Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пуху
9 Мартӑн 2022, 11:15

Пирĕн тĕллев - историне упрасси

Нумаях пулмасть Шупашкар хулинче Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн черетлĕ çулталăк пухăвĕ иртрĕ. Çулсерен йĕркелекен форума организацийĕн 110 пайташĕ хутшăнчĕ. Çав шутра Пушкăртстанпа Тутарстан республикисен, Ульяновск облаçĕн представителĕсем пулнине палăртса хăвармалла.

Пирĕн тĕллев - историне упрасси
Пирĕн тĕллев - историне упрасси

Академи президенчĕ Евгений Ерагин тĕпчевсем ирттерни, кун çути курнă кĕнекесем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Вăл хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май пысăк çитĕнÿсем тунă академиксене орденсемпе, медальсемпе, Тав хучĕсемпе тата çырăвĕсемпе чысларĕ. Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн ертÿçи Иван Тарасов пĕлтерĕшлĕ тĕпчев юхăмĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Çак ĕçре Уралçум филиалĕн 32 пайташĕ тухăçлă ĕçлет. Вĕсен шутĕнче вара тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем.
– Чи çамрăк академик 44 çулта, чи асли – тăхăр вун тăххăрта, - терĕ Иван Григорьевич. – Вĕсем тăван халăхăн культура еткерне сыхласа хăварас тĕллевпе тĕрлĕ программăсемпе проектсене пурнăçа кĕртес тесе темиçе теçетке тăрăшаççĕ, 3 тата 40 ытла монографи каларнă.
Иван Тарасов Пушкăртстанри тухăçлă тĕпчевçе, халăх академикне Мударист Сафина тĕслĕх вырăнне илсе кăтартрĕ. Унтан Уралçум филиалĕн ертÿçи хисеплĕ те сумлă таврапĕлÿçе сăмах пачĕ. Мударист Харисович Пушкăртстан Республикинчи чăваш ялĕсен пĕрремĕш тулли справочникне хатĕрлесси пирки пĕлтерчĕ. Кăларăм республикăри тата çĕршыври архив материалĕсен никĕсĕ çинче кун çути курĕ.
– Пирĕн тĕллев справочникпе пĕрле кашни ялăн историйĕпе çыхăннă кĕнекесем те кăларасси пулса тăрать. Вĕсенче паллă çынсен тата чăваш йăхĕсен ăру-тăванлăх докуменчĕсем, сăн ÿкерчĕксем вырăн тупĕç, – палăртрĕ Мударист Харисович.
Академи пухăвне Федоровка тăрăхĕнчи паллă таврапĕлÿçĕ Вячеслав Ерохин та хутшăнчĕ. Вăл тăван ялĕн историйĕпе çыхăннă тĕпчевсем илсе пынисĕр пуçне паллă чăваш писателĕсен пултарулăх еткерне те сыхласа хăварассипе нумай ĕçлет. Сăмахран, Вячеслав Михайлович Гурий Вандер-Комиссаров философ, историк тата çутта кăларакан çуралнăранпа 140 çул çитнине уявлассипе общество ĕçне пуçарса ячĕ.
Чăваш Ен тата РФ регионĕсен тĕпчевçисен доклачĕсемпе пĕлтерĕвĕсене сÿтсе явнă хыççăн Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академи унччен маларах йышăннă пайташсен статусне çирĕплетрĕ. Уйрăмах академиксен йышне Виталий Григорьевич Родионов паллă ăсчах, философи наукисен докторĕ кĕнине палăртса хăвармалла.
Ăсчахсен пухăвĕ академин ĕç органĕсене суйлассипе вĕçленчĕ. Е.Е. Ерагина малтанхи пекех академи президенчĕ пулма шанчĕç. Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн президум йышне тăван кĕтесе лайăх пĕлекен 17 çын кĕчĕ. Çав шутра И.Г. Тарасов тата Пушкăртстанра çуралса ÿснĕ Ю.М. Виноградов филологи наукисен кандидачĕ пулчĕç.
Андрей АЛЕКСЕЕВ.
Шупашкар - Ĕпхÿ хулисем.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: