

Пишпÿлек районĕнчи тӗп больницăн тӗп тухтăрĕн медицина енӗпе ĕçлекен ҫумӗ тата эндоскопист-тухтӑр Ирина Валерьевна Назарован профессионализмĕ тата çынсене тимлӗ пӑхни ӗҫтешӗсен хисепне, пациентсен ырлӑхне тивӗҫнӗ.
– Эпĕ Пишпÿлек районĕнчи Йăлпăлак ялĕнчи нумай ачаллă çемьере çуралнă. Анне вырăнти шкулта, атте «Октябрь» колхозра тĕп инженерта тăрăшатчĕç. Шкулта вĕреннĕ чух вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене питĕ кăмăллаттăм. Тĕрлĕ темăпа сочиненисем çырасси манăн аван пулатчĕ. 2000 çулта, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 55 çул çитнине халалласа тăххăрмĕш классен хушшинче çар тематикипе сочинени çыртăмăр. Ун чух эпĕ республика шайĕнчи олимпиадăн çĕнтерÿçи пултăм. Çавăн чух журналист профессийĕ пирки палăртса хутăм. Пишпÿлекри 2№ вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтертĕм, – каласа парать Ирина Назарова.
Каярах хĕр республикăра журналист профессине вĕрентекен аслă шкул пулманнипе тата филолог профессине алла илнĕ хушăра шкулта ĕçлес килменнипе Ĕпхÿри медицина университетне вĕренме кĕнĕ. Хăй çакăн пек йышăну тунишĕн пĕрре те ÿкĕнмест. Çынсене чирсене çĕнтерме пулăшнипе ăна хăйĕн профессийĕ питĕ килĕшет.
– 2009 çулта Пушкăрт патшалăх медицина университетĕнчи сиплев факультетĕнчен вĕренсе тухрăм, – калаçăва малалла тăсать Ирина Валерьевна. – Çулталăкран акушерпа гинекологи интернатурине пĕтертĕм. Тăван района таврăнтăм. Çапла 2011-2022 çулсенче Пишпÿлекри тĕп район больницинче акушер-гинеколог пулса ĕçлерĕм. 2022 çулта профессиллĕ пурнăçра пысăк улшăнусем пулса иртрĕç, эндоскопист-тухтăр хушма специальноçе алла илме шутларăм. Çавăн чухне тĕп тухтăрăн медицина енĕпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнтăм та. Кашни кун эндоскопист кабинетĕнче Инна Федотова медицина сестрипе апат хуранĕпе пыршăлăх чирĕсен хăрушлăхĕ пур пациентсене тĕрĕслетпĕр. Кабинета çĕнĕ медицина оборудованийĕпе тивĕçтернĕ. Ăна 2023 çулта республикăри сывлăх сыхлавне çĕнетмелли тĕллевлĕ программа шайĕнче илнĕ. Çĕнĕ эндоскоп тĕрĕс диагноз лартма, çав шутра онкологи чирĕсене малтанхи тапхăрта тупса палăртма май парать.
Ирина Валерьевна – виçĕ ача амăшĕ. Аслă Ульяна хĕрĕ кăçал Пишпÿлекри 2№ вăтам шкулти 10 класа лайăх паллăсемпе пĕтернĕ. Пулас професси пирки иккĕленсе тăрать, ăна пĕр пекех тухтăр тата юрист профессийĕсем килĕшеççĕ. Илья ывăлĕ сакăр класа 4-5 паллăсемпе вĕçленĕ. Ярослав кăçал пĕрремĕш класа каять. Арçын ача çĕннине пĕлме ăнтăлать, час-часах амăшне кĕнекесем вуласа пама ыйтать.
Пишпÿлекри тĕп район больницин тĕп тухтăрĕ Марат Фанилович Абдуллин ун пирки: «…Ирина Валерьевна район халăхне пахалăхлă медицина пулăшăвĕ йĕркелес енĕпе шанса панă ĕçшĕн чун-чĕрипе çунать. Ун пек тухтăр-специалиста, хамăн çума, никампа та улăштарма май çук».
Район больницин ертÿçисем пирĕн героиньăн професси пахалăхĕсене яланах лайăх енчен çеç палăртаççĕ. Ирина Назарован ĕçне район администрацин Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе, ПР Сывлăх сыхлав министерствин Хисеп хучĕпе чысланă.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек ялĕ.