«РемДизельСнаб» ТОСЭР – «Пелепей резиденчĕн» производство лапамĕ. Асăннă предприяти ял хуçалăх техникине юсас ĕçе пурнăçлать. Агропромышленность комплексĕнче вăй хуракансем çулленех ку чухнехи техникăна туянма тăрăшаççĕ. Йывăр çĕр ĕçне тимĕр те чăтаймасть тенĕ пек, çĕнĕ пулин те ăна та юсамалли тупăнать. Ял хуçалăх предприятийĕсенче вара 20-30 çул каялла усă курнă кивĕ техника та тем чухлех. Вĕсене тĕпрен çĕнетме тивет. Ял хуçалăхĕсене çак ĕçре тĕп пулăшаканĕ – Пелепей хулинчи «РемДизельСнаб» предприяти. Унăн ертÿçин сăмахĕсем тăрăх, машина пайĕсен пуххисене, агрегатсемпе тракторсене юсама, тракторсем пуçтарма республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çеç мар, юнашар регионсенчен те заказ параççĕ. Запас пайсемпе вара Санкт-Петербург, Мускав, Челябинск, Ярославль, Белгород хулисенчи заводсем тивĕçтереççĕ.
Çулталăк каялла «РемДизельСнаб» предприятин тĕп ертÿçи Геннадий Кузнецов Пушкăртстан Республикин пуçлăхĕ ирттернĕ ларура тракторсене юсассипе тата çĕнетессипе ĕçлекен предприятие аталантарассипе çыхăннă инвестици проекчĕ тăратнă. Ăна ырласа йышăннă. Проект малашлăхлисен статусне тивĕçни республика тата муниципалитет шайĕнчи çăмăллăхсемпе усă курма, çĕнĕлле ĕçлеме майсем панă. Инвестицисене аталантармалли проектпа килĕшÿллĕн çĕнĕ хуралтăсем, технологи оборудованийĕсемпе çăк тиемелли машинăсем туяннă, станоксемпе инженери системисем вырнаçтарнă.
Паянхи кун предприяти тулли хăватпа ĕçлет, кунта çирĕм ĕç вырăнĕ уçăлнă. Асăннă предприятийĕн тĕп вăйĕ – сварщиксемпе токарьсем, фрезеровщиксем тата ыт.те.
Çамрăк предприниматель хăй пурнăçне техникăпа çыхăнтарасси мĕнрен пуçланнă-ха?
– Эпĕ Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче çуралса ÿснĕ. Манăн атте Анатолий Александрович хăй вăхăтĕнче Хушăлка ял Канаш председателĕ, вырăнти ял хуçалăх предприятийĕнче механик пулса ĕçлетчĕ. Çавăнпах пулĕ эпĕ те мĕн ачаранах техникăпа интересленетĕп. 7-8-мĕш классенче вĕреннĕ чух пуçласа хам тĕллĕн снегоход пуçтартăм. Шкул пĕтерсен вара пĕр шухăшласа тăмасăрах Пушкăрт патшалăх аграри университечĕн механика факультетне вĕренме кĕтĕм. Манăн пиччепе шăллăм та çак факультетрах пĕлÿ илнĕ. Аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Пелепей хулинчи РТПра мастер пулса ĕçлерĕм. Унтан техника юсамалли цех уçса услам ĕçне тытăнтăм. Опыт пухнă хыççăн райпо çуртĕнче производство цехĕсем туса ĕçе анлăлатрăм, – каласа парать Геннадий Анатольевич.
Ĕç кунĕ тăршшĕпе (вăл çиччĕ иртсен пуçланать те мĕн тĕттĕмлениччен тăсăлать) сахал мар ыйту татса пама тивет ертÿçе. Эпир килнĕ вăхăтра ун пÿлĕмне пĕр çын кăна мар кĕрсе тухрĕ. Вĕсен хушшинче чăвашла калаçакансем нумай пулни савăнтарчĕ.
– Чăвашсем нумай килеççĕ пирĕн пата. Халь кĕрсе тухнă арçын – Пишпÿлек тăрăхĕнчи «Урожай» ял хуçалăхĕнчен, – терĕ ертÿçĕ. – Мияки тăрăхĕнчи «Нива» ял хуçалăх предприятийĕпе те, ыттисемпе те килĕштерсе ĕçлетпĕр.
Ырă кăмăллă чăваш арĕ сахал мар предприятипе организацисене, обществăлла пĕрлĕхсене, Украинăри ятарлă çар операцине тĕрлĕ майлă пулăшу парать. Çавăн пекех вăл «Урал сасси» хаçатăн спонсорĕсенчен пĕри те шутланать.
Геннадий Анатольевича пур ĕçре те пулăшаканĕ – Ольга Геннадьевна мăшăрĕ. Вăл çак предприятирех склад ертÿçи пулса ĕçлет. Телейлĕ мăшăр виçĕ ачана, икĕ хĕрпе пĕр ывăла, кун çути парнеленĕ. Аслă Валерия тата Анжела хĕрĕсем Мускав хулинчи Плеханов ячĕллĕ университетра пĕлÿ илеççĕ, кĕçĕн Алеша ывăлĕ шкулта вĕренет. Вăл палеонтолог пулма ĕмĕтленет.
Çакăн пек пуçаруллă та мал ĕмĕтлĕ çынсем ытларах пулсан, çĕршыв малашлăхĕ те çутă пулĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Пелепей хули.