

Хăш чух пурнăç пире парне туса лайăх çынсемпе тĕл пултарать. Çын çинчен ытларах пĕлнĕ май, çак тĕлпулусен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине ăнланатăн.
Эпĕ ĕçлекен Пишпÿлек районĕнчи тĕп библиотека вулакансене хăй патне туртакан центр шутланать. Сăмахран, хальхи çĕнĕ технологисен вăхăтĕнче кирек хăш кĕнекене те кĕсьере выртакан гаджетран тупса пулать. Анчах та вулама кăмăллакансем паянхи кун та библиотекăна çÿреççĕ. Кунта вулавăша килекенсене ырă кăмăлпа кĕтсе илекенсен тÿпи пысăк.
Кирек мĕнле вулавăшăн çитĕнĕвĕ – çыхăнура ĕçленинче. Кашни коллективра ертсе пыракан çынсем пур. Вĕсем çамрăклах професси суйласа илнĕ май, ĕмĕр тăршшĕ ăна парăнса ĕçлеççĕ. Манăн ĕçтеш, Людмила Шафиковна, юратнă ĕçĕнче нумай çул тăрăшать. Пĕр ÿстермесĕр вăл районти хисеплĕ библиотекарьсенчен пĕри пулнине çирĕплетсе калама пулать. Çак çынпа паллашни мана професси суйлавĕнче питĕ пулăшрĕ. Каярахпа çак йышăну çирĕпленчĕ çеç. Вашават та ырă кăмăллă, кĕнеке вулама юратакан вулавăш ĕçченĕ асăмра юлчĕ. Малтан библиотекарь ĕçĕ кичем туйăннă пулсан, каярах çак професси çине урăх куçсемпе пăхма пуçларăм.
Александр Котюсов çыравçă библиотекарьсем çинчен çапла каланă: «Вĕсем урăх пурнăçран килнĕ евĕр: интеллигентлă, кăмăллă, ăслă». Асăннă çыравçăн сăмахĕсемпе Людмила Шафиковна çинчен те каласа пулать. Библиотекăн чăн-чăн патриочĕ, хăйĕн ĕçне юратса, тÿрĕ кăмăлтан тĕплĕ тăвакан профессионал. Вăл литературăна юратнипе тата хăюллă шухăшлама пĕлнипе уйрăлса тăрать. Кĕнекене хаклаканскер пĕр-пĕр авалхи кăларăма алла тытсан хаклă мула тытнă пек пичĕсене тирпейлĕн уçкалать.
– Эпĕ – телейлĕ çын. Ĕçе пула пĕтĕм пурнăç интереслĕ те хавхалануллă çынсемпе тĕл пулассипе çыхăннă. Кашни курнăçу шалти тĕнчене тата пурнăç çине пăхассине улăштарса чунра палăрмалла йĕр хăварать, – тет хăй çинчен ĕçтеш.
Çынсене вулассипе кăсăклантарас тесен вăхăтпа пĕр тан утмалла тата çамрăксен интересĕсене шута илмелле. Çавăнпа та паянхи кун библиотека кĕнеке памалли тата вуламалли зал çеç мар, канупа тĕрлĕ информаци илмелли кĕтес те шутланать. Людмила Чернован професси ĕç-хĕлĕ тĕрлĕ мероприятисем, куравсем, конференцисем, тематика каçĕсем, пĕрлешÿсемпе клубсем, авторсемпе тĕлпулусем йĕркелессипе çыхăннă.
Манăн ĕçтеш илемлĕ калаçакан лектор, эстет, оратор кăна мар, унăн журналист таланчĕ те пур. Час-часах «Çутă çул» Пишпÿлек район хаçатĕнче вăл хăй ĕçĕ çинчен çырать, ачасемпе çамрăксене кĕнеке вулаттарас ыйтăва çĕклет, сĕнÿсем парать. Нумай енлĕ пулни ăна республика, Раççей шайĕнчи «Урал сасси», «Башкортостан кызы», «Ватандаш», «Берегиня дома твоего» кăларăмсемпе ĕçлеме тата районти библиотека системин професси ăсталăхĕн конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ пулма май панă.
Людмила Черновапа калаçса курнă çын пирĕн профессин кирлĕлĕхĕпе пĕлтерĕшне ĕненме тытăнать. Унăн чунтан каланă темиçе сăмахĕ, йăл кулли калаçаканăн е пĕтĕм аудиторин кăмăлне лайăх енне улăштарать. Нихçан та ăна вулакансемпе усал, кăнттам пулнине курман. Манăн ĕçтеш ырă кăмăллă та анлă тавракурăмлă хĕрарăм. Унпа кĕнеке пирки калаçнинчен пуçласа пурнăçри чылай ыйтăва сÿтсе явма пулать.
Ытларах библиотекăна пĕччен пурăнакан ватăсем, тулли е ăнăçлă мар çемьесенчен ачасем килеççĕ. Вĕсен калаçас, çынпа хутшăнас килет. Паянхи кун библиотека вулакансемшĕн калаçмалли, вĕренмелли, пултарулăха аталантармалли уçă лапам шутланать. Çакăнта Людмила Шафиковна ĕç ветеранĕн тÿпи пысăк. Унсăр пуçне вăл юратнă мăшăр, анне, асанне, аппа, ĕçтеш, тантăш, илемлĕ хĕрарăм тата лайăх çын. Унăн профессири ăсталăхне тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе чысланă, вăл ял çыннисен, ĕçтешĕсемпе вулакансен хисепне тивĕçнĕ.
Нумаях пулмасть Людмила Чернова чаплă юбилей тата профессире 40 çул ĕçленине паллă турĕ. Эпир ăна юбилейпе саламласа, чун-чĕререн хăй ĕçне чикĕсĕр юратнишĕн тав тăватпăр.
Надежда НИКОЛАЕВА, районти тĕп библиотекăн йĕркелÿпе методика уйрăмĕн заведующийĕ.
Пишпÿлек ялĕ.