Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Професси çынни
31 Кӑрлач , 10:00

Эмелпе пĕрле ăшă сăмахсемпе те сиплет

Паян вулакансене Пелепей хулинчи ача-пăча поликлиникинче вăй хуракан маттур пикепе – кун-çулпа туллин савăнса пурăнакан, çамрăклăхăн илемлĕ те савăнăçлă вăхăчĕпе пĕлсе усă куракан Альбина Никитинапа – паллаштарас килет.

Эмелпе пĕрле  ăшă сăмахсемпе те сиплет
Эмелпе пĕрле ăшă сăмахсемпе те сиплет

Тепĕр тесен, «паллаштарас» тени тĕрĕсех те мар пулĕ. Ырă кăмăллă та пурне те пулăшма хатĕр çамрăк хĕр пирки 2018 çулхине республикăра кун çути куракан «Молодежная газета» хаçатра çырса кăтартнă. Халĕ вара черет пирĕн вулакансем патне çитрĕ.
Хальхи вăхăтра Альбина Рафаковна Пелепей хулинчи ача-пăча поликлиникинче тăрăшать. 2008 çулта çамрăк хĕр хулари медицина колледжĕнчен вĕренсе тухнă. Çав çулах вăл районти тĕп больницăна ĕçлеме вырнаçнă. Вăхăт шунă май хĕр качча тухнă, ача çуратнă. Декрет отпускĕ хыççăн Альбина Никитина хулари аслă ÿсĕмрисен поликлиникинче ĕçленĕ. Халĕ çамрăк специалист медицина сестрин ăсталăхне туптас, хăйĕн тавракурăмне ÿстерес, аталанас тесе Эрĕнпурти медицина институтĕнче вĕренет (куçăн мар мелпе).
Уçă кăмăллă Альбина ĕçре чи малтанах çынсем хушшинчи ырă хутшăнусене, пĕр-пĕрне ăнланнине малти вырăна хуни сисĕнет. Çав вăхăтрах пациентсене пулăшас ĕç-хĕле йĕркелеме нумай вăй хурать. Унăн чĕри пысăк пулнăран çынсене эмелпе пĕрлех ăшă сăмахсемпе те сиплеме тăрăшать. Çакна хăй вăхăтĕнче аслă ÿсĕмрисен поликлиникин ертÿçине пациентсенчен килнĕ çырури тав сăмахĕсем те çирĕплетсе параççĕ. Вĕсене шăпах Альбина ячĕпе çырнă пулнă. Шур халатлă ĕçченĕн ырă ĕçĕсене паянхи кун та пациентсем манмаççĕ. Акă, сăмахран çак кунсенче пирĕн хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ Рафис Хасанов ăна тав туса хăйĕн «Предвестник победы» кĕнекине парнеленĕ.
Унсăр пуçне çамрăк специалист обществăлла пурнăçа хастар хутшăнма та вăхăт тупать. Вăл март уйăхĕнчи черетлĕ суйлав вăхăтĕнче Владимир Путин кандидатурине Раççей Президенчĕ пулма тăратнине ырласа йышăннине систерчĕ.
Пурнăçра сывлăхран хаклăраххи нимĕн те çук. Çавăнпа та çынсем тухтăрсемпе медицина сестрисем пулăшассине ĕненсе, хăйсен пурнăçне вĕсене шанса параççĕ. Пациентсене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парас ĕçре Альбина Никитинан малашлăхĕ пысăк пуласси иккĕлентермест.
Ирида НОВИКОВА. Пелепей хули.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: