Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пуху
24 Майӑн 2022, 12:07

Паянхи саманара ветерансен юхăмĕн пĕлтерĕшĕ пирки

Май уйăхĕн 17-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен культура обществин Тĕп канашĕн анлă пухăвĕ иртрĕ. Ăна А.Г. Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ Çар вăйĕсен, Шалти ĕçсен органĕсен тата тĕрлĕ çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăнă ветерансен союзĕ тата Ĕпхÿ хулинчи чăваш вырсарни шкулĕ йĕркеленĕ.

Паянхи саманара ветерансен юхăмĕн пĕлтерĕшĕ пирки
Паянхи саманара ветерансен юхăмĕн пĕлтерĕшĕ пирки

Пухăва обществăн Тĕп канашĕ ятĕнчен унăн председателĕ Ю.П. Михайлов, А.Г. Николаев ячĕллĕ ветерансен союзĕн председателĕ Н.А. Михайлов подполковник тата чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ П.В. Демченко (çак йĕркесен авторĕ) ертсе пычĕç. Çавăн пекех Авăркаспа Иглин, Ĕпхÿпе Кармаскалă, Давлекан районĕсенчи, Ĕпхÿпе Çтерлĕ хулисенчи уйрăмсен ертÿçисемпе пуçаруллă çыннисем хутшăнчĕç.
Ветерансен союзĕн председателĕ Н.А. Михайлов пурне те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 77 çул çитнĕ ятпа саламларĕ.
Пухăннисем умĕнче чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ П.В. Демченко хăйĕн салам сăмахне каларĕ.
Пушкăртстанри чăвашсен культура обществин председателĕ Ю.П. Михайлов хăйĕн докладĕнче, пандеми вăхăтĕнче чару мерисем çаплах вăйра пулнине пăхмасăр, «Салам» тата «Азамат» фестивальсене тухăçлă ирттернине, çак ĕçре ПР Халăхсен туслăх çурчĕн, республикăри халăх пултарулăхĕн центрĕн специалисчĕсем пулăшнине, вĕсене ведомство наградисемпе чысланине палăртса хăварчĕ.
Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕ Г.Г. Мирхайдарова пуçаруллисене Хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Çав шутра – О.К. Акпасова, П.В. Демченко, М.Н. Молоканова, Е.Р. Садыкова, И.В. Сухарева, Н.А. Михайлов, Е.Н. Иванова, В.Н. Афанасьев. Çавăн пекех вăл наципе культура автономийĕсем хушшинче «Халăхсен туслăхĕ» шахмат турнирне ирттернĕ çĕре Р.А. Ижбердин, Л.П. Михайлов тата Ю.П.Михайлов хутшăннине палăртрĕ.
Çÿлерех асăннă çынсем йĕркеленĕ командăсем турнирта çакăн пек вырăнсем йышăннă: чăвашсен культура обществи – 7 вырăн (12 участник хушшинче), Пушкăртстанри халăхсен ассамблейи – 9 вырăн.
А.Г. Николаев ячĕллĕ ветерансен союзĕн председателĕ хăрушă пандеми вăхăтĕнче ветерансене социаллă тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пулăшу панă çынсене «Ветерансен юхăмне пулăшу панăшăн» медальсемпе наградăларĕ. Вĕсен шутĕнче Н.И. Петров, Л.П. Михайлов, О.Ф. Савельева, С.П. Петров, Г.Р. Вуколов, П.В. Демченко, И.В. Пугачев, В.В. Гильдеева, В.З. Куликова, В.Д. Спиридонов, А.Г. Александров, М.И. Кудряшов, Н.Ю. Исаев, Туркмен культура центрĕн президенчĕ С.Х. Шангалиев пулнине палăртса хăвармалла.
Уйрăмах пандеми вăхăтĕнче Раççей курăкçи М.В. Гордеев тата 8№ больницăн тĕп врачĕ И.В. Борисов пысăк тÿпе хывнине асăнса хăварма кăмăллă. Вĕсем те «Ветерансен юхăмне пулăшу панăшăн» медале илме тивĕçрĕç. Унсăр пуçне Иван Валерьянович Пушкăртстан Республикинчи Культура министерствин Хисеп хучĕпе чысларĕç.
Пуху вăхăтĕнче Ф.Н. Вуколов-Эрлик çыравçăн «Кăвак хуппи» («Зарница») кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ. Ăна Татьяна Петрова ертсе пычĕ. Вăл кĕнекене кун çути кăтартас ĕçре писатель мăнукĕ Геннадий Вуколов пысăк тÿпе хывнине, ал çырăвне хăй вăхăтĕнче Шупашкар хулинчи Чăваш патшалăх гуманитарипе ăслăлăх институтĕнчен Ю.П. Михайлов ксерокопи туса килнине палăртрĕ. Тĕп канашăн пайташĕсем вырăнти уйрăмсен ертÿçисене суйлассипе çыхăннă пухусен йышăнăвĕсене çирĕплетрĕç. Çапла Иглин районĕнчи чăвашсен культура обществин ертÿçи пулма В.Д. Спиридонова, Ĕпхÿ хулинчи чăвашсен культура обществин председальне В.З. Куликована, ПР чăвашсен культура обществин председателĕн çумĕ пулма Н.А. Михайлова çирĕплетрĕç.
Мероприяти вăхăтĕнче ПР чăвашсен культура обществин тата А.Г. Николаев ячĕллĕ ветерансен союзĕн ĕç планĕпе паллашрăмăр. Унта 2022 çулхи июнь уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Салам» тата ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче «Азамат» фестивальсене, август уйăхĕн 1-мĕшĕнче Анапа хулине туристсен çулçÿревне, июль уйăхĕн 9-мĕшĕнче Ĕпхÿ районĕнчи Юматово ялĕнче «Учук» ирттерессине, июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртекен Чăваш Республика кунне хутшăнма делегаци йĕркелессине пысăк тимлĕх уйăрнă.
Пухура космос хутлăхне алла илни çинчен «Собаки в космосе» тата «Полеты в космос А.Г. Николаева» фильмсем пăхрăмăр.
Концерт программинче Геннадий Вуколов çар юррисене юрласа савăнтарчĕ.
Ф.Н. Вуколов-Эрликăн «Сын полка» сăввине çыравçăн кĕçĕн мăнукĕ, 4 класра вĕренекен Филипп Вуколов вуласа пачĕ.
Унтан, чей ĕçнĕ май, хăйпултарулăх ушкăнĕсем çар тата чăваш халăх юррисене юрлассипе конкурс иртрĕ. Иглин районĕнчи «Пилеш» ансамблĕн хастарĕсем тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç. Асăннă ансамбль, О.К. Акпасова тата И.С. Степанова пĕччен чăваш юррисене юрласа чăвашсен культура обществин председателĕн Ю.П. Михайловăн, «Элем» ансамбль ертÿçин Л.П. Михайловăн парнисене илме тивĕçрĕç.
Уяв программи ăшă та туслă лару-тăрура иртрĕ. Çак пуху наци тата Пĕтĕм Раççейри культурăсене аталантарассипе пĕр тĕвве пухăнма пултарнине, патриотизм туйăмĕ çÿллĕ шайра пулнине, малашне те ветерансен юхăмне пулăшу пама кăмăл пуррине кăтартса пачĕ.
Полина ДЕМЧЕНКО,
чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ.
Ĕпхÿ хули.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: