Владимир Кузьмич Яковлев 1953 çулхи май уйăхĕн 29-мĕшĕнче Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче çуралнă. Вырăнти шкултан вĕренсе тухсан Ĕпхÿ хулинчи 2№ медицина училищине вĕренме кĕнĕ, 1973 çулта фельдшер дипломне алла илнĕ.
1973 çулта Совет çарне ăсаннă, хĕсметре икĕ çул тăнă хыççăн аслă сержант званийĕпе запаса тухнă. 1976-1981 çулсенче Пушкăрт ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ.
Çемьеллĕ, Людмила Ивановна мăшăрĕпе виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура пулнă май Яковлевсем килти хуçалăхпа пурăнаççĕ, сывлăхлă пурнăç йĕрки илсе пыраççĕ.
Владимир Кузьмич выльăх тухтăрĕн ĕçне тĕплĕн пĕлет. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 45 çул ытла, ветеринар профессине вăл 35 çул уйăрнă. 1981 çулта Владимир Пушкăрт ял хуçалăх институтĕнчен «Ветеринари» специальноçĕпе вĕренсе тухнă, алла выльăх тухтăрĕн дипломне илнĕ.
Çамрăк специалист асăннă профессие чĕре ыйтнипе, чун хушнипе суйласа илнĕ. Владимир ĕçлĕ пурнăçне Мияки совхозĕнче аслă выльăх тухтăрĕ пулса 1981 çулта пуçланă, 1983 çулччен çакăнтах тăрăшнă. Унтан 1983-2003 çулсенче «Комсомолец» колхозра (халĕ Тимешри «Нива» СПК) аслă выльăх тухтăрĕ пулса ĕçленĕ. 2003 çулхи сентябрь уйăхĕнче Тимешри ветеринари участокĕн заведующийĕ ĕçне шанса панă. Пенсие тухиччен, 2017 çулччен, çакăнта тăрăшнă. Унăн ĕç тата кăмăл-сипет пахалăхĕсене ĕçтешĕсем тивĕçлипе хак параççĕ.
Владимир Кузьмич йывăрлăхсенчен хăраман, кашни ыйтăва тÿрĕ кăмăлтан татса пама тăрăшнă. Ĕçре лайăх кăтартусем патне ăнтăлнă, плансене пурнăçă кĕртнĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче çĕнĕ технологисемпе усă курнă, пăру-пушмаксене чир-чĕрсенчен сыхламалли профилактика ĕçĕсем ирттернĕ, çĕнĕ препаратсене тĕрĕсленĕ.
Ветеринар пулнă май Владимир Яковлев кашни чĕр чун патне май тупма, тивĕçлĕ сиплев ирттерме пĕлнĕ. Ветеринари ĕçне пысăк тÿпе хывнăшăн ăна «Пушкăртстан Республикин ветеринари службин хисеплĕ ветеранĕ» паллăпа, чылай çул хушши агропромышленность комплексĕнче тÿрĕ кăмăлтан тăрăшнăшăн Раççей Федерацин Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе чысланă.
Владимир Кузьмич патне паянхи кун та ял-йышсем килти выльăх-чĕрлĕхе сиплеме пулăшу ыйтса килеççĕ. Унăн пуян опытне, вăл пулăшу парасса шанаççĕ. Чĕр чунсене юратни, ĕçри ăсталăх, çынсемпе чĕр чунсене ялан пулăшма хатĕр пулни вăл профессие чунтан парăннине тепĕр хут çирĕплетет.
Елена ВАЛИЕВА.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.