Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Професси çынни
30 Июлӗн , 10:40

Виçĕ çиччĕ телей кÿрет

Александр тата Светлана Петровсем, Пелепей районĕнчи Максим Горький ялĕнчи «777» тата Пахарь ялĕнчи «Нива» лавккасен хуçисем, суту-илÿ ĕç-хĕлне 2001 çулта пуçланă. Ял хуҫалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн вĕсем вунă çула яхăн выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре ĕçленĕ.

Виçĕ çиччĕ телей кÿрет
Виçĕ çиччĕ телей кÿрет

– Малтан эпир ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлекен заводăн тĕп ялĕн, çавăн пекех ытти ялсен урамĕсенче апат-çимĕç таварĕсене сутаттăмăр. Унтан Максим Горький ячĕллĕ ЦУПра пысăк мар киоск уçрăмăр, 2005 çулта кунта лавкка хăпартрăмăр. Суту-илÿ вырăнĕн ятне шыранă май телей кÿрекен виçĕ çиччĕ çинче чарăнтăмăр, – каласа парать Светлана Дмитриевна.
Эпир «777» лавккана 11 сехет тĕлне килсе çитрĕмĕр. Суту-илÿ залĕнче халăх йышлăччĕ.
– Кашни кун тенĕ пек хулана ĕçпе çÿретĕп, анчах апат-çимĕçе ытларах кунта туянатăп. Кунти таварсем тин пиçнĕ, çитĕннĕ, татнă евĕр. Хакĕпе те йÿнерех, пирĕн усламçăсем хаксене сăлтавсăр ÿстермеççĕ, – терĕ çамрăк хĕрарăм.
Лавкка хуçисенчен тавар ассортиментне мĕнле майпа суйласа илнине ыйтса пĕлтĕмĕр. Мĕншĕн тесен вăл супермаркет мар, сентресем çине темиçе тĕрлĕ кăлпассипе сыр кăларса хума май çук. Пире çакна ăнлантарса пачĕç: суту-илÿ валли тавар суйланă чух халăха мĕн кирлине тата унăн тупăшне шута илеççĕ иккен. Сăмахран, лавккара Петровсен хăйсен йăли пур – Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕнче аслă ăрури тавар туянакансене парне туса чей параççĕ.
Ялсенчи усламçăсем суту-илÿ ĕçне илсе пынă чух паянхи технологисемпе тухăçлă усă кураççĕ. Тавар туянакансемшĕн меллĕ пултăр тесе Светлана Дмитриевна социаллă сетьре ушкăн йĕркеленĕ. Унта вăл çĕнĕ таварсем илсе килни çинчен пĕлтерсе тăрать. Ял çыннисем те çавăнтах апат-çимĕç е промышленность таварĕсем ыйтса заказ хăвараççĕ. Ăшă сезонра строительство материалĕсем ытларах сутăнаççĕ. Çуркунне вара халăх пахча çимĕç вăрлăхĕсем тата декоративлă ÿсен-тăрансем туянма васкать. Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ умĕн шкул хатĕр-хĕтĕрĕсемпе тумтир ыйтăвĕ çивĕч тăрать.
– Таварсене кивçен те паратпăр. Ытти ял лавккисенчи пекех çак тĕллев валли ятарлă тетрадь пур. Эпир яланах тавар туянакансене шанатпăр. Мĕншĕн тесен ялта пурăнатпăр, пĕр-пĕрне лайăх пĕлетпĕр, – тет Александр Владимирович. – Пирĕн сутуçăсем Олеся Буреева, Наталья Пензина, Алина Галиева («777» лавка), Гульсина Хасанова («Нива») халăх мĕн ыйтнине лайăх пĕлеççĕ, çынсемпе хăйсене сăпайлă тытаççĕ. «Флагман» ОООра Евгений Котов тата Нина Гареева опытлă бухгалтерсем ĕçлеççĕ.
Усламçăсем унчченхи пек хăйсем тавар хыççăн çÿремеççĕ: çак ĕçе таварпа тивĕçтерекенсем ăнăçлă пурнăçлаççĕ. Анчах çулсем иртнĕçемĕн пĕр-пĕр тавар сутма, отчет тума пулăшакан компьютер программисене туянассипе çыхăннă тăкаксем ÿсеççĕ, ĕçсем хушăнаççĕ. Петровсен шучĕпе паянхи кун çивĕч тăракан ыйтусенчен пĕри вăл тивĕçлĕ кадрсене шыраса тупассипе çыхăннă. Ял тăрăхĕсенче ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри халăх пур, анчах çынсем ĕçлесшĕн мар.
– Темиçе çул каялла эпир ялта пекарня уçрăмăр. Хамăр районта тата кÿршĕ тăрăхсенче пурăнакансем унта пĕçернĕ тутлă çăкăра, кукăльсене хаваспах туянатчĕç. Анчах ĕçлекенсем çуккипе кăçал ăна хупма тиврĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра та çитрĕмĕр, çапах та çăкăр пĕçерме кăмăл тăвакансене шыраса тупаймарăмăр. Тивĕçлĕ ĕç укçи, хваттер тара илессипе çыхăннă тăкаксене те саплаштарма сĕнтĕмĕр, – пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Светлана Петрова.
Яваплă усламçăсем пĕчĕк Тăван çĕршывне май пур таран пулăшаççĕ. Ял хутлăхĕнче иртекен мероприятисен спонсорĕсем шутланаççĕ. Унсăр пуçне сусăр тата аслă ÿсĕмри граждансене стационарлă социаллă пулăшу паракан уйрăма та тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Светлана тата Александр Петровсем суту-илÿ ĕçне илсе пынă май, обществăра çирĕпленнĕ кăмăл-сипет нормисене пăхăнасси пĕлтерĕшлĕ пулнине лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа вĕсем пирки «Петровсем кирек мĕнле хакпа та тупăш тăваççĕ» тесе каласа пулмасть.
Римма СУЛТАНОВА.
Пелепей районĕ.

Виçĕ çиччĕ телей кÿрет
Виçĕ çиччĕ телей кÿрет
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: