Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Професси çынни
12 Декабрӗн 2023, 11:19

Çут çанталăкпа килĕштерсе пурăнать

Кашни çулах Юрий Косоуров çуралнă кун Тÿртÿллĕри ял библиотекинче Косоуров вулавĕсем иртеççĕ. Кăçал унăн вулаканĕсем Тÿртÿллĕри шкулта вĕренекен 3-8 класс ачисем пулчĕç. Çавăн пекех ун витĕмĕпе «Çĕр çинчи ырă йĕр» çавра сĕтел те йĕркеленĕ. Мероприятисене Тÿртÿллĕри культура çурчĕпе пĕрле ирттернĕ.

Çут çанталăкпа килĕштерсе пурăнать
Çут çанталăкпа килĕштерсе пурăнать

«Косоуров вулавĕсем» витĕмĕпе саккăрмĕш класс ачисемпе «Çут çанталăкпа килĕштерсе» экологи сехечĕ иртрĕ. Шкул ачисене Юрий Федоровичăн биографийĕпе Тÿртÿллĕри вулавăш ĕçченĕ Разифа Никифорова паллаштарчĕ. Мероприяти вăхăтĕнче Юрий Косоуровăн «Мой лес» тата «Возрождение земли» кĕнекисене сÿтсе яврĕç, хăш-пĕр сыпăкĕсене вуларĕç. Ачасене уйрăмах Юрий Косоуровăн «Тÿртÿллĕ çырми» çут çанталăк палăкĕ фотоальбом кăмăла кайрĕ. Унта ÿсен-тăрансемпе чĕр чунсен ытармалла мар илемлĕ сăн ÿкерчĕкĕсене пуçтарнă. Юрий Федорович тăван тавралăха фотоаппарат çине ÿкернĕ. Сăн ÿкерчĕксем çинче Тÿртÿллĕ çырмисем ĕлĕк епле пулнине, йывăçсем лартнине тата «Тÿртÿллĕ çырмин» территорийĕ пĕве тунă хыççăн улшăннине курма пулать. Виççĕмĕш класра вĕренекенсем вара Гульяз Миннибаеван Ю. Косоуров çинчен çырнă «Вăрман ăсти» юмахне саспа вуларĕç. Произведени авторĕ – Тÿртÿллĕ шкулĕн выпускникĕ. Юмахра çĕр хăрушла ишĕлнине (вăл яла та пĕтерсе хума пултарнă) чарма май тупнă Юрий асамçă çинчен каласа панă. Ачасем вуланă юмаха библиотекарьпе пĕрле сÿтсе явнă.
«Çавра сĕтеле» Тÿртÿллĕ ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Ляйсан Гибатова, Юлия Захарова, Ирина Андреева педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, биологи учителĕ Евгения Пастухова, 10 класра вĕренекенсемпе ялта пурăнакансем хутшăнчĕç. Вуннăмĕш класра вĕренекенсем хăйсен паллă ентешне лайăх пĕлеççĕ. Вăл Тÿртÿллĕ шкулĕнче хăнара пĕр хутчен çеç мар пулса хăйĕн ĕçлĕ пурнăçĕ çинчен каласа панă. Нумай вĕрентекен унпа пĕрле ĕçленĕ. Вĕсем пурте ун пирки çут çанталăка юратакан çын теççĕ.
«Çавра сĕтел» йĕркелÿçисем Юрий Федоровича видеоçыхăну урлă саламларĕç, ăна вăрăм ĕмĕр тата ăнăçу сунчĕç.
– 1967 çулта эпĕ виççĕмĕш класра вĕреннĕ чух Валентина Быкова пионерсен вожатăйĕ ертсе пынипе вырăнти масар çине йывăçсем лартма çÿреттĕмĕрччĕ. Вăл «Тÿртÿллĕ çырми» пулас çут çанталăк палăкĕн территорийĕнче вырнаçнăччĕ. Ас тăватăп, пирĕн пата çамрăк арçын утса пычĕ. Вăл ырă та уçă кăмăллă пек туйăнчĕ. Çак çын Юрий Косоуров пулнă. Вăл хыр хунавĕсем илсе килнĕ. 1979 çулта Пушкăрт патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухсассăн тăван шкула таврăнса географи тата биологи предмечĕсене вĕрентме пуçларăм. Эпир, педагогсем, класс сехечĕсене тата класс тулашĕнчи мероприятисене Юрий Федоровича йыхравлаттăмăр, вĕсенче ачасене час-часах «Тÿртÿллĕ çырмине» экскурсие илсе каяттăмăр. Юрий Федорович пире çырмасемпе епле кĕрешни, çут çанталăк палăкĕн территорине пурăнма килнĕ тискер чĕр чунсемпе кайăк-кĕшĕксем çинчен каласа паратчĕ. Хими тата биологи вĕрентекенĕпе Людмила Павловапа хамăр таврари çут çанталăка тĕпчемелли экологи сукмакĕ йĕркелерĕмĕр. Унăн маршрутне «Туртÿллĕ çырми» те кĕчĕ. 2001 çулта вĕрентекенсен август уйăхĕнчи канашлу витĕмĕпе экологи сукмакĕ çинче хими, биологи, географи учителĕсем валли занятисем иртрĕç. Эпир, Туртÿллĕ ялĕнче пурăнакансем, Юрий Федоровича ял çине кĕрсе пыракан варсемпе кĕрешес ĕçе йĕркеленĕшĕн чунтан тав тăватпăр. Унсăрăн Тÿртÿллĕ ялĕн анат енчи пайĕ тăрса та юлмĕччĕ, – тет педагогика ĕçĕн ветеранĕ Ирина Андреева.
Юрий Федорович Косоуров 1928 çулхи ноябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи Астрадамов районне кĕрекен Архангельски ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1946 çулта Мускав хулинчи вăрман техникумĕн институтне вĕренме кĕнĕ. 1951 çулта аслă шкул пĕтернĕ хыççăн çамрăк специалиста Пĕтĕм союзри вăрман хуçалăхĕпе механизацийĕн наукăпа тĕпчев институтне аслă наука сотрудникĕ пулса ĕçлеме янă. 1956 çулта Юрий Федорович аспирантурăран вĕренсе тухнă, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ ята илнĕ.
Çав çулах Юрий Косоурова Пушкăртстанри опытлă станцине аслă наука сотрудникĕ пулса ĕçлеме янă. 36 çул хушшинче вăл республикăри пур районта та пулнă, çĕр эрозийĕпе кĕрешнĕ, ишĕлекен çырансене çирĕплетес, вĕсен таврашне йывăç лартас ĕçе ертсе пынă. Ю.Ф. Косоуровăн уйрăмах тухăçлă тĕпчевĕсем çырмасемпе кĕрешессипе çыхăннă. Çак ĕçе вăл шыва чарса тăракан пĕвесем туса, йывăç лартса пурнăçлама сĕннĕ. Унăн проекчĕсем тăрăх 200 ытла çырмана çирĕплетнĕ. Юрий Федорович республикăра пуçласа вăрман хуçалăх практикине 45 градуслă чăнкă вырăнсене терраса мелĕпе йывăç лартса çирĕплетессине кĕртнĕ. 20 пин гектар чăнкă çĕрсене йывăçсем лартнă. Тунă çитĕнÿсемпе паллаштарас шутпа Раççей тата республика шайĕнчи семинарсем, канашлусем ирттернĕ, унăн ĕç опытне ют çĕршыври специалистсем те хак панă.
Йывăçсем лартнă хыççăн Тÿртÿллĕ Шаран районĕнчи чи илемлĕ те симĕс ял пулса тăчĕ. Паянхи кун çырма вырăнĕнче «Туртÿллĕ çырми» патшалăх палăкĕ тата тăхăр илемлĕ пĕве сарăлса выртаççĕ. Ю.Косоуровăн тĕпчев ĕçĕсем 120 наука статйинче кун çути курнă. Вăл 12 кĕнеке пичетлесе кăларнă. Тивĕçлĕ ĕçĕсемшĕн ăна «ПАССР тава тивĕçлĕ вăрманçи», «Вăрман рыцарĕ» хисеплĕ ятсем панă, Пушкăртстан Республикин икĕ Хисеп хучĕпе, «РСФСР вăрман пуянлăхĕсене нумайлатнишĕн тата упранишĕн» хисеп паллипе, ВДНХан ылтăн тата кĕмĕл медалĕсемпе чысланă. Юрий Федорович наукăпа техника облаçĕнчи РСФСР Патшалăх премийĕн лауреачĕ. 2012 çулта ăна «Шаран районĕн хисеплĕ çынни» ят панă.
Руслан ХАФИЗОВ.
Шаран районĕ,
Тÿртÿллĕ ялĕ.

Çут çанталăкпа килĕштерсе пурăнать
Çут çанталăкпа килĕштерсе пурăнать
Çут çанталăкпа килĕштерсе пурăнать
Çут çанталăкпа килĕштерсе пурăнать
Çут çанталăкпа килĕштерсе пурăнать
Çут çанталăкпа килĕштерсе пурăнать
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: