Пур хыпар та
Професси çынни
6 Сентябрӗн 2025, 09:00

«Чи пĕлтерĕшли - çынсене савăнăç парнелеме май пурри»

Пирĕн редакци хăни – театр актриси, юрăçă, илемлĕ сăмах ăсти, фольклорист, Чăваш Республикин халăх артистки, Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ артистки, Чăваш Республикинчи Театр деятелĕсен пĕрлĕхĕн правлени пайташĕ, Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕ, Пишпÿлек районĕн хисеплĕ гражданинĕ Елена Хорькова – хăй чун ăшшине, пултарулăх вăй-хăватне пархатарлăн валеçет.

«Чи пĕлтерĕшли - çынсене савăнăç парнелеме май пурри»
«Чи пĕлтерĕшли - çынсене савăнăç парнелеме май пурри»

Пирĕн ентешĕн, Елена Владимировна Хорькован (Шурту) ячĕ çутă çăлтăр евĕр тăван республикăн тÿпи çинче çеç мар ялкăшать. Вăл 17 çулта Чăваш патшалăх пукане театрĕнче ĕçлеме пуçланă, куракансене 40 çул ытла хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать. Çавăн пекех Елена Владимировна 20 çул ытла Пушкăртстан чăвашĕсен юррисене шăрантаракан солистка та. Темĕн чухлĕ наградăпа палăртнă пултарулăхне халăх кăмăлласа йышăнать, сцена çинче вара хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Артистка тăван районпа тата унăн çыннисемпе тачă çыхăну тытать, хăйĕн тымарĕсене манса каймасть.
- Елена Владимировна, эсир хисеплĕ ятсемпе наградăсене сахал мар тивĕçни культурăна аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнине çирĕплетет. Каласа парăр-ха, пукане театрне епле килсе тухрăр. Çак искусство тĕсĕнче сире мĕн килĕшрĕ?
- Эпĕ пукане театрĕн артистки пулас тесе ĕмĕтленмен те. Артистка пуласшăнччĕ, анчах мĕнле артистка пуласси пирки хам та пĕлмен. Вăл вăхăтра çак професси пирки нимĕн те ăнланман, интернет çук, аттепе анне колхоз ĕçченĕсем. Эпĕ юрлама юрататтăмччĕ. Шкулта, клубра, сăлтавпа тата сăлтавсăр, пĕрмай юрлаттăм. Пĕррехинче пирĕн Пăслăк ялне Чăваш Енрен гастрольпе артистсен ушкăнĕ килнĕччĕ. Эпĕ вĕсем патне пырса «Манăн та артист пулас килет» теме хăюлăх çитертĕм. Вĕсем мана юрласа пама ыйтрĕç. Эпĕ юрласа ятăм. Артистсем йăл кулса илчĕç те: «Шкултан вĕренсе тухса аттестат ил те тÿрех пирĕн пата, Шупашкара, кил», - терĕç. Çапла пуçланчĕ манăн пукане театрне каймалли пурнăç тăршшĕ çул. Ун хыççăн хамăншăн чăн-чăн ăсталăх шкулĕ пулса тăнă Ярославль хулинчи театр институтне пĕтертĕм.
- Сирĕн пултарулăх биографийĕ тĕрлĕ пулăмсемпе тата çитĕнÿсемпе пуян. Хăвăр профессире сирĕншĕн чи хакли мĕн шутланать?
- Манăн пултарулăх биографийĕнче 100 ытла тĕрлĕ роль. Маншăн чи хакли - çынсене савăнăç парнелеме май пурри. Кунта чĕререн калани, туйăмсене кăтартса пама пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Тĕрлĕ рольсене выляса пĕрмаях аталанатăн, çĕнĕ майсем шыратăн. Лартнă спектакльсем куракансен чĕрисене пырса тивнине курсассăн хам ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пуррине куратăп. Тата çакна та калас килет: чăваш халăх йăли-йĕркипе культурине упраса, çитĕнекен ăрăва парса хăварма тăрăшас пулать. Юрă вăл – халăх чунĕ. Çак чун пурăннипе юрланишĕн хама яваплă туятăп. Кăмăла каякан тарăн шухăшлă сăвăсем вулама юрататăп.
- Елена Владимировна, часах, сентябрь уйăхĕн 21,22,23-мĕшĕсенче Ĕпхÿ хула çыннисемпе республикăра пурăнакансем РФ Культура министерствин «Пысăк гастрольсем» Пĕтĕм Раççейри гастроль витĕмĕпе Чăваш патшалăх пукане театрĕн пултарулăхĕпе паллашĕç. Сире виçĕ тĕрлĕ постановкăра, «Король Лир» классикăлла трагедире, «Жди меня» иммерсивлă программăра тата «Сказка о Ежике, волшебном лесе и кое о чем» спектакльте, курма пултарĕç.
- Чăваш патшалăх пукане театрĕн «Король Лир» спектаклĕ 2022-2023 çулсенчи сезон пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх «Ылтăн маска» Раççей Наци театр премийĕн лауреачĕ пулса тăчĕ. Пĕррехинче акăлчансем ыйтăм ирттернĕ: Шекспирăн пьесисем пĕтĕмпех çухалса пĕтнĕ, пĕри çеç тăрса юлнă пулсассăн, эсир хăшне хăварнă пулăттăр? Ыйтăма хутшăннисенчен нумайăшĕ «Король Лира» хăвармалла тенĕ. «Король Лир» вăл – тĕнче драматургийĕн тÿпи. Спектаклĕн режиссерĕ – РФ тава тивĕçлĕ искусство деятелĕ Борис Наминович Манджиев. Тавах режиссера – эпĕ патшан аслă хĕрĕн рольне вылятăп. «Жди меня» - ятарлă çар операцине хутшăнакансен амăшĕсемпе мăшăрĕсем, аппăшĕ-йăмăкĕсем валли хатĕрленĕ иммерсивлă (куракана пулса иртекен ĕç-пуçа çавӑрса кĕртет) программа. Унта икĕ вăрçă историне – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тата ятарлă çар операцийĕ – сăнласа панă. Иммерсивлă спектакльте куракансем пăшăрханнине, мĕн курни-илтнине, хак панине сцена çинче кăтартса параççĕ. «Сказка о Ежике, волшебном лесе и кое о чем» - ачасем валли хатĕрленĕ спектакль. Икĕ спектакль авторĕ те çамрăк та малашлăхлă режиссер Денис Андронов. Хам çак спектакльсенче пурришĕн Денис Олеговича тав тăватăп.
- Чăваш патшалăх пукане театрĕн спектакльне килнисене мĕн суннă пулăттăр?
- Маншăн чи хакли – çак саманта хамăн ентешсемпе пайласси, вĕсем сана пулăшнине туясси. Кашни куракан чĕринче ырă туйăмсем тăрса юлччăр. Эпĕ вĕсем кĕтнине тÿрре кăларма тăрăшăп.
- Хăвăр малашлăх планĕсемпе паллаштарăр-ха.
- Малашне те театршăн ĕçлеме палăртатăп. Паллах, пурте Турă аллинче. Пушкăртстан, хам çуралса ÿснĕ Пишпÿлек районĕ, унăн çичĕ тĕлĕнтермĕшĕ тăрăх курса çÿрес килет…
Ирина ФОМИНА калаçнă.


Редакцирен: Сентябрь уйăхĕн 24-28-мĕшĕсенче Ĕпхÿ хулинче Тĕнчери пукане театрĕсен «Ҡурсаҡ-фест» пĕрремĕш фестивалĕ иртет. Асăннă форума Чăваш патшалăх пукане театрĕ «Жди меня» спектакльпе хутшăнать. Шупашкартан килнĕ коллектив çак фестивальте те пысăк çитĕнÿсем тăвасса шанатпăр.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас