Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Професси çынни
17 Июлӗн , 12:00

Библиотекарь – пархатарлă ĕç

Библиотека вăл – хăйне майлă кил. Унта сана кĕтеççĕ, канаш параççĕ, хăвна килĕшекен кĕнекене шыраса тупма пулăшаççĕ. Библиотекарьсем кĕнекесене çеç мар, çынсене те юратаççĕ. Вулакансем хăйсем патĕнчен хавхалануллă кăмăлпа кайсассăн чунтан савăнаççĕ, татах килессе шанаççĕ.

Библиотекарь – пархатарлă ĕç
Библиотекарь – пархатарлă ĕç

Ермеккей тăрăхĕнчи Кăратмас ял вулавăшĕнче тĕрлĕ çулсенче Лидия Леоновапа Нина Павлова пĕр-пĕрне улăштарса библиотекарьсем пулса ĕçлерĕç. Иккĕшĕ те ятарлă пĕлÿллĕ специалистсем: хăй вăхăтĕнче Ĕпхÿри библиотека техникумĕнче пĕлÿ пухнă. Лидия Михайловна çак ялтах çуралса ÿснĕ. Мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ. 24 çул вулавăш ĕçченĕ пулса ĕçленĕ. Çак хушăрах вăл темиçе хутчен ялти суйлав комиссийĕн председателĕ те пулнă. 2000 çулта пултаруллă хĕрарăм районти библиотекарьсен конкурсĕнче мала тухнă.
Нина Геннадиевна вара çак ĕçре 10 çула яхăн тăрăшнă. Суккул ялĕнче çуралса çитĕннĕ хĕре техникум хыççăн Кăратмаса ĕçлеме янă. Çак ялтах вăл хăй шăпине те тупать. Кăратмас ял ачине качча тухса çемье çавăрать. Павловсем виçĕ ача çуратса çитĕнтернĕ.
Лидия Михайловна та, Нина Геннадиевна та питĕ тăрăшуллă та пултаруллă, ĕçчен çынсем. Ачаранах кĕнеке вулама юратаканскерсем, çитĕнсен библиотекарь профессине суйласа илесси куç кĕрет пулнă. Вĕсем ĕçленĕ вăхăтра компьютер таврашпа усă курман. Вулавăша çÿрекенсем те питĕ нумайăн пулнă. Унсăр пуçне кÿршĕри Васильевка ялĕнчи вулакансем патне те кĕнекесене хăйсемех çитерсе панă. Хăçан çурран, хăçан çула май машинăпа çÿренĕ. Эрнере пĕрре те пулин, хăш чух ытларах та, сĕтпе çу фермине, машинăпа трактор станцине çитнĕ. Унта ятарлă «Хĕрлĕ кĕтессем» йĕркеленĕ. Кашни ĕçченĕн çитĕнĕвĕсем çинчен стена хаçачĕ (Боевой листоксем) кăларнă. Ака-суха вăхăтĕнче агитбригадăсемпе трактористсемпе комбайнерсене хире çитсех концертсем кăтартнă. Комбайнерсен кашни пин центнер тырă çапса илнине палăртса комбайнĕ çине хĕрлĕ çăлтăрсем ÿкернĕ. Ку хушма ĕçсене тÿлевсĕрех туса пынă. Унсăр пуçне субботниксене, воскресниксене çÿренĕ. Халăх çыравĕпе ялти халăхăн выльăхĕсене шута илесси те вĕсен вăйĕпех пурнăçланнă. Ытти бюджет ĕçченĕсем пекех кашни çул колхозра пĕрер гектар кăшман çитĕнтерсе панă. Çапла кашни минута ĕçре ирттернĕ. Килти хуçалăхри ĕçсене те туса ĕлкернĕ.
Хальхи вăхăтра вулавăша Светлана Филиппова ертсе пырать. Вăл та питĕ пултаруллă та ĕçчен пулнине палăртмалла, халăхпа тĕрлĕ мероприятисем ирттерет, ачасемпе те сахал мар ĕç илсе пырать, тĕрлĕ выставкăсем йĕркелет, ял, вулавăш йĕри-тавра тирпей-илем кĕртес ĕçе те хутшăнать.
Виççĕшне те ырă сăмахсем каласа тав тумалли çеç юлать. Библиотекарь – пархатарлă ĕç.
Зоя КОЛЕСНИКОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Ермеккей районĕ,
Кăратмас ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: