Пур хыпар та
Професси çынни
17 Нарӑсӑн , 09:00

«Учитель, яту умĕнче чĕркуçленсе ларма ирĕк пар...»

Эпӗ Кармаскалă районӗнчи Йăмран ялӗнчи вӑтам шкулта вӗренетӗп. Пирӗн икӗ хутлӑ шкул. Вăл питӗ илемлӗ. Кунта кашни кун ӗҫ вӗресе тӑрать. Эпир ирхи сакӑр сехетрен пуҫласа каҫчен шкулта. Пирӗнпе пӗрле вӗрентекенсем – чи юратнӑ, чи ӗҫчен ҫынсем.

«Учитель, яту умĕнче  чĕркуçленсе ларма ирĕк пар...»
«Учитель, яту умĕнче чĕркуçленсе ларма ирĕк пар...»

Учитель профессийӗ – чи интереслисенчен пӗри. Пуçласа шкула килекен пӗчӗк те нимӗн пӗлмен ачасенчен ӑслӑ та тирпейлӗ, шухӑшлама пултаракан, мал тӗллевлӗ чӑн-чӑн ҫынсем ӳсчӗр тесен мӗн чухлӗ ӗҫ тата чӑтӑмлӑх, чун вӑйӗпе лӑпкӑлӑх кирлӗ.

Хамӑн пӗрремӗш учительницӑна эпӗ виҫӗ ҫултах паллаттӑм. Аппа шкула кайсан мана Александра Владимировна Иванова вӗрентесси пирки каланӑччӗ. Мӗн чухлӗ каласа кӑтартатчĕ килте аппа хӑйӗн вӗрентекенӗ ҫинчен! Вӑл - тӗнчери чи ӑслӑ, чи тӗрӗс, чи ырӑ учительница! Манӑн учитель те чи хитри пулассине шансах тӑраттӑм. Ҫулсем иртрӗҫ, шкула кайма вӑхӑт ҫитрӗ. Эпӗ ҫак саманта питӗ кӗтрӗм…

Çамрӑк та ырӑ кӑмӑллӑ вĕрентекен мана та тимлӗх уйӑрма, мӗн те пулин ыррине калама, хӑй ҫумне пӑчӑртама, ачашлама самант тупатчӗ. Вӑл ун чухнех питӗ килӗшетчӗ.

Александра Владимировна пиртен кашнинех уйрӑммӑн пӑхнӑн туйӑнать, анчах ҫав вӑхӑтрах пӗтӗм класа харӑсах курать. Вӑл кашни вӗренекенӗн чунне кӗрсе вырнаҫнӑн, унӑн шухӑшӗсене илтнӗн, ӑна ӑнланма тӑрӑшнӑн туйӑнать. Пирӗн класа хастар, хаваслӑ, шавлӑ ачасем пухӑнчӗҫ. Апла пулин те уроксенче яланах дисциплина лайӑх шайра пулнӑ. Вĕрентекенĕмĕр пире хисеплесе, юратса, тӑрӑшса ӗҫленине халь питӗ лайӑх ӑнланатӑп.

Александра Владимировна кашни предметпа тарӑн пӗлӳ пама тӑрӑшрӗ. Пирӗн ҫитӗнӳсене ҫирӗп, анчах яланах тӗрӗс хакларӗ. Унӑн ӑслӑ канашӗсем пурнӑҫра пӗрре мар пулӑшса пычӗҫ. Вӑл пирӗн класа туслӑ та пӗр шухӑшлӑ пулма, пӗр-пӗриншӗн кар! тӑма вӗрентрӗ. Ҫавна пула эпир пур ӑмӑртусенче те, конкурссенче те ялан тенӗ пекех малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Александра Владимировнан чунӗ те юрӑ-ташӑ тӗнчи еннелле туртӑнать. Ҫи-пуҫӗпе те, калаҫӑвӗпе те чӑваш мешехине сӑваплӑн тытса пырать. Чӑваш чӗлхине юратса вӗрентет, тӑван халӑх культурине ӑша хывма хавхалантарать.

Александра Владимировна кашнишӗн пӗтӗм чун-чӗрипе ҫунатчӗ, эпир унӑн юратӑвне, тӑрӑшулӑхне яланах туяттӑмӑр. Пирӗн пӗтӗм ҫемьешӗн вӑл ҫывӑх та тӑван ҫын пулса тӑчӗ. Пире, унӑн вӗренекенӗсене, халӗ те вĕрентекенĕмĕрпе хутшӑнма интереслӗ. Манӑн тепӗр чухне ӑна хамӑн ҫитӗнӳсемпе ҫитменлӗхсем ҫинчен ҫав тери каласа парас килет, хамӑрӑн унчченхи класа кӗрсе курас килсех тӑрать. Пире пӗрремӗш вӗрентекенӗмӗр ырӑпа усала, тӗрӗслӗхпе ултава уйӑрма вӗрентетчĕ, хуть хӑҫан та ӗҫе тӗрӗс, тирпейлӗ тума хистетчĕ.

Юратнӑ вӗрентекенпе тӑваттӑмӗш класс пӗтерсен те пирӗн сыв пуллашас килмерӗ. Учитель! Куҫ умне тетрадьсем умĕнче пӗшкӗннӗ ҫын тухса тӑрать… Ачасен ал ҫырӑвӗсенчи йӑнӑшӗсене шута илсен те, тирпейсӗррисен начар почеркӗпе наянлӑхне пӑхмасӑр, учитель ачасене юратма чарӑнмасть. Мӗн чухлӗ чӑтӑмлӑхпа юрату кирлӗ.

Халӗ эпир саккӑрмӗш класра вӗренетпӗр. Шкулта лайӑх учительсем нумай, анчах «сирӗн алӑран эпир пысӑк ăслăлăх тӗнчине кайнине асра тытӑпӑр». Александра Владимировна – виҫеллӗ, ҫирӗп ыйтакан ҫын, анчах та питӗ ырӑ кӑмӑллӑ, кирек мӗн пулсан та унӑн кӑмӑлӗ яланах лайӑх, пичӗ ҫинче йӑл кулӑ. Вӗренекен ҫӗнӗ темӑна ӑнланман пулсан, вӑл уроксем хыҫҫӑн юлать, ӑна пулӑшать. Пӗрремӗш учительницӑна яланах ҫутӑ туйӑмпа аса илӗпӗр. Пире вӑл мӗнле кăна ташӑ-юрӑ тӗнчине илсе ҫитермен! Эпир районти конкурссенчен Хисеп хучӗпе пӗрре кӑна таврӑнман!

Пирӗн чӗлхере уйрӑм, сӑваплӑ сӑмахсем пур: анне, Тӑван ҫӗршыв, пурнӑҫ, тӗнче, хӗвел, ҫӑкӑр. Ҫак тӗп сӑмахсем хушшине манӑн «Вĕрентекен» сӑмаха та кĕртес килет. Пирӗншӗн вӑл, эпир вун виҫҫӗре е ҫитмӗлте пулсан та, нихӑҫан та хӑйӗн хакне çухатмĕ. Эпир Николай Некрасовпа пӗрле унӑн чаплӑ йӗркисене тепӗр хут аса илетпĕр: «Учитель, сан яту умӗнче чӗркуҫленсе ларма ирӗк пар...»

Светлана ГЕРАСИМОВА, Йăмран шкулĕн 8 класс вĕренекенĕ.
Кармаскалă районĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас