Пур хыпар та
Професси çынни
7 Мартӑн , 11:00

Республикăри чи лайăх фельдшер Этĕл ялĕнче пурăнать

«Пушкăртстан Республикин чи лайăх фельдшерĕ» конкурс 2025 çулхи ноябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче пуçланнă, вăл виçĕ тапхăрпа иртнĕ. Пĕтĕмлетĕве Раççейри фельдшер кунĕнче (февраль уйăхĕн 21-мĕшĕнче) тунă. Пелепей районĕнчи Этĕл ялĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Татьяна Гордеева «Пушкăртстан Республикин чи лайăх фельдшерĕ» конкурсри интернет-сасăлавра 7302 сасă пухса мала тухнă.

Республикăри чи лайăх фельдшер  Этĕл ялĕнче пурăнать
Республикăри чи лайăх фельдшер Этĕл ялĕнче пурăнать

Татьяна Петровна питĕ сăпайлă çын. Вăл хăй çĕнтерÿçе тухни пирки мухтанса, мăнаçланса пĕр сăмах та каламарĕ.
– Конкурсра çĕнтерÿçе сасăлавпа çеç тухнă-çке эпĕ. Ман пеккисем республикăра чылай, тен, манран вăрахрах ĕçлекенсем те, пултаруллăраххисем те пур-тăр, – терĕ вăл сăпайлăн. – Конкурса хутшăнма хăй вăхăтĕнче Ярмулай ялĕнче шкул директорĕ пулса ĕçленĕ Петр Константинович Дмитриев хистерĕ, сасăлавра та пулăшрĕ. Маншăн Якути Республикинче, Калининград, Санкт-Петербург, Мускав хулисенче тата республикăри, çĕршыври ытти хуласенче пурăнакан çынсем сассисене пани, паллах, кăмăла çĕклерĕ. Çĕнтерÿçĕ пуласса шанманччĕ те.
Татьяна Петровна 1966 çулхи май уйăхĕн 13-мĕшĕнче Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнче çуралнă. Вырăнти шкултан вĕренсе тухсан Ермеккей ялĕнчи вăтам шкулта пĕлÿ пухнă. Унтан алла аттестат илнĕ хĕр Пелепей хулинчи медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Фельдшер-акушер дипломне илнĕ хĕре Пелепей районĕнчи Илькел ялне ĕçлеме янă. Пĕррехинче ашшĕ-амăшĕсем патне килнĕ Татьяна ял çывăхĕнче геолог пулса ĕçлекен Валерий Гордеевпа паллашнă, вĕсен хушшинче юрату туйăмĕ хĕмленме пуçланă. Часах çамрăксем пĕрлешнĕ, вĕсен икĕ ача çуралнă. Анчах та çемье телейĕ вăраха тăсăлман, Валерий Николаевич 1996 çулта вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ял хĕрарăмĕн ачисене пĕчченех ÿстерме тивнĕ. Телее, пурнăç çулĕ çине ырă çын Александр Матвеев килсе тухнă. Çĕнĕ çемьере тата икĕ ача кун çути курнă. Халĕ вĕсен ачисем ÿссе çитĕннĕ. Часах апрель уйăхĕнче кĕçĕн Леонид ывăлĕ салтакран таврăнмалла. Паянхи кун тĕлне вĕсене 9 мăнук савăнтарать.
Хальхи вăхăтра Татьяна Петровна Этĕл (Аделькино), Арпулек (Новая Деревня) ялĕсен тата Куршанак (Верхнеермолги) паççулкинче пурăнакан 130 çын (вĕсенчен виççĕшĕ ачасем) сывлăхне тимлесе тăрать. Кăçалхи çул Татьяна Гордеевашăн чăннипе те пĕлтерĕшлĕ, апрель уйăхĕнче унăн ĕç стажĕ 40 çулпа танлашать тата май уйăхĕнче ĕçчен те пултаруллă хĕрарăм 60 çулхи юбилейне кĕтсе илме палăртать. Эпир, «Урал сасси» ĕçченĕсемпе унăн вулаканĕсем, хаçат тусĕ, чăваш хĕрарăмĕ республика шайĕнчи конкурсра çĕнтернĕшĕн савăнатпăр та мăнаçланатпăр.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Пелепей районĕ, Этĕл ялĕ.

Республикăри чи лайăх фельдшер  Этĕл ялĕнче пурăнать
Республикăри чи лайăх фельдшер  Этĕл ялĕнче пурăнать
Республикăри чи лайăх фельдшер Этĕл ялĕнче пурăнать
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас