Надежда Петрова Тутар Улкан ялĕнче вырнаçнă фермăра сакăр-тăхăр уйăха çитичченхи пăрусене юратса пăхать. Вăл Олеся Алексеева тата Ирина Валиева ĕçтешĕсемпе 300 яхăн çамрăк выльăха апатлантарать, ĕçтерет, пăрусен айне сарнă улăма улăштарать, вĕсем ан чирлеччĕр тесе тăрăшать.
– Ачана юратнă пек юрататăп вĕсене. Куçран мĕнле ăшшăн пăхаççĕ вĕт. Пăрусем ачасем пекех. Пăхма та вĕсене юратса пăхмалла. Апата хăшĕсем витреренех çиеççĕ, хăшĕсем тÿрех хăнăхаймаççĕ, малтанхи вăхăтра ĕмкĕчпе те çитерме тивет, – хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă ферма ĕçченĕ.
Пăру пăхаканăн ĕç кунĕ ирхи тăватă сехетре пуçланать. Мĕншĕн тесен Чăваш Улканĕнчен ĕç вырăнне вăхăтра çитмелле. Çакăн валли ĕçпе тивĕçтерекен вахта машини килсе çÿрессине йĕркеленĕ.
– Ĕç графикĕ çапларах: тăватă сехет ĕçленĕ хыççăн киле таврăнса каятпăр, кăнтăрлахи апат хыççăн каллех фермăна килетпĕр, каçчен тăрăшатпăр. Хăй вăхăтĕнче эпĕ сутуçăна вĕренсе тухнă. Ялти лавккара вунă çул ытла ĕçлерĕм. Районти потребительсен обществи (райпо) хупăнсан ĕçсĕр тăрса юлтăм. Фермăна ĕçе вырнаçрăм. Ĕç укçи лайăх тÿлеççĕ, ялта пурăнакансемшĕн ĕç графикĕ те меллĕ. Çапла кунтах тăрса юлтăм, – ăнлантарса парать хĕрарăм.
Надежда тăватă хутчен асанне пулнă. Вячеслав Серафимович мăшăрĕпе çурт хăпартнă, виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Аслисем çемье çавăрма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, кĕçĕнни вара çиччĕмĕш класра вĕренет. Ял хĕрарăмĕн килти хуçалăхĕнче те ĕçĕ нумай – картара ăна ĕни, пăрăвĕсем, чăххисем кĕтеççĕ.
– Ачаранах килти выльăх-чĕрлĕхпе çывăх пулнă. Анне те, асанне те выльăх-чĕрлĕх тытнă. Ялта унсăрăн пурăнса пулмасть – вĕсем апат-çимĕçпе те тивĕçтереççĕ, кăмăла та çĕклеççĕ, – пурнăç чăнлăхне уçса панă Надежда Петрова.
Гюзель ХАМИДУЛЛИНА.
Туймазă районĕ, Чăваш Улкан ялĕ.