

- Асăннă сферăра ĕçлекенсем тимлĕ, чăтăмлă тата яваплă пулмалла, - тет Ермеккей районĕнчи Уйăлка ялĕнче пурăнакан Светлана Баязитова почтальон.
Светлана Георгиевна 15 çул хушши асăннă ĕçре тăрăшать. Пенси çулĕсене çитнĕ пулсан та вăл юратнă ĕçне пăрахма васкамасть.
- Тата икĕ-виçĕ çул ĕçлĕп-ха, - хăйĕн шухăшне пĕлтерет Уйăлка хĕрарăмĕ.
Çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕн маршручĕ тăватă ял витĕр иртет: Уйăлка, Эрехĕрри, Енкрел тата Николаевка. Çу кунĕсенче вăл рюкзака çурăм хыçне çакса, велосипед çине утланса çула тухать. Кĕркунне тата хĕлле вара, пылчăкпа сивĕре, çуран утма е çула май машинăсемпе усă курма тивет.
- Хускану вăл – пурнăç тата сывлăх, - оптимизмпа çирĕплетет хăйĕн ĕçĕ пирки Светлана.
Почта ĕçченĕн ĕçри тĕп савăнăçĕ çынсене курса калаçнинче, вĕсене ырă хыпар илсе килнинче палăрать.
Светлана Георгиевна палăртнă тăрăх, интернет ĕмĕрĕнче пичет кăларăмĕсен пĕлтерĕшĕ чакни сисĕнет. Хаçат-журнал çырăнакансен йышне сыхласа хăварас тесен «чĕрĕ» прессăн пĕлтерĕшĕ çинчен каласа пама, çырăнакансен кăмăлне уçма сахал мар ÿкĕтлеме те тивет. Хĕрарăм хăй те хаçат-журнал вулама питĕ юратать. Пичет кăларăмĕсене çынсем патне илсе çитериччин вĕсен содержанийĕпе туллин паллашать.
Светлана Баязитована çемйи те çак ĕçре май пур таран пулăшма тăрăшать. Вăтам классенче вĕренекен хĕрĕ амăшне хаçат-журнал салатма, килти хуçалăхри ĕçсене тума пулăшать. Мăшăрĕпе ывăлĕ Çурçĕрте вахта мелĕпе ĕçленĕ вăхăтра килти мĕнпур ĕç амăшĕпе хĕрĕн хулпуççийĕсем çине тиенет. Çу кунĕсенче уйрăмах ĕçĕ хушăнать, анчах ĕçчен те правур хĕрарăм пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшать. Мĕншĕн тесен уншăн ĕç тивĕç кăна мар, пурнăç йĕрки шутланать.
Татьяна СЕРГЕЕВА.
Ермеккей районĕ, Уйăлка ялĕ.