Пур хыпар та
Професси çынни
6 Октябрӗн 2025, 17:30

Хамăр республикăшăн мăнаçланса

Октябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Ермеккей салинче чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕрне – Республика кунне – паллă тунă.

Хамăр республикăшăн мăнаçланса
Хамăр республикăшăн мăнаçланса

Çак кун регионта пурăнакансемшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вăл çынсен пĕрлĕхне çирĕплетет, кашнийĕ Тăван çĕршывпа мăнаçланнине, Пушкăртстанăн пуян историйĕпе тата культурипе тачă çыхăнура пулнине палăртать.

Мероприятийĕн тĕп пайĕ районти Культура керменĕнче иртнĕ. Официаллă  пай умĕн кăмăл пуррисемшĕн курав йĕркеленĕ. Ăна пĕлтерĕшлĕ те паянхи куншăн çивĕч темăна халалланă – ятарлă çар операцине пулăшу парасси.

Пухăннисене хуçасемпе сумлă хăнасем саламланă. Çав шутра район администраци пуçлăхĕ Рустам Алимгафаров, Пушкăртстан Республикин ветеринари енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Азат Зиганшин, ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ, ПР тава тивĕçлĕ артисчĕ Рамиль Бадамшин пулнă. Шăпах вĕсем тĕрлĕ сферăсенче пысăк çитĕнÿсем тума май паракан районти организацисемпе учрежденисен чи лайăх ĕçченĕсене палăртса хăварнă.

Çапла Кăратмас ялĕнче пурăнакан ултă ача амăшĕ Елена Гареева «Ача амăш мухтавĕ» медале илме тивĕçнĕ. Суккул ял хутлăхĕн пуçлăхне Олег Никитина вырăнти хăйтытăмлăха аталантарас ĕçри çитĕнÿсемшĕн Раççейри Вырăнти хăйтытăмлăх аталану ассоциациĕн Хисеп хучĕпе чысланă. Кăратмас ялĕнчи вулавăш ĕçченне Светлана Филиппована нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн ПР Культура министерствин Тав çырăвĕпе наградăланă.   

Мероприяти асра юлмалли концертпа вĕçленнĕ.

Хамăр республикăшăн мăнаçланса
Хамăр республикăшăн мăнаçланса
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас