Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Професси çынни
6 Нарӑсӑн , 12:05

Пысăк чунлă вĕрентекен

Юрий Леонтьев чăваш хастарĕ – пултаруллă педагог тата наставник. Вăл хăй пурнăçне çитĕнекен ăрăва воспитани парас тата тăван тавралăх историне тĕпчес ĕçе халалланă. Унăн тĕслĕхĕпе вĕренекенсен темиçе ăрăвĕ хавхаланнă. Паян кун та унран ыррине сахал мар вĕренеççĕ.

Пысăк чунлă вĕрентекен
Пысăк чунлă вĕрентекен

ПР тата ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ 1959 çулта Авăркас тăрăхĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнче çуралнă. Вăл Пушкăрт патшалăх университечĕн математика факультетĕнчен вĕренсе тухнă та паянхи кунчченех Чăваш Хурамалĕнчи В.В. Николаев ячĕллĕ шкулта математикăпа информатика вĕрентекенĕ пулса ĕçлет.
Ачасене хăй предметне вĕрентнисĕр пуçне Юрий Харитонович шкул музейĕн ертÿçи те шутла-нать. Вăл йĕркелесе пынипе музей пĕр хутчен çеç мар тĕрлĕ конкурссен çĕнтерÿçи пулнă. 2019 çулта аваллăх управçи Пĕтĕм Раççейри шкул музейĕсен конкурсĕн республика тапхăрĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Тепĕр çултанах «Чăваш наци культурин музейĕсене презентацилесси» регионсем хушшинчи конкурсра I степень дипломне çĕнсе илнĕ.
Истори еткерĕпе ĕçлени Чăваш Хурамал хастарне сахал мар чап илсе килнĕ. Вăл Пушкăртстан тата Чăваш республикисен хисеплĕ таврапĕлÿçи шутланать. Республикăри «Шежере байрамы» йăх-ăрусен, Пĕтĕм Раççейри çамрăксемпе ĕçлекен таврапĕлÿçĕсен конкурсĕсен çĕнтерÿçи пулнă, Н.Я. Бичурин ячĕллĕ медаль илме тивĕçнĕ.
Юрий Харитонович общество пурнăçне те хастар хутшăнать. Вăл – Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен Канашĕн ĕç тăвакан комитечĕн пайташĕ, районти таврапĕлÿçĕсен канашĕн председателĕ, ял Канашĕн депутачĕ. В.В. Николаев ячĕллĕ преми лауреачĕ пулнă май тăватă хутчен «Николаев вулавĕсем» регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ ирттернĕ.
Тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕн чи пысăк çитĕнĕвĕ – шкул ачисемпе тухăçлă ĕçлени. Унăн воспитанникĕсем районпа (17 хутчен) республика (13 хутчен) шайĕнчи наукăпа практика конференцийĕсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсем пулнă. Пĕри этемлĕх тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе 50 çул çитнине халалланă республика шайĕнчи наука проекчĕсен сумлă конкурсĕнче мала тухнă. 2023 çулта вăл ертсе пыракан шкул ачисен команди Майкоп хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери шкул музейĕсен шырав отрячĕсен конкурсĕнче çĕнтернĕ.
Юрий Харитонович çитĕнекен ăрăва кăмăл-сипет воспитанийĕ парас тĕлĕшпе те нумай ĕçлет. Вăл пĕтĕм тĕнчери православи вĕрентекенĕсен «Серафим вĕрентекенĕ» педагогика премийĕн лауреачĕ ята тата В.А. Сухомлинскийĕн «Чĕрене ачасене паратăп» медальне тивĕçнĕ. Çавăн пекех «Вĕрентекенĕн кăмăл-сипет паттăрлăхĕшĕн» Пĕтĕм Раççейри педагогика конкурсĕн республика тапхăрĕнче те пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсем панă Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене шутласа та пĕтереймĕн. Вĕсене пурне те çырас пулсан пĕр статья пулать. Апла пулин те Юрий Харитонович пĕр вырăнта чарăнса тăмасть. Нумай пулмасть вăл «Хушма пĕлÿ памалли методика кейсĕсен панорами» республика фестивалĕн лауреачĕ пулса тăнă – январь уйăхĕн 16-мĕшĕнче ачасене хушма пĕлÿ памалли чи лайăх вĕрентÿ практики республика конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Февраль уйăхĕн 7-мĕшĕнче пирĕн сумлă педагог 65 çул тултарчĕ. Ăслăлăхпа таврапĕлÿçĕ ĕçне парăннă çын çак куна ĕçлĕ лару-тăрура кĕтсе илчĕ – февраль уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Хурамалĕнче «Николаев вулавĕсем» регионсем хушшинчи V наукăпа практика конференцийĕ иртмелле. Апла пулсан ĕçĕ çителĕклех. Эпир вара юбиляра çавра çул ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр тата çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Данил АНДРЕЕВ.
Авăркас районĕ, Чăваш Хурамал ялĕ.

Пысăк чунлă вĕрентекен
Пысăк чунлă вĕрентекен
Пысăк чунлă вĕрентекен
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: