçе тума сана шăпа пÿрнине шанни питĕ кирлĕ. Ун пек пулмасан сана ĕненмеççĕ, сан хыççăн каймаççĕ.
– Професси ăсталăхĕ ĕç опытĕнчен, тăрăшулăхран, ĕçпе кăсăкланнинчен, ялан пĕлÿ патне ăнтăлнинчен килет. Сирĕн мĕнле пулчĕ?
– «Айгуль» ача садне 1994 çулта физкультура инструкторĕ пулса ĕçлеме вырнаçрăм, ку манăн иккĕмĕш специальность. Училищĕре панă пĕлÿсем тÿрех çак ĕçе пуçăнма май паратчĕç. Кунта пултаруллă вĕрентекенпе, ăс параканпа, Любовь Михайловна Иванова ача сачĕн заведующийĕпе, паллашрăм. Хам ялан мĕн те пулин çĕнни патне ăнтăлнинче вăл «айăплă» тесе шутлатăп.
Пĕр вăхăт эпĕ экономика сферинче те ĕçлесе пăхрăм. Пилĕк çултан каллех ача садне таврăнтăм. Наталья Гавриловна Бердина заведующи аслă воспитатель должноçне шанса пачĕ. Вăл манран аслă воспитатель туса ÿстерекен ертÿçĕ тесен те йăнăш пулмасть. Эпĕ телейлĕ çын, манăн пурнăçра ялан талантлă вĕрентекенсем тĕл пулаççĕ. Пулăшу, канашсем паракан хисеплĕ Нина Михайловна Ртищева хальхи ертÿçĕ çинчен те каласа хăварас килет. Эпĕ ăна питĕ хисеплетĕп, унăн сĕнĕвĕсене ялан шута илетĕп.
– Мĕншĕн шкул çулчченхи педагогикăна суйларăр?
– Пĕчĕк ачасем тĕнче курма хатĕр, куçĕсем ялан хаваслăхпа çиçеççĕ, вĕсем тÿрĕ кăмăллă. Пирĕн çемьере педагогика пысăк вырăн йышăнать. Вĕрентекенсен династин пĕтĕмĕшле стажĕ 336 çулпа танлашать. Ефим Егорович Терентьев кукаçи Пишпÿлек районĕнчи Аитовăри ача çурчĕн тата Ăхпуçпа Егоровка ялĕсен шкул директорĕ пулнă. Вăл Пелепейри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă, унта унăн куккăшĕ вĕрентекен пулса тăрăшнă. Кунта та педагогсен династийĕ – Нина Прокопьевна Борейко, Галина Прокопьевна Трегуб, Анатолий Прокопьевич Федоров.
Манăн аппа Наталья Анатольевна Калимуллина çак ача садĕнчех учитель-логопед пулса тăрăшать, унăн ĕç стажĕ вăтăр çул ытла. Атте Анатолий Тимофеевич Григорьев пĕлĕвĕпе санитари врачĕ, 22 çул Пелепейри медицина колледжĕн директорĕ пулса ĕçлерĕ. Атте тата анне, Роза Ефимовна, манăн тĕп вĕрентекенсем. Пулăшупа хавхалану илме ялан вĕсем патне килетĕп.
– Вĕрентекен, наставник теми халĕ çивĕч тăрать. Кăçал Раççейре Педагог, наставник çулĕ пулнă май эсир аçăрпа аннĕре, вĕрентекенсене ахальтен мар аса илтĕр пулĕ. Паянхи кун эсир çак ĕçе коллективра хăвăр пурнăçлатăр.
– Наставник ĕçне ача садĕнче тахçанах йĕркеленĕ. Программа, кашнин валли уйрăм карта хатĕрленĕ, положенипе план пур. Наставник воспитательпе пĕрле палăртнă ыйтупа ĕçлет. Çулталăк вĕçĕнче пĕтĕмлетÿсем тăваççĕ. Çамрăк специалистăн ыйтусем тăрса юлчĕç пулсан ĕç малалла тăсăлать. Чи лайăх наставниксем – Г.Г. Ильтыбаева, А.А. Волкова, Л.В. Судеева, Е.В. Кузьмина.
– Сирĕн шухăшпа шкулчченхи педагог ĕçĕнче чи кирли мĕн шутланать?
– Чи кирлĕ пахалăх – ачасене юратни. Енчен те педагог ачасене юратать, вĕсене илтет, ăнланать пулсан ăна ыттине вĕрентме çăмăл пулать.
Галия ВАНЮШИНА.
Пелепей хули.