Професси çынни
15 Августа 2023, 08:00

Каменщика вĕреннĕ, комбайнер пулса тăнă

Леонид Васильев Иглин районĕнчи Чăваш-Кăпавĕ ялĕнчи «Агро-Весна» ОООра (ертÿçи – Г.В. Семенов) ĕçлет. Кăçалхи вырма уншăн юбилейлă – 25-мĕш вырма. «Иглин хыпарĕсем» редакци ĕçченĕсем уй-хире килнĕ вăхăтра Леонид Анатольевич тулла валем туса çапассине вĕçлесе пынă.

Каменщика вĕреннĕ, комбайнер пулса тăнăКаменщика вĕреннĕ, комбайнер пулса тăнă
Каменщика вĕреннĕ, комбайнер пулса тăнă

Опытлă комбайнер сăмахĕсем тăрăх, кашни вырма тĕрлĕрен иртет: чылай чухне çанталăкран, культурăсем çитĕнсе çитнипе çитменнинчен килет. Техникăна вара çĕр ĕçченĕ хăй хатĕрлет – кирек мĕнле профессионал пекех ăна юсама пĕлет, хăйĕн комбайнĕпе типтерлĕ усă курать.
– Вуннăра чухнех аттене (вăл та комбайнер пулнă) уй-хирте пулăшаттăм. Хăнăхнă тата юратнă ĕç. Кунта, анасем çинче, хăйне евĕрлĕ хутлăх, урăхла сывлатăн, – тет çĕр ĕçченĕ. – Уйрăмах çăкăр пуçтарма юрататăп. Мĕншĕн тесен вăл – савăнăç кÿрекен, ыранхи кунра шанчăклăх паракан чылай çын ĕçĕн тухăçĕ.
Леонид Васильев шкул сакки хыççăн Ĕпхÿ хулинчи 5№ професси училищинче каменщик-монтажник профессине алла илнĕ. Хулари пĕр заводра та ĕçлесе пăхнă, анчах чунĕ тăван ялах туртнă. Çапла пулнишĕн арçын пĕрре те ÿкĕнмест. «Ăçта çуралнă – çавăнта кирлĕ пулнă» тесе ахальтен каламаççĕ-тĕр. Çакă кашни çын хулана парăнмалла тенине пĕлтермест, тăван çĕр çинче те ырă ĕçсем тума, çынсене савăнтарма пулать иккенне çирĕплетсе парать.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Иглин районĕ, Чăваш-Кăпавĕ ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас