Урал сасси
-2 °С
Ясно
Професси çынни
21 Сентября , 04:00

Вĕренме тата ĕçлеме хавхалантаракан вĕрентекен

2026 çулта педагогика ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн паракан федераллă премие Раççейри чи лайăх 1250 вĕрентекен тивĕçнĕ. Вĕсен шутĕнче Кармаскалă тăрăхĕнчи Тинĕскÿл шкуленчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Людмила Павлова та пур. Унăн ячĕ – лауреатсен списокĕнчи йĕрке çеç мар, пурнăçĕн вăтăр çулне хăй профессине халалланин, пултарулăх шыравĕн тата тăван сăмаха чунтан юратнин историйĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Вĕренме тата ĕçлеме хавхалантаракан вĕрентекенВĕренме тата ĕçлеме хавхалантаракан вĕрентекен
Вĕренме тата ĕçлеме хавхалантаракан вĕрентекен

Вăтăр çул тăршшĕ

Шкулти вунă çуллăх вăл стаж кăна мар, çĕршер вĕренекен шăпи, пиншер урок, вуншар методика тупри. Çак вăхăт хушшинче Людмила Николаевна ачасене пĕлÿ панипе пĕрле тăван чĕлхепе литературăпа кăсăкланас туйăма аталантарма пултарнă, тăван чĕлхе расписанири ахаль предмет çеç мар, культурăн чĕрĕ тĕртĕмĕ пулнине кăтартса панă.
Людмила Павлова хăй ĕçне ачасене тĕп шухăша уçма пулăшакан ертÿçĕ пулнине çирĕплетекен шухăш çине таянса йĕркелет. Уншăн тĕп вырăнта вĕрентÿ ĕç-хĕлне киленÿллĕ йĕркелесси, ачасене ыйтусем çине хуравсем тупма пулăшасси пулса тăрать.

Çĕнĕ технологисем

Людмила Николаевна йăла-йĕркесене çĕнĕлле вĕрентес ĕнĕпе те палăрса тăрать. Унăн пуххинче информаципе коммуникаци тата сывлăха перекетлекен технологисем – мультимедийлă презентацисем, интерактивлă заданисем, электронлă вĕренÿ ресурсĕсем – сахал мар. Вăл уроксене курăмлă, чĕрĕ, интереслĕ ирттерме тăрăшать. Ĕç-хĕле шухăшласа ылмаштарни, вăйă саманчĕсемпе физкультура хусканăвĕсем кĕртни вĕрентÿ процесне кăмăллă лару-тăрура йĕркелеме, çĕнĕ материала çăмăллăн ăша хывма май парать.

Пултарулăх шыравĕ

Педагог ĕçĕнче ачасене тĕрĕс йышăнусем тума вĕрентесси тĕп вырăн йышăнать. Çакна Пушкăртстан Республикинчи Вĕрентÿ аталанăвĕн зонăри методика семинарĕнче тунă «Хальхи вĕрентÿ стандарчĕсемпе программисен шайĕнче критикăлла шухăшлама вĕрентекен технологие аталантарасси: чăваш литератури урокĕсенче К.В. Ивановăн «Нарспи» поэмине тишкернĕ чух «Блум кубикĕ» меслетпе усă курасси» доклад та çирĕплетет.
«Блум кубикĕ» ансат каласа парассинчен хăтăлма пулăшать. «Мĕншĕн», «шухăшласа кăлар», «ăнлантарса пар» йышши ыйтусем шкул ачисене текста ăнланма кăна мар, ăна ăнлантарма, танлаштарма, авторпа тавлашма, хăйсен шухăшĕсене пĕлтерме хистеççĕ. Чăваш литература урокĕсенче ку уйрăмах паха: çапла майпа вĕренекенсем классика хайлавĕсем урлă вĕсемпе пĕр чĕлхепе калаçакан чĕрĕ текстсене курма вĕренеççĕ.

Наставник, методист

Людмила Николаевнан ĕçĕ ачасене пĕлÿ панипе çеç вĕçленмест. Пултаруллă педагог тăтăшах районти методика пĕрлешĕвĕнчи ĕçтешĕсем тата республикăри чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем валли уçă уроксемпе мастер-классем ирттерет, ытти педагогсене çĕнĕлĕхсемпе паллаштарать, вĕсене алла илме пулăшать.
Унăн ĕçĕн тепĕр енĕ – професси шайĕнчи пĕрлешÿсене хастар хутшăнни. Людмила Николаевна – Пушкăртстан Республикинчи Тăван чĕлхене вĕрентекенсен ассоциацийĕн пайташĕ. Вăл методика литературин çĕнĕлĕхĕсене асăрхаса тăрать, витĕмлĕ меслетсене ĕçе кĕртме тăрăшать.
Л.Н. Павлован юлашки вăхăтри пĕлтерĕшлĕ çитĕнĕвĕсен шутĕнче – 2025 çулта «Тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен çулталăк вĕрентекенĕ» республика конкурсне хутшăнни. Суйлав турĕнче вăл методика пĕлĕвĕн, пултарулăх хастарлăхĕпе теори хатĕрлĕхĕн пысăк шайне кăтартнăшăн ПР Вĕрентÿ аталанăвĕн институтĕнчен ятарлă премине тивĕçнĕ. Унсăр пуçне педагог Наци тумĕн кунне тата Пысăк та туслă çемье çулталăкне халалласа «Смарт» АНОпа пĕрле этнотĕлпулу – шкул ачисемпе педагогсене, ашшĕ-амăшсене культура теми тавра пĕрлештерекен мероприяти – ирттерчĕ.

Çитĕнÿсем

Учитель ĕçĕн тухăçлăхĕн тĕп кăтартăвĕсем – шкул ачисен çитĕнĕвĕсем. Людмила Николаевнан вĕренекенĕсем кашни çулах тĕрлĕ шайри олимпиадăсен, конкурссемпе тĕпчев ĕçĕсен çĕнтерÿçисем тата призерĕсем пулса тăраççĕ. Ку вăл кулленхи çăмăл мар ĕçĕн çимĕçĕ. Педагог шухăшлама, тишкерме, хăйсен шухăшне палăртма вĕрентсен çеç ачасем ăс-хакăл ăмăртăвĕсенче хăйсене шанчăклăн кăтартма тытăнаççĕ.
Людмила Николаевнăн ĕçĕсене Пушкăртстан Республикин тата РФ Çут ĕç министерствисен Тав çырăвĕсемпе паллă тунă. Вăл Пушкăртстан Республикин вĕренÿ отличникĕ шутланать. Çакă вĕренÿ ĕçне шкул, регион шайĕнче те хакланине çирĕплетет.

Чыс тата хисеп

2026 çулхи федераци премийĕ – Людмила Николаевнăн çитĕнĕвĕ çеç мар, тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен ĕçĕн пĕлтерĕшне йышăнни те. Шăпах çавăн пек педагогсем çĕршывăн нумай енлĕ культурине сыхласа хăвараççĕ, ачасене хамăр халăх уйрăмлăхĕн хаклăхĕсене ăнланса илме, хальхи вĕренÿ хутлăхĕнче хăйсене шанчăклă туйма пулăшаççĕ.
Людмила Павлова – профессионализм, пултарулăх тата хăй ĕçне чунтан парăннин чăн-чăн педагогика ăсталăхĕн тĕслĕхĕ. Унăн пултаруллă ĕçĕ ытти вĕрентекенсене хавхалантарать, пĕчĕк çеç ялта та уроксене çÿллĕ шайра ирттерсе ачасен тавракурăмне улăштарма май пуррине çирĕплетет.

Татьяна КОЗЛОВА, РФ вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.
Кармаскалă районĕ.

Вĕренме тата ĕçлеме хавхалантаракан вĕрентекен
Вĕренме тата ĕçлеме хавхалантаракан вĕрентекен
Вĕренме тата ĕçлеме хавхалантаракан вĕрентекен
Автор:Надежда Родионова