

Наталья Николаевна пек çынсем пирки «вăл ĕçре савăнăç, телей тата киленÿ тупать» теççĕ.
– Кашни çырлана ăшăпа юрату хыватăп. Вĕсен тутин пахалăхне тĕпчетĕп, çĕнĕ сортсем туянатăп. Çав шутра – «Азия», «Азия+», «Мурано», «Троицкая», «Мальвина», «Роксана», «Соната», «Клери», «Сирия», «Купчиха», «Елизавета» сортсем. Çырласем шултра та пылак. Ку сортсене транспортпа турттарма меллĕ, – тет Наталья Николаевна.
Унпа пĕрле ашшĕ-амăшĕ Николай Васильевичпа Елизавета Мефодиевна Яковлевсем ĕçлеççĕ. Сезон вăхăтĕнче Ксенипе Константин ачисем хастар пулăшаççĕ. Костя Ĕпхÿ патшалăх нефтьпе техника университечĕн Октябрьски хулинчи филиалĕнче «Нефтьпе газ оборудованийĕсене пăхса тăнă чухне цифра тата сервис технологийĕсем» факультетран вĕренсе тухнă, халĕ Елабуга хулинче ĕçлет. Ксения Самара патшалăх университечĕн «Логопеди» факультетне пĕтернĕ хыççăн Туймазăри 4 № шкулта логопед пулса тăрăшать.
Сезон вăхăтĕнче çырла плантацийĕсенче ĕç вĕресе тăрать: çĕр çырлине сутма хатĕрлеççĕ. Кашни кун виç çĕр килограмм пуçтараççĕ. Хурамал, Старочикеево, Юность, Папановка, Михайловка, Байгильдино ялĕсенче пурăнакансем вара укçа ĕçлесе илме те пултараççĕ. Çырласене республикăри хуласенче сутаççĕ.
– Кăçал тухăç савăнтарать. Ултă хутчен алă вĕççĕн çумласа тухрăмăр, ретсем хушшине улăм сартăмăр. Август уйăхĕнче гектар çурă лаптăк çине «Азия» сортлă çĕр çырли лартма палăртатăп. Шаран çырли ытларах пултăр, – малашлăх планĕсемпе паллаштарать Наталья Николаевна.
Руслан ХАФИЗОВ.
Шаран районĕ, Хурамал ялĕ.
Редакцирен. Наталья Николаевнан плантацийĕнче ÿсекен тутлă та шултăра çырласене эпир те тутанса курнă. Сезон вăхăтĕнче Николай Васильевичпа Елизавета Мефодиевна Пелепей хулинчи пасара та килеççĕ. Халăх вĕсен çырлисене хаваспах туянать. Вăл çынсене хакĕпе те, пахалăхĕпе те тивĕçтерет.