Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Професси çынни
8 Ноябрӗн 2023, 09:25

Кашни пĕрче пÿлмене кĕртес тесе тăрăшать

Ял хуçалăх вăл – экономикăн тĕп отраслĕсенчен пĕри. Кунта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, тыр-пул акса ÿстереççĕ. Асăннă сфера выльăх пăхакансемпе дояркăсен, механизаторсемпе трактористсен, комбайнерсен ырми-канми ĕçĕ çинче тытăнса тăрать.

Кашни пĕрче пÿлмене кĕртес тесе тăрăшать
Кашни пĕрче пÿлмене кĕртес тесе тăрăшать

Давлекан районĕнчи Чуйăнчă-Николаевка ялĕнчи «Канаш» ял хуçалăх предприятийĕнче йывăрлăхсенчен хăраман, пур ĕçе те хавхаланупа пурнăçлакан профессионалсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Валерий Кузьмин механизатор.
Валерий Демьянович пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи аграри сезонĕ унăн ĕç биографийĕнче 28-мĕш шутланать. Çак вăхăт хушшиче вăл пысăк ĕç опычĕ пуçтарнă, предприятийĕн чи лайăх специалисчĕ пулса тăнă. Механизатор хăй те çак профессие суйласа илнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнмест.
Валерий хресчен ĕçне хисеплекен нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Мĕн ачаран техникăпа интересленнĕ, ял хуçалăх ĕçĕ патне туртăннă. Механизатор пулса ĕçлекен ашшĕ вара уншăн чăн-чăн тĕслĕх шутланнă. Арçын ача ăна пулăшнă, ÿснĕçемĕн хăй те çак ĕçе ытларах та ытларах кăмăлланă. Çавăнпа та шкул пĕтернĕ хыççăн çамрăк пĕр шухăшласа тăмасăрах Мажит Гафури ячĕллĕ колхоза ĕçе вырнаçнă. 1985 çулта Давлекан хулинчи 27№ ятарлă пĕлÿ паракан училищĕрен вĕренсе тухсан права тата ялти чи кирлĕ тракторист специальноçне алла илнĕ. Механизатор, комбайнер тата водитель пулса ĕçленĕ. 2017 çултанпа «Канаш» аграри предприятийĕнче вăй хурать.
Хресчен ĕçĕ çăмăл мар. Ял механизаторĕ çуркуннен малтанхи кунĕсенчен пуçласа юр çăвичченех уй-хирте. Валерий Демьянович пур анана та пĕлет, тин çеç шăтса тухнă кашни калчашăн, вĕçсĕр-хĕрсĕр кашласа ларакан сап-сарă тыр-пулшăн чунтан савăнать, ăна тăкаксăр пухса илес, кашни пĕрчине пÿлмене кĕртес тесе тăрăшать.
Хуçалăхра Валерий Демьяновича хисеплеççĕ. Ырă кăмăллăскер ĕçтешĕсене ырă канашпа та, ĕçпе те пулăшать. Шанса панине тÿрĕ кăмăлтан пурнăçлакан механизатора пĕр хутчен çеç мар тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе те чысланă.
Тĕп ĕçĕсĕр пуçне Валерий Демьянович Ирина Михайловна мăшăрĕпе çирĕп кил хуçалăх тытать. Ĕçчен те тăрăшуллă Кузьминсем выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, çу вăхăтĕнче пысăк та хăтлă пÿрчĕ чечек айне путать. Анчах та ашшĕ амăшĕн чи пысăк пуянлăхĕ – Дима, Вероника тата Оля ачисем. Вĕсем те мĕн пĕчĕкренех ĕç тĕлне пĕлсе ÿснĕ ачасем.
Надежда РОДИОНОВА.
Давлекан районĕ, Чуйăнчă-Николаевка ялĕ.
Сăн ÿкерчĕк авторĕ – Сергей ЧИКОВ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: