Пур хыпар та
Професси çынни
16 Октябрӗн 2025, 09:00

Апачĕ те тутлă, поварĕсем те ăшă кăмăллă

Авăркас районĕнчи «Салават» КФХ ООО (ертÿçи – РФ тата ПР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ Василий Федоров) аталану çулĕпе пыракан предприяти шутланать.

Апачĕ те тутлă,  поварĕсем те ăшă кăмăллă
Апачĕ те тутлă, поварĕсем те ăшă кăмăллă

Хуçалăхра çĕрпе типтерлĕ усă кураççĕ, пушă выртакан лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртеççĕ. Кашни гектартан пысăк тупăш кÿрекен культурăсен лаптăкĕсене çулсерен анлăлатса пыраççĕ. Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче хуçалăхра иртен пуçласа каçчен техника шавĕ тăрать.
Пĕр статьяра хăйне хисеплекен хуçалăх тĕрлĕ енĕпе аталанать, çĕр ĕçĕпе пурăннисĕр пуçне выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине те шута илет, унта пекарня та пур тенине вуланăччĕ. Çакă вара предприятин çăкăрĕ те, кĕрпийĕ те, аш-какайĕпе çăвĕ те хăйĕн пулнине пĕлтерет. «Салават» КФХ ООО пирки те çакнах калама пулать.
Ака-суха, вырма тапхăрĕсенче ĕç кунĕ вăрăм, кашни сехет шутра. Хуçалăхăн хăйĕн столовăйĕ пур. Унта Олеся Ефремовапа Светлана Спиридонова (сăн ÿкерчĕкре), Эльвира Искандаровапа Лейсян Муратова поварсем ĕçлеççĕ. Вĕсем кашнинех йăл кулăпа кĕтсе илеççĕ. Поварсем хресченпе фермер хуçалăхĕнче тăрăшакансем валли тутлă та техĕмлĕ апат пĕçереççĕ. Унсăрăн юрамасть – ĕççи вăхăтĕнче выçăллă-тутăллă нумай ĕçлеймĕн. Хирте вăй хуракан механизаторсем валли вĕри апата тÿрех трактор-комбайн кабини патнех илсе çитерессине йĕркеленĕ.
Хĕрарăмсем менюна хăйсем хатĕрлеççĕ. Чи пĕлтерĕшли апат тутлăхлă пулмалла, çĕр ĕçченĕсене вăй памалла. Кăнтăрла пĕрремĕш апат çитереççĕ – борщ, купăста, рассольник, пăрçа, вермишель яшкисем. Каçхине вара иккĕмĕш вĕри апат пĕçереççĕ. Унăн ассортименчĕ те чухăн мар: котлет, тефтелька-фрикаделька, аш, пулă… Гарнир вырăнне çĕр улми нимĕрĕ, макарон, кĕрпе пăттисем. Кашни кунах сĕтел çинче хуçалăхăн пекарнинче пĕçернĕ ăшă та тутлă çăкăр. Поварсем булкăсем те пĕçерме, салатсем те хатĕрлеме ĕлкĕреççĕ. Вĕсем кунне 70 яхăн çынна апатлантараççĕ. Апачĕ вара яланах техĕмлĕ. Çапла, ĕççи вăхăтĕнче арçын ĕçне хĕрарăм пулăшăвĕсĕр йĕркелеме май çук.
Ирида НОВИКОВА.
Авăркас районĕ,
Нукасак ялĕ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас