Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Професси çынни
5 Мартӑн , 11:00

Пысăк сас паллинчен çырăнакан этнограф

Хăçан-тăр эпĕ хамăн аттепе, Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче çуралнă Владимир Васильевич Максимовпа, тăван ялăн историне уçса паракан «Краткая история старинного села Кош-Елга» ĕçе çырма пикентĕмĕр.

Пысăк сас паллинчен çырăнакан этнограф
Пысăк сас паллинчен çырăнакан этнограф

Ун чухне 200 çул тултарнă пĕчĕк Тăван кĕтесрен ял пурнăçне хастар хутшăннă кăна мар, çĕршывăн чылай истори пулăмне кĕрсе юлнă çавăн чухлĕ паллă çын тухма пултарни тĕлĕнтерчĕ. Пĕрисем çĕршыва тăшмансенчен хÿтĕленĕ, иккĕмĕшĕсем строительствăра вăй хунă, çĕршыва ура çине тăма пулăшнă, виççĕмĕшсем çĕнĕ наука пĕлĕвĕ туптанă. Çак çынсенчен чылайăшĕ ялтан тухса кайнă паллах, кунта аталанма майсем çуккипе каялла таврăнман та пулĕ. Анчах вĕсенче пĕчĕк Тăван çĕршывăн пайĕ сыхланса юлнă. Сăмахран, паспортра ăçта çуралнине çырни.
Асăннă статьяра сире пирĕн ялта çуралнă, тĕпчевçĕсемпе этнографсен пĕтĕм тĕнчери наука сферинче унăн ятне çÿллĕ шайра тытакан Роза Гавриловна Ляпуновапа (06.12.1928 – 03.12.1992) паллаштарасшăн. Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче вăл 95 çул тултарнă пулĕччĕ.
Роза Гавриловна 1931 çулта Шупашкар хулине куçса кайнă учительсен çемйинче çуралнă. 1946 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Ленинград хулинчи вăрман техникин академине вĕренме кĕнĕ. Анчах çулталăкран, этнограф пулсан Тăван çĕршыва чылайрах усă парассине ăнланса илсен, Ленинградри патшалăх университетне çул тытнă, хĕвел тухăç факультечĕн этнографи уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕ. Асăннă уйрăма хупсан студентсене истори факультетне куçарнă. Ăна Роза Ляпунова 1952 çулта «Этнографи» специальноçпа пĕтернĕ. Аслă шкултан вĕренсе тухсан Çурçĕр Америка халăхĕсен этнографине тĕпчеме пикеннĕ. Çамрăк специалиста Антропологи тата этнографи музейне ĕçе илнĕ. Вăл Америка, Австралипе Океани секторĕн наукăпа техника аслă ĕçченĕн тивĕçне пурнăçланă. Пултаруллă этнограф XVII-XIX ĕмĕрсенчи Аляска историйĕпе тата этнографийĕпе çыхăннă çĕршыв çăлкуçĕсене шыраса тупнă, тĕпченĕ. Алеутпа Аляска утравĕсенче пурăнакан халăхсен культурипе кулленхи пурнăçне тĕпчес тĕллевпе Аляска тата Алеут утравĕсенче пурăннă.
Роза Гавриловна хăйĕн ĕçлĕ пурнăçĕн пуçламăшне аса илсе çапла çырнă: «Чăн малтан мана алеутсен пурлăх культурипе ÿнерĕ илĕртрĕ. Пирвайхи ĕçсем музей валли çеçчĕ. Каярах эпĕ коллекцисене тĕпчессинчен алеутсене тĕпчессине куçрăм: вĕсен историне, культура аталанăвне, мĕнле пулса кайнине. Пирвайхи çулсенче эпĕ Аляска историне тата Америка алеучĕсене çеç тĕпчерĕм».
Ăсчахăн архив докуменчĕсен тĕпчевĕсем вырăс этнографи наукине аталанма пулăшнă. Çапла майпа вăл Вырăс Америка халăхĕсен культурипе этнографи историйĕ енĕпе паллă специалист тата этнограф пулса тăнă. 1970 çулта Роза Ляпунова «Материальная культура алеутов: к проблеме этногенеза» темăпа кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. Диссертаци материалĕсем «Очерки по этнографии алеутов» монографи никĕсне выртнă. 1987 çулта унăн иккĕмĕш монографийĕ «Алеуты: очерки этнической истории» кун çути курнă. Пирĕн ентешĕмĕр алеут утрав халăхĕн этнографине тĕпчекен СССРти пĕртен-пĕр специалист шутланнă. Вăл Америкăри ĕçтешĕсемпе тачă çыхăну тытнă, 1964 çулта Антропологипе этнографи наукисен пĕтĕм тĕнчери конгресĕ пынă вăхăтра паллă америка антропологĕпе Уильям Лафлинпа паллашнă. «Арктика тата Субарктика» секци ларăвĕнче «Морской зверобойный промысел алеутов XVIII-XIX веков (орудия и средства охоты) по материалам коллекций Музея антропологии и этнографии АН СССР» докладпа тухса калаçнă. Роза Гавриловна Вырăс Америкипе çыхăннă пĕрлехи проектсене хутшăннă. Çакă вăл вăхăтра сайра хутра тĕл пулакан пулăм шутланнă. Ăна Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсене Орегонский истори обществи 75 çул тултарнине уявлама йыхравланă. Унта вăл этнографи коллекцийĕ çинчен доклад тунă.
1970-мĕш çулсенче Р.Г. Ляпунова Командор утравĕ çинче пурăнакан алеутсем хушшинче уй-хир тĕпчевĕсем ирттернĕ. Ентешĕмĕр АН СССР Этнографи институчĕн Çурçĕр тата Çĕпĕр халăхĕсен Мускаври секторĕн ертÿçи Илья Гурвич ертсе пыракан «Северные экспедиции» йышне кĕнĕ. Экспедици членĕсем Çĕпĕрпе СССРăн Европа Çурçĕрне çитнĕ, тĕпченĕ.
1981 çулта Роза Гавриловна Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенчи Шерил Самуэль ĕçне сăнаса тăнă. 80-мĕш çулсенче вăл виçĕ хутчен Командор утравне çитсе килнĕ. Унта тахçанах пурăнакансемпе тăтăшах хутшăнăва кĕнĕ. Ляпунова ăсчаха çутă та ырă асаилÿсемпе Вера Терентьевна Тимошенко аса илет. Вĕсен тĕлпулăвĕ 1975 çулта тĕпчевçĕ Беринг утравĕ çине пĕрремĕш хут килнĕ чухне пулса иртнĕ. Ун чухне районти ĕçтăвком мĕн авалтан пурăнакансене – алеутсене – йыхравланă. Шел пулин те, чĕннисем пурте килмен. Çакă Роза Гавриловнана пăшăрхантарнă. Анчах, каярах вăл Никольскийĕнче пурăнакан А.Ф. Паньковапа, П.А. тата С.Д. Березинсемпе, В.М. Кияйкинпа, М.А. Бадаевапа, В.Т. Тимошенкопа, В.Т. Вожиковапа, В.И. Добрынинпа, Ю.С. Ладыгинапа, П.И. Пешковпа тата ытти ватăсемпе тухăçлă ĕçлеме тытăннă. Вĕсем тĕпчевçе алеутсен нумай енлĕ пурнăçĕпе паллаштарнă: кулленхи пурнăçĕн уйрăмлăхĕсемпе, наци кухнин рецепчĕсемпе, фольклорпа, тинĕс промыслипе тата ыттипе те.
1986 çултан пуçласа Роза Гавриловна «Тихоокеанские эскимосы: Историко-этнографические очерки» («Трансформация культуры коренного населения Аляски») монографипе ĕçлеме тытăннă. 1987 çулта «Алеуты Русской Америки: некоторые демографические и этнокультурные аспекты» докладпа «Русская Америка» Пĕтĕм тĕнчери конференцине хутшăннă. 1988 çултанпа Командор алеучĕсен этнографийĕ енĕпе коллективлă монографи валли темиçе пай хатĕрленĕ, вĕсене Владивостокра пичетлеме палăртнă. 1990 çулта Аляскăна командировкăна кайнă. Çак çулхинех «Эскимосыконяги – проблемы изучения материальной культуры» докладпа Фэрбанксра иртнĕ конференцинче тухса калаçнă. 1991 çулта каллех Аляскăна командировкăна тухса кайнă. Командор алеучĕсене этнограф чылай статья тата 2 монографи («Очерки по этнографии алеутов» (1975) тата «Алеуты. Очерки этнической истории», (1987) халалланă. Р.Ляпунован ĕçĕсем Франципе Австринче тата Америкăн Пĕрлешÿллĕ Штачĕсенче пичетленнĕ.
Роза Гавриловна ахаль этнограф çеç пулман. Çурçĕр экспедицийĕн участникĕсем çурçĕр халăхĕсем çине промышленность енĕпе тапăннинчен хÿтĕлеме тăрăшнă. Акă, мĕн çырать çакăн пирки ăсчах: «Утрав çинче шашкă (норка) промышленноçне аталантарас тата халăх йышне ÿстерес тĕллеве пула вырăнти халăхăн интересĕсем иккĕмĕш плана куçрĕç. Халăх ыйтнине, наукăпа çирĕплетсе панă сĕнÿсене шута илсе экономикăна тепĕр хут пăхса тухмалла. Алеут наци пурăнакан районта алеутсен культурине аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрмалла».
Р.Г. Ляпунова истори наукисен докторĕн ăсчах степеньне хÿтĕлессипе диссертацие хатĕрленнĕ. Анчах чĕри тапма чарăннипе çакна пурнăçа кĕртме май килмен. Професси ăсталăхĕ, нумай çул хушши кулленхи пурнăçа тата пурнăç йĕркин уйрăмлăхĕсене, сăмах вĕççĕн çÿрекен халăх сăмахне тĕпчени, архив çăлкуçĕсене пĕлни ăна пысăк авторитет çĕнсе илме май панă. Ентешĕмĕре Санкт-Петербург хулинче пытарнă.
Пирĕн ентеш пурнăçран уйрăлса кайнă хыççăн, икĕ çултан, «Русская Америка: «По личным впечатлениям миссионеров, землепроходцев, моряков, исследователей и других очевидцев» кĕнеке пичетленсе тухнă. Кăларăмăн 373 страницинчен 190-не Роза Гавриловна хатĕрленĕ. Асăннă кĕнеке кун çути курни тĕпчевçе, этнографа, Вырăс Америкине тата алеутсемпе эскимоссене тĕпчессине пурнăçне халалланă историке палăк вырăнне пулса тăнă.
Игорь МАКСИМОВ,
биологи наукисен докторĕ.
Ĕпхÿ хули.

Пысăк сас паллинчен çырăнакан этнограф
Пысăк сас паллинчен çырăнакан этнограф
Пысăк сас паллинчен çырăнакан этнограф
Пысăк сас паллинчен çырăнакан этнограф
Пысăк сас паллинчен çырăнакан этнограф
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: