Пур хыпар та
Професси çынни
29 Августӑн 2025, 10:00

«Учителĕн хăйĕн те пĕр чарăнми вĕренмелле»

Алина Владимировна эпĕ кĕçĕн классенче вĕреннĕ чух практика иртме шкула килнĕччĕ. Эпир, ачасем, шкула практикантсем килсен питĕ савăнаттăмăр. Мĕншĕн тесен вĕсем яланах вĕрентÿ процесне çĕнĕлĕх илсе килетчĕç, кашни урока тĕплĕн хатĕрленетчĕç, кăтарту пособийĕсемпе усă куратчĕç, кăмăллăн калаçатчĕç, пире пачах та вăрçмастчĕç.

«Учителĕн хăйĕн те пĕр чарăнми вĕренмелле»
«Учителĕн хăйĕн те пĕр чарăнми вĕренмелле»

Пилĕкĕ таран вăрăм çÿçлĕ, йăрăс пÿллĕ, йăл кулăллă илемлĕ учитель çине куçа илмесĕр пăхаттăмăр, кашни хусканăвне сăнаттăмăр. Çак вăхăтранпа 38 çул иртрĕ, анчах та ача чухнехи пĕрремĕш тĕлпулу, çутă самант асра халиччен те упранать.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн Ермеккей районĕнчи Янăшма шкулĕнче вырăс чĕлхипе литература урокĕсене вĕрентекен Алина Павлова аслă категориллĕ учительпе тĕл пултăмăр.
– Алина Владимировна, хăвăрпа кăштах паллаштарăр-ха. Ăçта çуралнă, вĕреннĕ? Ĕç стажĕ миçе çул?
– Эпĕ Ермеккей тăрăхĕнчи Янăшма ялĕнче 1967 çулхи май уйăхĕн 18-мĕшĕнче çемьере тăваттăмĕш хĕр пулса çуралнă. Вырăнти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Пелепейри педагогика училищинче, Ĕпхÿри Пушкăрт патшалăх педагогика институтĕнче пĕлÿ пухрăм . 1987 çултанпа тăван ялти шкулта ĕçлетĕп, вырăс чĕлхипе литература урокĕсене илсе пыратăп.
– Вĕрентекен профессине суйласа илме сире мĕн хистерĕ?
– Пĕчĕк чух тантăшсемпе шкулла выляма юрататтăмăр. Черетпе учитель пулаттăмăр. Пĕрремĕш учителĕн ырă тĕслĕхĕ те, Валентинăпа Елена аппасем вĕрентекен ĕçне суйласа илни те витĕм кÿчĕ пулĕ.
– Хăвăр вĕрентнĕ ачасенчен кама палăртнă пулăттăр. Шкултан тухса кайнисем сирĕнпе çыхăну тытаççĕ-и?
– Паллах, шкул ачисем пурте пĕр пек мар. Хам вĕрентнĕ ачасене пурне те ас тăватăп. Сăпайлисемпе пултаруллисен, тимлĕ те тăрăшуллисен хушшинче Алена Лазаревапа Алена Никитинана, Лена Тарасовапа Ирина Никитинана, Василий Никитинпа Кристина Григорьевана, Полинăпа Светлана Петровасене, Наталья Федоровапа Арина Тихонована тата ыттисене палăртнă пулăттăм. Чылайăшĕнпе çыхăну тытатăп. Халĕ пĕр-пĕринпе калаçма çăмăл, социаллă сеть, мессенджерсем урлă çыхăнса пулать.
– Хăвăрăн пĕрремĕш вĕрентекенĕре астăватăр-и?
– Манăн пĕрремĕш учитель – Валентина Васильевна Иванова. Вăл маншăн тĕслĕх пулнă. Валентина Васильевна çемçе кăмăллăччĕ, лăпкă калаçатчĕ, çав вăхăтрах пиртен çирĕп ыйтатчĕ. Таса та тирпейлĕ тумтирĕ ялан хăйне килĕшсе тăратчĕ.
– Вĕрентÿ ĕçĕнче чи йывăрри мĕнре?
– Хальхи вăхăтра ачасем килте кĕнекесем вуламанни тарăхтарать. Урок вăхăтĕнче произведенисене пĕтĕмпе вуласа тухма май çук. Килте тата каникулсенче вулама хушатăп. Паллах, пурте вуламаççĕ. Çавна пула произведение тишкерме хĕн, вĕренекенсем ыйтусем çине хурав та тĕрĕс параймаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ çакна тĕрĕслесе тăрсан аван пулĕччĕ.
– Юлашки çулсенчи хăвăр тата вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем çинчен каласа параймăр-ши?
– Иртнĕ çул вырăс чĕлхипе тата литературипе иртнĕ олимпиадăра Дарина Федорова, Лейла Биктимирова тата Ксения Тимофеева лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕç. Раççей шайĕнчи «Без срока давности» сочиненисен конкурсĕнче (кашни çул иртет) ултă ача 2-3 вырăнсем йышăнчĕç. Ытти ачасем те онлайн-олимпиадăсене, «Русский медвежонок» вăйă-конкурса хутшăнса Дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç. Ачасен çитĕнĕвĕсем ĕçре хавхалантараççĕ, малалла ĕçлес кăмăла хăпартаççĕ.
– Ĕçри çитĕнÿсене кура эсир наградăсене те тивĕçнĕ пулĕ-ха?
– ПР Вĕрентÿпе наука министерствин, Ермеккей районĕнчи вĕрентÿ уйрăмĕн, Ермеккей район администрацин Хисеп хучĕсем пур.
– Вĕрентекенĕн тĕп тĕллевĕ мĕнре-ши?
– Вĕрентекенĕн тĕп тĕллевĕ – ачасен пĕлÿ никĕсне хывассинче, Тăван çĕршыва юратакан, аталантаракан, çĕклекен, хÿтĕлекен ăрăва çитĕнтерессинче. Вĕренекенсене аслă çынсене хисеплеме, сумлама, тĕрлĕ халăх çыннисемпе туслă пурăнма вĕрентессинче.
– Хальхи вĕрентекенĕн мĕнле пулмалла?
– Вĕрентекенĕн хăйĕн те пĕр чарăнми вĕренмелле, наукăпа техника аталанăвĕнчен, çĕнĕлĕхсенчен юлмалла мар, çĕнĕ мел-меслетсемпе усă курмалла. Интернет тапхăрĕ пире, вĕрентекенсене, вăхăтпа пĕр тан утма хистет-çке.
– Тавтапуç, Алина Владимировна, ыйтусене хуравланăшăн. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа сире, вăл тухăçлă та пĕлтерĕшлĕ пултăр, хавхалану парнелетĕр.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Ермеккей районĕ,
Янăшма ялĕ.

«Учителĕн хăйĕн те пĕр чарăнми вĕренмелле»
«Учителĕн хăйĕн те пĕр чарăнми вĕренмелле»
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас