Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче çырăнтару ĕçĕпе Çтерлĕпуç районĕнчи Тетĕрпуç ялне çитсе килтĕмĕр. Хаçат-журнал çырăнакансене ялта почтальонсем çукки, хăй вăхăтĕнче шкул директорĕ пулса ĕçленĕ Вячеслав Спиридонова ялти шкул хупăнни пăшăрхантарать, Альбина Сементеева салтак амăшĕ ятарлă çар операцийĕ вĕçленессине, ывăлĕ ырă-сывă таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтет, пĕччен пурăнакан ватăсем социаллă ĕçчен çуккипе тарăхаççĕ.
Ватă çынсем патĕнче пулнă май вĕсен сĕтеллисем çинче художествăлла литература кĕнекисем выртни куçа лекрĕ. «Кĕнекесене пире Раиса библиотекарь илсе килет, хамăр тухса çÿрейместпĕр», – терĕç вĕсем.
Тетĕрпуç ялĕн библиотекинче Раиса Иванова виççĕмĕш çул ĕçлет. Раиса Ильинична 1961 çулхи январь уйăхĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Вырăнти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Çтерлĕ хулинчи техника училищинче токарь профессине алла илнĕ. Çамрăк специалиста направленипе Саратов облаçĕнчи Энгельс хулинчи «Химволокно» завода ĕçлеме янă.
– Пире Энгельс хулинче общежитире пысăк та çутă пÿлĕмсене вырнаçтарчĕç. Заводра токарь, шлифовщица пулса ĕçлеме пуçларăм. Виçĕ çул çакăнта тăрăшрăм. Ĕç питĕ килĕшетчĕ. Малалла аталанас, аслă пĕлÿ илес тесе Саратов хулинчи политехника институтне вĕренме кĕтĕм. Пĕр класра вĕреннĕ Сергейпе, вăл çар хĕсметĕнче пулнă чух, пĕр-пĕрин патне çыру çÿрететтĕмĕр, - аса илет çамрăк вăхăтсене Раиса.
Сергей Николаевич çемье çавăрсан Раисăн пурнăçĕ хăй каланă тăрăх 180 градуса çаврăнса ларнă. Çамрăк мăшăр ялта тĕпленме шутланă. Раиса Ильинична пĕр вăхăт колхозра тăрăшнă. Унтан Çтерлĕри педагогика институтне куçăн мар мелпе вĕренме кĕнĕ. Алла кĕçĕн классен вĕрентекенĕ специальноçа илсен шкула ĕçлеме вырнаçнă. Вырăнти пĕлÿ çуртĕнче 30 çула яхăн тăрăшнă.
– Шкула хупсан Çтерлĕпуç район центрĕнчи шкула ĕçлеме куçрăм. Мăшăр ăнсăртран пурнăçран уйрăлнипе хуçалăха пĕччен тытса пыма йывăр пулчĕ, çавна пула шкул ĕçне пăрахма тиврĕ. Стажпа пенсие тухни те çак ĕçе тума хистерĕ. Çывăхарах ĕç шырама пуçларăм. Пĕр вăхăт страхлав агенчĕ пулса тăрăшрăм. Малтан библиотекарь пулса ĕçленĕ Валентина Ивановна хулана куçса кайсан вулавăш 1-2 çул хупă тăчĕ. Ялта Раççей халăхĕсен культурипе çыхăннă уяв ирттернипе библиотекăна уçмалла турĕç. Çапла майпа библиотекăна ĕçлеме вырнаçрăм, – каласа парать Раиса Иванова хăй çак ĕçе епле лекни çинчен.
Раиса Иванова тĕрлĕ сферăра ĕçлесе курнă. Апла пулсан та хăй алла илнĕ профессисем пирки «мана ку ĕç те питĕ килĕшетчĕ» тет. Тĕрлĕ ĕçе хăнăхасси, ăна чунтан парăнса ĕçлесси вара вăл пурне те парăнмасть çав. Раиса Ильинична библиотекăра икĕ çул çурă ĕçлет пулсан та унта пĕчĕк музей йĕркеленĕ, юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, экспонатсене çуса тасатнă, тирпей-илем кĕртнĕ. Шкулти вĕрентекенсене асра хăварас тесе вĕсен кун-çулне, çитĕнĕвĕсене, наградисене сăнарлакан альбом хатĕрленĕ, интернетра презентаци лартнă. Вăрçă ветеранĕсем çинчен «Книга памяти» кĕнеке валли сведенисем пуçтарнă. Мероприятисене ытларах ача садĕнчи ачасемпе, ял çыннисемпе ирттерет.
– Районти тĕп библиотекăри ĕçтешсем Рабига Надыршина директор, Эльвира Нигматуллина тата Зульфия Файзуллина методистсем хăйсен йышне кăмăллăн йышăнчĕç. Ĕçлеме пуçласанах ăсăннă çынсене тахçанах пĕлнĕ пекех туйрăм. Кирлĕ чух вĕсем мана пулăшса, вĕрентсе пычĕç, халĕ те ыйтусене татса пама пулăшаççĕ – тав туса калать ĕçтешĕсем пирки Раиса Иванова.
Раиса Ильинична вулавăшри кĕнекесене ватăсем патне çитерни питĕ лайăх пуçару. Вăл пĕр енчен вулакансен шутне ÿстерет. Тепĕр енчен ватăсемшĕн те усăллă ĕç тăвать. Кĕнеке вулани аслă ăрури çынсен ăс-тăнне лайăхлатать, ырă эмоцисем илме, шухăшлама пулăшать. Художествăлла кĕнекесене вулани ватăсен шухăш-кăмăлне, тимлĕхне ĕçлеттерет. Нумай çул уçăмлă ăспа, логикăллă шухăшпа пурăнма май парать. Урăхла каласан вулани деменци чирне сирет.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Çтерлĕпуç районĕ, Тетĕрпуç ялĕ.