Авăркас тăрăхĕнчи Çĕньял ялĕнчи шкул директорĕ, вырăс чěлхипе литература, историпе обществознани тата чăваш чĕлхипе литература предмечěсене илсе пыракан Николай Глухов районта кăна мар, республика шайĕнче те тухăçлă ĕçлекен вĕрентекенсенчен пĕри шутланать. Треппел ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Михайлович 2002 çулта Çтерлĕри патшалăх педагогика институтĕнче «Вырăс чĕлхипе литература, чăваш чĕлхипе литература учителĕ» специальноçа алла илнĕ. Аслă шкул пĕтернĕ хыççăн чăваш каччи тăван ялне таврăннă, вырăнти пĕлÿ çуртне чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçе вырнаçнă. Çав вăхăта Николай Глухов ĔНТУн Çтерлĕри филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк факультетĕнче вăй хуракан филологи ăслăлăхĕн кандидатне Лариса Коротаевана панă интервьюра çапларах аса илнĕ:
– Институт пĕтернĕ хыççăн урăх профессипе те ĕçлеме май пурччĕ: таçта та чĕнчĕç, анчах эпĕ учитель ĕçне суйласа илтĕм. Вĕрентекен ĕçĕ – пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Çакна халăхра çÿрекен пĕр халап та çирĕплетсе парать. Çĕр çинче пĕрремĕш учитель çуралсан унăн сăпки патне виçĕ пирĕшти вĕçсе аннă тет. «Эсĕ пулăн чи ăсли, – тенĕ пĕрремĕшĕ, – мĕншĕн тесен пурнăç тăршшĕпе çынсене вĕрентĕн». «Эсĕ чи илемли пулăн, – тенĕ иккĕмĕш, – мĕншĕн тесен санăн пурнăçу çамрăклăхпа илемлĕх хушшинче иртĕ». «Эсĕ пулăн чи телейли», – тенĕ виççĕмĕшĕ, – мĕншĕн тесен çынсене телейлĕ тăвасси те пĕлÿ парасси вăл – пысăк савăнăç». Ман шутпа, ку питех те тĕрĕс каланă сăмахсем.
Çивĕч ăс-тăнлă çамрăк вĕрентекене районта часах асăрханă. 2006 çулта ăна Мустафино ялĕнчи шкул директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлама куçарнă. Çулталăк ĕçленĕ хыççăн Николай Михайлович тăван шкула таврăннă, кунта та директор пуканне йышăннă. Çак должноçра вăл 2015 çулччен ĕçленĕ. Часах пуян опытлă, пысăк пĕлÿллĕ чăваш арне Çĕньял ялĕнчи шкул ертÿçи пулма шаннă. Н.М. Глухов паянхи кун та асăннă пĕлÿ çуртĕнче вăй хурать.
Николай Михайлович мĕн пĕлнипе çырлахмасть, пĕр вырăнта тăмасть, хăйĕн пĕлĕвне анлăлатсах пырать. 2012 çулта вăл ППУн Çтерлĕ филиалĕнче «Истори, обществознани тата право учителĕ» специальноçа алла илнĕ, 2014 çулта Пушкăрт патшалăх университетĕнче «Вĕренÿри менеджмент» программăпа пĕлÿ туяннă. 2011 çултанпа Пушкăртстан Республикинчи вĕрентÿ сферинчи Тĕрĕслев тата надзор управленийĕн эксперчĕ шутланать.
Н.М. Глухов чăваш чĕлхи учителĕ пулса ĕçленĕ май ачасене тăван чĕлхене ытти предметсен шайне хума, хисеплеме вĕрентет. Педагог кашни вĕренекен аталанăвне тимлĕн сăнать‚ пултаруллă ачасене тупса палăртать‚ вĕсене тăрăшуллă пулма тата харпăр хăй тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарать. Унăн вĕренекенĕсем пĕлес туртăмпа уйрăлса тăраççĕ‚ хаваспах уроксене çÿреççĕ. Кирек хăш вĕрентекенĕн те ĕç кăтартăвĕсем ачисен çитĕнĕвĕнче курăнать. Николай Михайловичăн вара мăнаçланмалли чылай. Унăн вĕренекенĕсем – район тата республика шайĕнче‚ регионсем хушшинче иртекен чăваш чĕлхипе литература олимпиадисен‚ тĕрлĕ конкурс призерĕсем. Унсăр пуçне вĕсем шкул сакки хыççăн ĔНТУн Çтерлĕри филиалĕнчи чăваш уйрăмне вĕренме кĕреççĕ.
– Ачасене шкулта яланах аçăр-аннěре юрататăр, хисеплетěр пулсан тăван чěлхене те юратăр тетěп. Мăн асаттесем ăна упраса, пуянлатса пынă, çухаласран сыхланă. Енчен те эпир ăна пěтерсе хурсан вěсем пире каçармěç, тетěп. Нумайрах чăвашла çырнă кěнеке, хаçат-журнал вулама сěнетěп, чăваш юрри-кěввипе кăсăкланма тата чăваш наци телевиденин передачисене пăхма чěнсе калатăп, – тет пултаруллă вĕрентекен тăван чĕлхе пирки сăмах хускатнă май.
Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕрен, темăсене кашнин патне çитерме тăрăшнăран вĕренекенсем Николай Михайловича хисеплеççĕ, юратаççĕ. Çирĕп ыйтакан, хăйĕн ĕçне тÿрĕ чунпа пурнăçлакан вĕрентекене ĕçтешĕсем те, ачасен ашшĕ-амăшĕсем те сума сăваççĕ.
Николай Михайлович, пĕлÿ çурчĕн сукмакне тата та нумай çул хушши такăрлатмалла пултăр, ачасен çитĕнĕвĕсем вара хавхалану кÿччĕр.
Паянхи номерте сире Н.М. Глуховăн вĕренекенĕсен ĕçĕсемпе паллаштаратпăр. Вĕсенчен пĕри «Çамрăк журналист» конкурса хутшăннă.
Ирида НОВИКОВА.
Авăркас районĕ.