Надежда Кузьминична Сихун ялĕнче çуралса ÿснĕ, çакăнтах тымар янă. Шкул сакки хыççăн хĕр козловой текен кранпа ĕçлеме пултаракан пĕлĕве алла илнĕ, 4-мĕш разрядлă крановщица пулса тăнă. Надежда Петрован ĕçлĕ биографийĕ 1969 çулта Ĕпхÿ хулинчи заводра пуçланнă. Шăпах унта вăл качча тухиччен ĕçленĕ.
Сихун хĕрĕ хăйĕн шăпине пĕр класра вĕреннĕ каччăпа çыхăнтарнă. Мăшăр 52 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнать. Петровсем виçĕ ача – Егорпа Олеся тата Андрей – çуратса ÿстернĕ, ура çине тăратнă. Паянхи кун телейлĕ асатте-асаннене, кукаçи-кукамая мăнукĕсен çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ.
Надежда Кузьминичнана крановщик профессийĕ кирек хăçан та илĕртнĕ. Çак ĕçре чăтăмлăхпа пысăк ăсталăх кирлĕ пулни те ăна хăратман. Фабрика хыççăн вăл темиçе ĕç вырăнĕ улăштарнă: хуралта та тăрăшнă, караул та ертсе пынă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсене аса илнĕ май Надежда Петрова çĕрле ĕçлеме уйрăмах хăрушă пулнине пытармасть.
Пĕррехинче ирхине, сменăран тухнă чухне, Сихун хĕрĕ Уршак базин директорне тĕл пулнă. Хăюллă хĕр ертÿçĕрен тÿрренех вĕсене крановщица кирлипе кирлĕ маррине ыйтса пĕлнĕ.
– Директор эпĕ арçын профессине алла илнишĕн питĕ тĕлĕнчĕ, «паллах, ĕçе илетпĕр!» тесе хуравларĕ, – аса илет хĕрарăм.
Çав кунхинех Надежда Петрова ĕç вырăнне улăштарнă. Чăн малтан козловой текен кранпа ĕçленĕ. Темиçе çултан ăна башньăллă кранпа ĕçлеме вĕренме направлени панă.
– Сентябрь уйăхĕнчен пуçласа февраль уйăхĕччен Черниковкăна, 13№ училище, çÿреттĕм, çĕнĕ те йывăр профессие вĕренеттĕм. 6-мĕш разрядлă крановщица профессине алла илсен Уршак базине таврăнтăм, – каласа парать Надежда Кузьминична.
Сихун хĕрне çÿллĕшре ĕçлеме питĕ килĕшнĕ, вăл хăйне çĕр çийĕпе вĕçекен кайăк евĕр туйнă. Çак «кайăк» пысăк хăватлă машинăсем çинче вăй хунă: Кармаскалă тăрăхĕнчи Кабаково салинчи заводра пилĕк тонна çăк турттаракан машинăран пуçласа 30 тонна çĕклекен козловой текен кран таран. Тăватă арçын-крановщик 30 тоннăллă машинăна çÿретмелли пульт умне ларма хăранă пулсан, Надежда Кузьминична унпа ăнăçлă ĕçленĕ. Хăй суйласа илнĕ профессие чунтан юратнăран отпуск вăхăтĕнче те ĕçе тухнă.
Кранпа ĕçлесси – пысăк яваплăх тата яланах хăрушлăх. Надежда Кузьминична çакна лайăх ăнланнă.
– Крановщик ĕçĕ – питĕ хăрушă ĕç, çавăнпа хăрушсăрлăх техникине пăхăнасси яланах малти вырăнта пулнă, – палăртать ăстаçă.
Надежда Петрован пурнăçĕ Сихун ялĕпе тачă çыхăннă. Хĕл кунĕсенче станцие çити çуран утма тивнĕ пулсан та ялтан тухса кайман. Мăшăрĕ вара вырăнти шкулта физкультура учителĕ пулса 50 çул ĕçленĕ. Кабаково салинче хваттер парсан çемье пуçĕ «Сихунтан ниçта та каймастăп!» тесе каланă.
Надежда Кузьминична тивĕçлĕ канăва тухнăранпа 25 çул çитнĕ. Вăл халĕ те хăйĕн ĕçĕ пирки, йывăрлăхсене (кабина кантăкĕсем пăрпа витĕннине пула шартлама сивĕ кунсенче те чÿрчесене уçма тивнĕ) пăхмасăр, хисеплесе, юратса тата ăшшăн каласа парать.
Светлана КАРПОВА.
Кармаскалă районĕ, Сихун ялĕ.