Мĕн çуралнă кунран пуçласа вăл мана ăшăпа тимлĕх парнелет, пурнăçра кирлĕ йĕркесене хăнăхтарать, малашлăха çирĕппĕн пăхма вĕрентет, яланах пулăшса пырать, ман çитĕнÿсемшĕн савăнать.
Манăн аннене Татьяна Валериевна Сергеева тесе чĕнеççĕ. Вăл Пишпÿлек ялĕнчи 1№ вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçлет. Аннешĕн педагогика ĕç-хĕлĕ 1996 çулта Пишпÿлек районĕнчи хăй çуралса ÿснĕ Ермолкино ялĕнчи шкулта аслă пионервожатăйра вăй хунинчен пуçланнă. Хастар та пуçаруллăскер «Çулталăк вожатăйĕ» район конкурсне хутшăнса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Республикăри культура техникумĕнчен вĕренсе тухсан музыка урокĕсене вĕрентме пуçланă. Манăн анне питĕ хитре юрлать – вăл пултарулăх конкурсĕсемпе смотрĕсен яланхи участникĕ. Çакна та палăртса хăвармалла, анне – педагогсен династийĕнчен. Унăн ашшĕ Валерий Федорович Алексеев Ермолкино шкулĕнче 41 çул хушши вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçленĕ. Çак кунсенче вăл 75 çул тултарчĕ. Аннен аслашшĕ Федор Васильевич Алексеев та вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулнă. Вăл Ситекпуç шкулĕнче ĕçленĕ. Анне те чунĕ хушнипе М. Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика университетĕнчи филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Ăна ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн Ермолкино тата Усак-Кичу шкулĕсенче вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентнĕ.
Асăннă шкулсенче ĕçленĕ çулсенче анне квалификацине ÿстермелли тĕрлĕ курссенче пĕлĕвне анлăлатнă, Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне тĕрĕслекен эксперт пулнă, «Çулталăк учителĕ – 2015» професси конкурсне хутшăнса «Педагогика хавхаланăвĕ тата артистизм» номинацире мала тухнă.
2017 çулта эпĕ Пишпÿлекри 1№ шкула пĕрремĕш класа вĕренме кайрăм. Анне те çак шкула ĕçлеме куçрĕ. Халĕ те кунтах вăй хурать. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 27 çул. Ăслă тата хăйсен тĕллевĕсем патне ăнтăлакан ăрăва çитĕнтерессишĕн сахал мар вăй-хал тата тÿсĕмлĕх кирлине куратăп. Анне уроксене тĕплĕ хатĕрленет: çĕнĕ темăна ăнлантарма презентаципе паллаштару материалĕсем хатĕрлет, çав вăхăтрах мана та кирлĕ канашсем пама ĕлкĕрет. Анне кашни ачан кăмăлне шута илсе, вĕсене хисеплесе калаçать. Вăл питĕ ĕçчен пулнипе, ачасене юратнипе, кашни шăпăрланшăн тата унăн шăпишĕн яваплăха туйнипе уйрăлса тăрать. Вăл хăй те пĕрмаях вĕренет: професси шайне аталантарать, педагогика литературине вулать, вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнчи пур çĕнĕлĕхсене те пĕлме тăрăшать. Анне вырăс чĕлхипе литература олимпиадинчи ĕçсене, 11 класс пĕтерекенсен сочиненийĕсене, Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсене тĕрĕслекен эксперт шутланать. Хăй ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан хаклă çыннăма пĕр хутчен çеç мар Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе чысланă.
Анне спортпа та питĕ туслă. Вăл волейбол, ишев, йĕлтĕрпе чупассипе çыхăннă спорт ăмăртăвĕсене хутшăнать, сĕтел çи теннисĕпе çулсеренех парнеллĕ вырăнсене çĕнсе илет.
Вĕрентекен ĕçĕ çăмăл мар, апла пулин те анне çак профессине суйласа илнишĕн пĕрре те ÿкĕнмест. Эпир аттепе иксĕмĕр аннене май пур таран пулăшма тăрăшатпăр. Ман шутпа, аннешĕн вĕрентекен профессийĕ чун туртни. Çулсем иртеççĕ. Аннен вĕрентекенĕсем ăна манмаççĕ: уяв ячĕпе саламлаççĕ, çыраççĕ, шăнкăравлаççĕ. Анне вĕсенчен нумайăшĕшĕн тĕслĕх шутланать, вăл вĕсене хăйсене ĕненме, пурнăç çулне шыраса тупма пулăшнă. Эпĕ анне вĕрентекен пулнипе мăнаçланатăп, ăна питĕ юрататăп.
Семен СЕРГЕЕВ, Пишпÿлекри
1№ шкулăн 7 класс вĕренекенĕ,
«Çамрăк журналист» пĕрлĕх членĕ.