– Малтан эпир хамăр тĕллĕн, регистраци иртмесĕр çеç ĕçлесе пăхрăмăр. Çулталăк çурă каялла налог инспекцийĕ урлă свидетество илсе уйрăм предприниматель пулса тăтăмăр. Çакă шанчăклă та меллĕ. Чăн та хут ĕçĕсем нумайрах. Кунта пире Роза кин пулăшать, предприятине ун ячĕпе уçнă. Паянхи кун виççĕн ĕçлетпĕр – Алексей ывăл тата хамăр ялти Дмитрий Михайлов, – паллаштарать автосервисра тăрăшакан Геннадий Кириллов ăстаçă.
Вăл кунта çулĕсемпе çеç мар, ĕçри пăхăну (иерархи) шайĕнче те асли, анчах та çакна калаçу вăхăтĕнче кăтартмарĕ. Ытларах ĕçе мĕнле йĕркелени çинче чарăнса тăчĕ.
– Кун çутипе пуçласа мĕн тĕттĕмлениччен алăран тимĕр-тăмăр каймасть. Тепĕр чухне клиент ыйтнине тивĕçтерес тесе ирччен ĕçлени те пулкалать. Пурнăçра тĕрлĕ лару-тăру сиксе тухать-çке. Васкамалли те пулать. Çынна ăнланса мĕнле май килет çапла пулăшма тăрăшатпăр, – тет Геннадий Витальевич кун йĕркипе паллаштарнă май.
Çав вăхăтрах хăй 30 çул ытла Çурçĕрте ĕçленине те аса илчĕ. Унта пултаруллă чăваш арĕ мотористра та, топливо заправщикĕнче те вăй хунă тата ытти ĕçре те хăйне тĕрĕслесе пăхнă. Халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та чĕри тимĕр патнех туртать пулмалла.
Кирилловсен автоюсав мастерскойĕнче тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ, пĕрер болт е гайка улăштарассинчен пуçласа автомобиль двигательне «чун кĕртесси», шăтнă кустăрмана сапласси, куçăмлă (ходовой) пайĕсене юсасси таран. Хамăр çĕршывра туса кăларнисене кăна мар, ют çĕршыврисене те.
Пирĕн умрах сервиса Хонда автомобиле илсе килсе юсав лапамне лартрĕç. Унăн хуçинчен Владимир Петровран мĕншĕн çак вырăна суйласа илнипе кăсăклантăмăр. Вăл чăн малтан кунта шанчăклă сервис пулнине çирĕплетрĕ, маларах Пелепей хулинчи пĕр юсав предприятийĕнче хурçă утне «сипленĕ» хыççăн яла аран çитсе ÿкнине те аса илчĕ.
– Ĕçе çиелтен, васкаса тăвакансем тĕл пулаççĕ. Çавна пулах пахалăхĕ те çук. Кунта хамăр ялта хамăрăннисемех. Пурте юнашар, – çирĕплетрĕ Владимир Александрович.
Суккулти автосервисра ĕçлекенсемпе калаçнă май тепĕр çĕнĕлĕхе те пĕлтĕм. Хăш-пĕр юсав предприятийĕсенче кивелнĕ запас пайсене улăштармасăр çак ĕçе тунă пек кăтартаççĕ иккен. Çавна пула водитель çурма юсавлă автомобильпе çула тухать. Паллах, кашни автомобиль хуçи ултава çийĕнчех тавçăрса илеймест, анчах та черетлĕ юсав ĕçĕ ирттернĕ чухне специалистсем ăна çиеле кăлараççĕ. Çапла майпа руль умĕнчи çын запас пайшăн та, туман ĕçшĕн те ахаль тÿлесе тăкакланать.
Юсав мастерскойĕнче тунă ĕçсен хакĕсем пирки те чарăнса тăмалла. Вĕсене ятарлă хут-прайсра çырса çулталăк çурă каяллах çирĕплетнĕ. Анчах та хальлĕхе улăштарман-ха. Кĕскен каласан, хаксем ÿсмен. Прайс урлă клиент кашни ĕçĕн хакĕпе паллашма пултарать, заказа пурнăçлаканпа калаçса татăлса кăшт йÿнетме те май пур. Çакă икĕ ене те – тавар сутакана та, туянакана та – тивĕçтерет.
Манăн пуçра «ял условийĕсенче автоюсав мастерскойĕсем кирлех-ши вĕсем?» текен шухăш тахçанах çуралнăччĕ. Мĕншĕн тесен халь кашни хула-саласенче пысăк центрсем çителĕклех. Кирилловсен автосервисĕнчи лару-тарупа паллашнă хыççăн манăн иккĕленÿ сирĕлчĕ. «Кирлĕ» тесе татса калама пултаратăп. Паянхи кун кашни килте икшер е ытларах та машина тытнă чухне вĕсемсĕр те пурнăç çăмăл мар. Кашни пĕчĕк кăлтăкшăнах 30-40 çухрăмри хулана çÿреймĕн. Кунта вара юнашарах. Унтан та ытларах пĕлнĕ çын патĕнче шанчăклă.
Тепĕр пулăма та асра тытмалла. Паянхи кун кашни килтех бензинпа ĕçлекен пăчкăсем, мотоблоксем, триммерсем, мопедсемпе мотоциклсем, велосипедсем тата ытти те çителĕклех. Вĕсенчен пĕри е тепри чăхăмлама пуçласан ял çыннин хулана тухса утмалла-и? Акă, вăл ялти сервис тени мĕн валли кирлĕ. Хăйне евĕр йăла çурчĕ тесен те юрать. Хальхи вăхăтра ăстаçăсене кăнтăр кунĕнче хунарпа шырасан та тупаймастăн. Кунта вара Кирилловсен çемйин пуçарулăхĕпе тăрăшулăхĕ урлă 300 килĕллĕ Суккул ялĕшĕн çак ыйтăва татса панă тесе калас килет. Апла пулсан вĕсене малалла аталанма ăнăçу сунар.
Юрий СНЕГОПАД.
Ермеккей районĕ,
Суккул ялĕ.