Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Професси çынни
30 Июлӗн , 12:35

Педагогика анинче çур ĕмĕре яхăн

Ĕлĕкрех шкултан вĕренсе тухакансен тĕп экзаменсен шутне «математика», «вырăс чĕлхи» предмечĕсемпе пĕр танах «тăван чĕлхе» те кĕретчĕ. Халĕ тăван чĕлхе предметне çав шутран кăларнă. Паллах, çак пулăм çитĕнекен ăрăва тăван чĕлхе çине урăхларах куçпа пăхма хистет, унăн сумне те ÿстермест.

Педагогика анинче çур ĕмĕре яхăн
Педагогика анинче çур ĕмĕре яхăн

Çуралнă кунранах амăш чĕлхине илтсе ÿсекен ачасем те сахал. Шкула килекеннисем те вырăсла пÿплеççĕ. Лару-тăру çăмăл мар пулин те республикăри чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем алă усмаççĕ, хăйсенчен килнине тума тăрăшаççĕ. Чуна парса вăй хуни хăй çимĕçне паратех. Сăмахран, кăçал Пушкăртстанра (сахалăн пулсан та) пĕтĕмĕшле патшалăх экзаменĕнче (ОГЭ) хăйсен ирĕкĕпе чăваш чĕлхипе экзамен паракансем те пулнă. Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл шкулĕнчен – пиллĕкĕн, Йăмранран – иккĕн. Экзамен тытма кăмăл тунисен шутĕнче Пишпÿлекпе Авăркас тăрăхĕнчи ачасем те пур. Вĕренекенсенчен нумайăшĕ тест ыйтăвĕсем çине хуравласа, сочинени çырса «пиллĕк» паллăлăх экзамен тытнă. Кăтартусем савăнтараççĕ. Ачасем маттур. Вĕсен вĕрентекенĕсене вара уйрăм тав сăмахĕ каламалла.
Хаçатăн паянхи номерĕнчен пуçласа республикăри шкулсенче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсемпе паллаштарасшăн. Çакă питĕ тĕрĕс тесе шутлатпăр. Вĕсен пархатарлă ĕçĕсем пирки пирĕн кашниех пĕлмелле.
Татьяна Николаевна Козлова педагогика анинче вăй хума пуçлани 43 çул. Вăл Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнче çуралнă. Вырăнти шкула пĕтерсен Пелепейри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ, 1980 çулта вĕренĕве ăнăçлă вĕçлесе «Пуçламăш классен вĕрентекенĕ» специальноçа алла илнĕ. 1982 çултан тăван шкулĕнче ĕçлеме пуçланă, рисовани тата физкультура, тăван чĕлхепе литература предмечĕсене вĕрентнĕ.
1982-1988 çулсенче Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультетĕнче вĕреннĕ, «филолог, тăван чĕлхепе литература учителĕ» специальноçа алла илнĕ. Пуçаруллă вĕрентекен «Çамрăк корреспондент» кружок ертсе пынă. Вĕрентÿ, тăван тавралăх тата ытти темăсемпе материалсем çырать, вĕсем хаçат-журналсенче кун çути кураççĕ. 1995 çулта ăна директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕн должноçне çирĕплетнĕ. Каярахпа вĕрентÿпе воспитани завучĕ пулса ĕçленĕ. 2013 çултанпа паянхи кунччен шкул заведующийĕ пулса вăй хурать.
Татьяна Николаевна педагогсене çĕнĕ технологисене алла илме пулăшать. Районпа республика семинарĕсенче уçă уроксем ирттерет. Вăл – районти чăваш чĕлхипе литературин методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи. Ĕçтешĕсене чи лайăх ĕç опычĕсемпе паллаштарса вĕрентÿ ĕçĕн пахалăхне ÿстерессишĕн тăрăшать.
Татьяна Николаевнăна ПР Вĕрентÿ министерствин Хисеп хучĕпе наградăланă, вăл «Раççейри чи лайăх вĕрентекен» Грант илнĕ, «ПР вĕрентÿ ĕç отличникĕ», «РФ Пĕтĕмĕшле вĕрентÿ ĕç отличникĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Пĕр хутчен çеç мар пысăк опытлă вĕрентекене Тав çырăвĕсемпе чысланă.
– Пирĕн шкулта ачасем тăван чĕлхене юратса вĕренеççĕ. Чăвашла таса калаçакан ачасем те пур. Вĕренекенсем хаваспах тĕрлĕ конкурссене, «Чĕвĕлти чĕкеç» олимпиадăна хутшăнаççĕ. Тÿлевлĕ пулсан та укçа шеллесе тăмаççĕ. Ялта пурăнакан таджик, узбек, тутар ачисем те чăваш урокĕсене çÿреççĕ, вăхăт иртнĕçемĕн аванах чăвашла калаçма, çырма вĕренеççĕ. Ĕлĕкрех пирĕн драма кружокĕ те ĕçлетчĕ. Халĕ сехетсен шучĕ сахаллипе планпа палăртнине пурнăçа кĕртме йывăртарах, – тет Татьяна Николаевна хăйĕн ĕçĕпе паллаштарнă май.
Надежда РОДИОНОВА.
Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: