Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Професси çынни
22 Августӑн , 06:00

Физкультура урокĕнчен пурнăç çулĕ çине

Федоровка районĕнчи Урал ялĕнчи шкулти Александр Сергеевич Васильева ку тăрăхра лайăх пĕлеççĕ. Вăл пурнăçĕн 47 çулне юратнă профессине халалланă. Çак вăхăт хушшинче вĕрентекен нумай ачана воспитани панă, вĕсенчен чылайăшĕшĕн спорт киленĕç çеç мар, пурнăçра тĕп вырăн йышăнать.

Физкультура урокĕнчен пурнăç çулĕ çинеФизкультура урокĕнчен пурнăç çулĕ çине
Физкультура урокĕнчен пурнăç çулĕ çине

Çамрăк чухнех Александр спортпа туслă пулнă. Каярахпа çирĕп ÿт-пÿпе чăтăмлăх ăна çарта авиаци хĕç-пăшалĕн механикĕ пулма пулăшса тăнă. Хĕсметре те вăл спортпа çывăх пулнă, старшина йĕркеленĕ классикăлла кĕрешÿ секцине çÿренĕ.

Хĕсмет хыççăн тăван Урал ялне таврăнсан шкул директорĕ ăна шкула физкультура учителĕ пулма чĕннĕ. Ĕçе илсе пырасси пирки иккĕленнине пĕлтерсен ертÿçĕ ăна: «Хĕсметре пулнă, ăçта сылтăм, сулахай пулнине пĕлетĕн, кунта та пултарма тивĕç», – тенĕ.

Пĕрремĕш çулсенче çăмăл пулман, урок планĕсене çырма пĕлменскер пурне те пуçласа тунă. Ĕçлес кăмăл пысăк пулни тата аслă ĕçтешĕсен пулăшăвĕ хĕнлĕхсене çĕнтерме пулăшнă. Çамрăк педагог уроксем ирттернисĕр пуçне Альметьевск хулинчи физкультура техникумĕнче «Йĕлтĕр спорчĕ» специальноçа куçăн мар мелпе алла илнĕ. Александр Сергеевич ачасене спортăн тĕрлĕ енĕпе аталантарма тăрăшнă. Анчах та хăй ытларах йĕлтĕре кăмăлланă, асăннă спорт тĕсĕ чӑтӑмлӑ тата çирĕп пулма, хăвăн вăйна шанма вĕрентнине ĕненнĕ.

– Техникумра вĕреннĕ чух занятисенче кăтартнă чылай пахалăха ăша хываттăм, унтан уроксенче вĕсемпе усă курма тăрăшаттăм, – аса илет Александр Васильев ĕçлĕ çулĕсене. – Манăн вĕренекенсем нихăçан та ăмăртусенчен пăрăнман.
Вĕрентекен район центрĕнче иртекен ăмăртусене тракторпа çитме, тара илнĕ хваттерте çĕр каçма тÿр килнисене аса илет. Çак ĕçре ăна ялан вырăнти колхоз ертÿçи пулăшнă, каярах вара çул çÿревсем валли автобус уйăрма тытăннă. Каралачик, Бала-Четырман, Денискино, Федоровка ялĕнчи спортсменсем вăйлă пулни Александр Васильев воспитанникĕсене çирĕплетнĕ çеç. Шкул чысне хÿтĕлес кăмăллисем чылай пулнă, çавăнпа та ăмăртăва каякансене суйласси çăмăл килмен. Урал шкулĕнчи ачасен ушкăнпа çĕнсе илнĕ Хисеп хучĕсемпе кубоксем паянхи кунччен те упранаççĕ.

Александр Сергеевич ачасене хавхалантарма пĕлнĕ. Çак пахалăха вăл Олег ывăлне те пама пултарнă: пĕчĕк чухнех йĕлтĕр çине тăратнă, унăн кашни çĕнтерĕвĕшĕн, çитĕнĕвĕшĕн савăннă. Олег Александрович çемйипе йĕлтĕрпе ярăнма çÿренисене, çăмăл атлетикăпа тата йĕлтĕр спорчĕпе шкул ăмăртăвĕсене хутшăннине ăшшăн аса илет. Каччă ашшĕн тĕслĕхĕ куç умĕнче пулнипе ăмăртусенче çĕнтерме тăрăшнă. Хĕсметре пулнă хыççăн Олег Çтерлĕ хулинчи физкультура техникумне вĕренме кĕнĕ. 2000 çулта Ашкатар ялĕн шкулне ĕçлеме вырнаçнă. Ашшĕ тивĕçлĕ канăва тухсан Урал ялĕнчи шкула куçнă, паянхи кунччен çавăнта тăрăшать.

– Физкультура вăл шкулти предмет çеç мар, пурнăçри кирлĕлĕх. Ачасем нумай вăхăт гаджетсенче ирттереççĕ, çакă вĕсен сывлăхне сиен кÿрет. Çамрăк организм ÿсет, аталанать, çавăнпа та ăна хускану питĕ кирлĕ, – профессинчи позицийĕпе паллаштарать Александр Васильев.

Физкультура учителĕ вăйлă спортсменсен пĕр ăрăвне кăна мар çитĕнтернĕ. Унăн выпускникĕсен хушшинче Тăван çĕршывăн интересĕсене Афганистанра хÿтĕленĕ паттăр та хăюллă çынсем чылай. Вĕсем кирек мĕнле лару-тăрура та ура çинче çирĕп тăма вĕрентнĕ уроксемшĕн хăйсен вĕрентекенне тав тăваççĕ. Пурнăçĕсене профессиллĕ спорта халалланисем те пур. Сăмахран, Петр Кимович Федоров Кумертау хулинче тренер пулса тăрăшать.

Олег Александрович паянхи спортсменсем çинчен те каласа хăварчĕ. Ашкатарти Ярослав Семенов кикбоксингпа спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăнă. Александр Русаков тĕслĕхĕ те спорт пурнăçра пысăк вырăн йышăннине çирĕплетет. Александр Сергеевичăн Родион мăнукĕ (Олег Александровичăн ывăлĕ) те аслашшĕпе ашшĕн çулне суйланă. Çар училищине хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Çарти тăватă енлĕ кĕрешÿ (четырехборье) ăмăртăвĕсене час-часах хутшăннă, спорт мастерĕн кандидачĕ пулнă. Аделина мăнукĕ те спортсменка, ГТО ылтăн паллине тивĕçнĕ.

Татьяна ЗАЙНУЛЛИНА.
Федоровка районĕ, Урал ялĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас