Пур хыпар та

Чăваш Хурамалĕнче кăлпасси те тăваççĕ

«Башмирпродторг» ял хуçалăх потребителĕсен продукцие вырнаçтаракан кооператив июль уйăхĕн 11-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнче шултра мăйракаллă выльăх, сысна, чăх-чĕп какайĕнчен тĕрлĕ продукци туса кăларакан цех уçнă.

Шутланине пурнăçа кĕртме ДГП (доходогенерирующих проектов) республика программи пулăшнă. Предприяти председателĕ Андриян Николаев пĕлтернĕ тăрăх, производство пĕр сменăра 300 кг хатĕр продукци туса кăларма пултарать. Цехра 10 ытла аш-какай изделийĕ хатĕрлеме палăртаççĕ. Пысăк пахалăхлă продукцие туянакансем тупăннă та ĕнтĕ. Гафури районĕнчи суту-илÿ точкисем кооперативпа вăрах вăхăтлăх килĕшÿ тунă. Мĕншĕн тесен пĕрремĕш парти питĕ хăвăрт саланнă. Цех уçни халăха çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме май парĕ.
Потребительсен ял хуçалăх кооперативĕ иртнĕ çул йĕркеленнĕ. Вăл Чăваш Хурамалĕпе Нукасак ялĕсенчи 12 фермерпа уйрăм кил хуçалăх ертÿçисене пĕрлештернĕ. Асăннă ĕçе хута яма республика бюджетĕнчен 2,8 млн тенкĕ уйăрса панă. Ял хуçалăх кооперативĕ хăйĕн 300 пин тенкине хушнă та ятарлă оборудовани туяннă.
ДГП программăн тĕп пĕлтерĕшĕ çапларах: уйрăм хуçалăх тата хресченпе фермер хуçалăх ертÿçисем хăйсен пуçарăвĕпе тата укçи-тенкипе (пĕтĕмĕшле хисепрен 9%) тупăш паракан объект уçаççĕ. Патшалăх программăна пурнăçа кĕртме 3 млн тенкĕ уйăрса парать.
ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулта çак программăна хутшăнас кăмăлпа 155 пуçару ушкăнĕ заявка панă. Вĕсенчен 116-шĕ çĕнтерÿçĕсем пулса ял хуçалăх кооперативĕсем уçнă.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Авăркас районĕ.