Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пуху
13 Мартӑн 2019, 18:37

Авăркасăра пĕрлешĕвĕн уйрăмĕ ĕçе пуçăнчĕ

Февраль уйăхĕн вĕçĕнче Авăркас район администрацийĕнче Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕн (ертÿçи - Ф.Кузьмин) вырăнти уйрăмĕн пухăвĕ иртрĕ.

Канашлăва районти чăваш ялĕсенчен 40 ытла делегат хутшăнчĕ. Çав шутра ял хуçалăх, вĕрентÿ, культура, бизнес ĕçченĕсем, ял хутлăх администрацин пуçлăхĕсем пулчĕç.
ЧНКПан Авăркас районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Лариса Васильева сĕннипе кун йĕркинче виçĕ ыйту пулчĕ: çĕнĕ пĕрлешĕвĕн малашнехи ĕçĕ-хĕлĕ, Уставпа килĕшÿллĕн вырăнти организацин хастарĕсене тата ĕçтăвкомăн ертÿçисене суйласси.
Пĕрремĕш ыйтупа пухăннисен умĕнче Лариса Дмитриевна анлă доклад турĕ. Вăл çĕнĕ организаци çĕнĕлле, урăх форматпа ĕçлесси, кашни чăваш ялĕнче пĕрлешĕвĕн пуçламăш организацийĕсене йĕркелесси пирки пĕлтерчĕ. Иккĕмĕш ыйтупа Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕн ертÿçи Федор Кузьмин тухса калаçрĕ. Пĕрлешÿ кĕске вăхăт хушшинче, Пушкăртстанри Юстици министерстви свидетельствине алла илнĕренпе (январь уйăхĕн 21-мĕшĕ), республикăри чăваш хастарĕсен пысăк делегацине йĕркелесе Чăваш Республикине çитсе тĕрлĕрен ĕçлĕ тĕлпулусем ирттернĕ. Виçĕ кун хушшинче тĕрлĕ министерствăсенче, наука тата культура учрежденийĕсенче пулса пĕрлешĕвĕн малашнехи планĕсене йышăннă. Сăмахран, апрель уйăхĕнче Пушкăртстанри нумай шкулсенче Шуршăлти Андриян Николаев ячĕллĕ Космонавтика музейĕ хăйĕн экскурсине йĕркелесси пирки тата октябрь уйăхĕнче Ĕпхÿ тата Çтерлĕ хулисенче Шупашкарти оперăпа балет театрĕсен гастролĕсем иртесси, Пушкăртстан чăвашĕсене «Сарпике» балетпа савăнтарасси пирки калаçса татăлнă.
Виççĕмĕш ыйтупа пухăннисен умĕнче районти депутатсен Канашĕн секретарĕ Владимир Федоров тухса калаçрĕ. Вăл Авăркас районĕнчи чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕн вырăнти уйрăмĕн ертÿçин пулăшаканĕсем пулма тивĕçлĕ çынсене сĕнчĕ. Делегатсем вĕсемшĕн сасăларĕç. Председателĕн пĕрремĕш çумĕ пулма районти культура çурчĕн директорне Юлия Тимофеевăна шанчĕç. Çавăн пекех председатель çумĕсене çирĕплетрĕç. Вĕсем тăваттăн - районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Виталий Тарасов, Пишкайăн ял Канашĕн пуçлăхĕ Владимир Евстафьев, Чăваш Хурамал ялĕнчи В.В. Николаев академик музейĕн ертÿçи Юрий Леонтьев, Василий Федоров пенсионер.
Унсăр пуçне пухăннисем сасăласа тĕрлĕ комисси ертÿçисене те палăртрĕç: вĕрентÿ комиссин ертÿçи - Алена Ванюшина чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ; -массăлла информаци хатĕрĕсемпе ĕçлекен-Андрей Воронцов, район хаçат корреспонденчĕ, таврапĕлÿçĕсен (краеведени) - Юрий Леонтьев тата культурăн - Ирина Давлетшина.
Алена ПЕТРОВА.
Авăркас районĕ.
Читайте нас: