Сентябрь уйăхĕн 27-мĕшĕ ача сачĕн воспитателĕсен тата шкул çулчченхи учреждени ĕçченĕсен кунĕ шутланать. Çак кун тĕлне нумай çул асăннă сферăра тăрăшакан Тамара Николаевна Григорьеваран интервью илме май килчĕ.
– Тамара Николаевна, хăвăр çинчен каласа парсамччĕ. Ăçта çуралнă, вĕреннĕ?
– Эпĕ Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вырăнти шкула пĕтернĕ хыççăн Суккулти вăтам шкулта вĕрентĕм. Унтан Ĕпхÿри педагогика училищине куçăн мар мелпе вĕренме кĕтĕм, шкул çулчченхи учреждени воспитателĕ специальноçне алла илтĕм. 1991 çултанпа Янăшмари «Ягодка» ача садĕнче ĕçлетĕп, çавăнтанпа ĕç вырăнне улăштарман. 1993 çулта хамăр ял каччипе Виталий Иокимовичпа çемье çавăртăмăр. Икĕ хĕр çуратса ÿстертĕмĕр. Асли, Наталья, Октябрьск хулинче çемйипе пурăнать. Кĕçĕнни Кристина Эрĕнпур хулинче вĕренет тата ĕçлет. Пирĕн Арина мăнук çитĕнет.
– Мĕншĕн çак профессие суйларăр?
– Мана ачасемпе ĕçлеме килĕшет. Пĕчĕкскерсене питĕ юрататăп. Вĕсен пултарулăхĕсемшĕн, çитĕнĕвĕсемшĕн савăнатăп.
– Воспитатель пулас тесен мĕнле пахалăхсем кирлĕ?
– Воспитатель ĕçĕ çăмăл мар. Занятисенче ачасене илĕртме, кăсăклантарма пĕлмелле. Чунра тĕрлĕ пулсан та шăпăрлансене кашни ир ырă кăмăлпа кĕтсе илмелле. Воспитателĕн ачасемпе çеç мар, ашшĕ-амăшĕпе те пĕр чĕлхе тупмалла. Унсăрăн воспитани процесĕ тухăçлă пулмĕ.
– Ĕçре чи йывăрри мĕн тесе шутлатăр?
– Кашни ĕçре хăйĕн йывăрлăхĕсем пур. Юлашки вăхăтра компьютерпа нумай вăхăт ирттерме тÿр килет, хут ĕçĕ чылай. Отчетсем, информаци вăхăтлă памалла.
– Мĕнпе интереслĕ сирĕн ĕçĕр?
– Ачасемпе хутшăнма, калаçма питĕ кăмăллă. Вĕсем тĕнчене, тавралăха урăхларах йышăнаççĕ-çке. Хуравĕсем те хăйне евĕр. Нумай пулмасть пĕр арçын ачаран «Ӳссен кам пуласшăн?» тесе ыйтрăм. «Атте пек улма суйлакан пулатăп» пулчĕ хурав. Маларах çемьере улма кăларнă вăхăт пулнă ĕнтĕ.
– Ача садĕнчен тухса кайнă, çитĕннĕ воспитанниксем ача сачĕпе çыхăну тытаççĕ-и?
– 32 çул хушшинче пирĕн учрежденире нумай ача воспитани илнĕ. Кашни выпускной вăхăтĕнче кăмăл хуçăлать. Темиçе çул хушши ачасене юратса, пĕр- пĕрне ăнланса, çывăха хунă хыççăн уйрăлма питĕ йывăр. Ача садĕнчен тухнисем пирĕн пата килсех тăраççĕ. Сăмахран, кĕçĕн класра вĕренекен хĕр ачасем мартăн 8-мĕшĕ тĕлне хăйсен аллипе ăсталанă открыткăсемпе саламларĕç. Ĕçтешсемпе чун-чĕререн савăнтăмăр. Кăçал çулла Çурçĕрте ĕçлекен ĕнерхи воспитанник машинипе пырса чарăнчĕ, пирĕн сывлăхпа, лару-тăрупа кăсăкланчĕ. Маларах тухса кайнисен вара ачисем пирĕн пата çÿреççĕ.
– Вунă çул каярах çÿренĕ ачасемпе хальхи вăхăтри ачасем мĕнпе те пулин улшăнса тăраççĕ-и?
– Паллах, улшăнусем пур. Хальхи ачасем питех вăтанмаççĕ, хăюллăрах.
– Пулас воспитательсене мĕн суннă пулăттăр?
– Çак сферăна килекен çамрăк воспитательсене çирĕп сывлăх, ачасене юратма, пĕр чĕлхе тупма, ашшĕ-амăшĕсемпе пĕр юхăмра ĕçлеме сунатăп.
– Малашне çак професси мĕнлерех пулĕ тесе шутлатăр?
– Професси улшăнăвĕ çинчен калама пултараймастăп. Хамăра илсен çитес çул пирĕн ялта социаллă-культурăллă центр уçăлма тивĕç. Унта шкул, клуб, библиотека тата ача сачĕ те пĕр çуртра пулĕç. Çакна эпир тем пекех кĕтетпĕр.
Юлашкинчен хамăн ĕçтешсем çинчен кĕскен каласа хăварас килет. Ача сачĕ мĕн уçăлнăранпа воспитатель пулăшаканĕ пулса Елизавета Александровна Чернова тăрăшать. Вăл пÿлĕмсенчи тирпей-илеме пĕтĕмпе пăхса тăрать, ÿкерме те ăста. Повар пулса Алевтина Анатольевна Петрова ĕçлет, унăн ĕç стажĕ 31 çулпа танлашать. Вăл пĕçернĕ апата ачасем юратса çиеççĕ. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă ĕçленипе пирĕн йыш ача сачĕ уçăлнăранпа улшăнман.
– Тавтапуç сире, Тамара Николаевна, ыйтусене хуравланăшăн. Сире тата ĕçтешĕрсене профессиллĕ уяв ячĕпе саламлатпăр, çитĕнÿсем сунатпăр.
Ачасене воспитани парас ĕçре 32 çул тăрăшакан Тамара Николаевнан пухмачĕнче районти вĕрентÿ уйрăмĕн Хисеп хучĕсемпе Тав хучĕсем, Дипломсем нумай. Вăл ялан аталанура, тăтăшах конкурссене, обществăлла ĕçе хастар хутшăнать. Сăмахран, вăл «Ермеккей районĕн шкулчченхи вĕрентÿ организацин çулталăк педагогĕ-2020» конкурс призерĕ пулнă. Тамара Григорьева район тата республика шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсене те хутшăнса парнеллĕ вырăнсене йышăнать. Ĕçтешсем виççĕшĕ те вырăнти «Мерчен» хăйпултарулăх ансамбле çÿреççĕ, уçă сассисемпе ял, район çыннисене савăнтараççĕ. Асăннă ушкăн ĕçе тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланине август уйăхĕнче иртнĕ педагогика конференцийĕнче çĕнĕ вĕренÿ çулне лайăх хатĕрленнĕшĕн 3-мĕш вырăн йышăнни те çирĕплетет. «Ягодка» ача сачĕ унта 3 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Ермеккей районĕ, Янăшма ялĕ.