Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пуху
1 Ноябрӗн 2022, 12:25

Радий Хабировăн уçă калаçу вăхăтĕнчи хуравĕсем

Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров республикăра пурăнакансемпе октябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче уçă калаçу ирттернĕ. Радий Фаритович килнĕ ыйтусем çине тăватă сехет хушши хуравланă. Регион ертÿçи каланисенчен чи пĕлтерĕшлисемпе сире те паллаштаратпăр.

Радий Хабировăн уçă калаçу вăхăтĕнчи хуравĕсем
Радий Хабировăн уçă калаçу вăхăтĕнчи хуравĕсем

Мобилизаци тата хăй ирĕкĕпе йĕркеленнĕ батальон çинчен
Республика тулли мар мобилизаци йĕркелемелли плана туллин пурнăçланă. Халĕ влаçсен тĕп тĕллевĕ – мобилизациленисене хăйсене те, вĕсен çемйисене те пулăшасси. Иртнĕ эрнере вĕренÿ иртекен вырăнсенчен виçĕ ача ашшĕ шутланакан 200 çынна каялла килĕсене тавăрнă. Вĕсен вырăнне çара кайма чăрмавсем çуккисене янă.
- Ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăна кайнă арсене чунтан хисеплетĕп. Эпĕ вĕсене пĕр хутчен çеç мар çула ăсатнă. Ăсату мĕнле иртнине хам куçпа курнă. Вĕсем çемйисемпе мăнаçлăн, çав вăхăтрах хурлăхлăн сывпуллашаççĕ. Çул çÿреве мар, пурнăçшăн та, сывлăхшăн та хăрушă çĕре каяççĕ вĕт, - тенĕ Радий Хабиров.
Çав вăхăтрах республикăра хăй ирĕкĕпе çар операцине хутшăнма кăмăл тунисен тепĕр батальонĕ, Салават Юлаев ячĕллĕ батальон, йĕркеленет. Радий Хабиров каласа панă тăрăх, вăл Росгварди шутне кĕрĕ, мĕншĕн тесен ун йышне васкавлă ĕç тăвакан отрядăн (СОБР) тата милицин ятарлă отрячĕн (ОМОН) ветеранĕсем кĕнĕ.
- Пушкăртстанра пурăнакансем ятарлă çар операцине хăйсен ирĕкĕпе хутшăнаççĕ. Çакă пушкăрт халăхĕн характерĕпе, унăн менталитечĕпе çыхăннă. Мĕн авалтанпах эпир Тăван çĕршыва хÿтĕлемелли вăрçăсене хутшăннă, кирлĕ чухне яланах çĕршывпа пĕрле пулнă. Ку несĕл паллисем ăруран ăрăва куçса пынине çирĕплетет, - тенĕ республика пуçлăхĕ.

Транспорт реформи пирки
Ĕпхÿре транспорт реформин пĕрремĕш тапхăрĕ çитес çул, брутто-контракт çине куçнипе тата автобус паркне анлăлатнипе вĕçленĕ. Ĕпхÿри автобуссен пĕр пайне районсене парăпăр. Унта иккĕмĕш тапхăр пуçланать. Иккĕмĕш тапхăрăн тĕп тĕллевĕ – ялсемпе район центрĕсем хушшинчи автобуссен маршрутне йĕркелесси.

Салават Юлаев палăкне юсаса çĕнетме хупаççĕ
Эпир малтанах каланăччĕ ĕнтĕ: Салават Юлаевăн палăкне лайăх юсаса çĕнетес пулать, мĕншĕн тесен вăл тутăхма тата ишĕлме пуçланă. Республика подрядчика суйласа илнĕ. 2023 çулхи март уйăхĕ тĕлне вăл проект тăвать. Палăка никĕсĕ çинчен антармалла-и, çук-и, ĕçе епле хăвăртлăхпа йĕркелемелле, çавăн чухне паллă пулать. Экспертсем хăвăртрах юсав ĕçĕсене пуçламалла, хăрушлăх пур тесен Ĕпхÿ хулин 450 çулхи юбилейне палăксăрах паллă тăвăпăр. Ку ыйтăва халăхпа пĕрле татса памалла.

«Отставкăна» каяссипе çыхăннă сас-хура пирки
- Эпĕ республикăн суйласа лартнă ертÿçи. Халăх мана шанать, республика аталанăвне манпа çыхăнтарать. Çавăнпа та эпĕ ниçта кайма та шутламастăп. Хамăн ĕç маншăн служба евĕр. Мĕнле те пулсан урăх ĕç хушсан, ăна пурнăçлăп. Приказ парсан шинель тăхăнăп та ăçта кайма хушнă, çавăнта çула тухăп. Сас-хурана ытларах суйлав умĕн, вăл 2024 çулта иртет, сараççĕ. Поста йышăнас текенсем татах пур, çавăнпа «цирка» хатĕрленмелле, - тенĕ Радий Хабиров хăй постран каясси пирки çÿрекен сас-хура пирки.
Çавăн пекех регион ертÿçи хăш-пĕр çĕршывсем, çав шутра Украина та, хăйне хирĕç йышăннă санкцисем çинчен каласа панă.
- Вĕсенче нимле политика сĕмĕ те çук. Çакна мĕн тĕллевпе тăваççĕ-ха? Эпĕ хамăн шухăша нихăçан та пытарман. Хама «путинист» тетĕп, кунпа мăнаçланатăп. Ятарлă çар операцине пула çĕршывăмăр кăткăс лару-тăрура чухне, çынсем вилнĕ вăхăтра хăвăн шухăшна уççăн калани пĕлтерĕшлĕ. Эсĕ çак çĕршывра пурăнатăн пулсан ăна йывăр вăхăтра пулăшмалла, - тенĕ вăл.

Аслă шкулсене пĕрлештересси пирки
Аслă вĕрентÿ заведенийĕсене тĕп тăвас тесе мар, вăйлăрах тăвас шутпа пĕрлештеретпĕр. Пĕрлешÿллĕ университа укçа-тенкĕ уйăрассине вăйлататпăр, Раççейри аслă шкулсем шутĕнче сумлăрах пултăр тесе тăрăшатпăр. Пушкăрт патшалăх университечĕн Право институчĕн ертÿçисем (унта эпĕ 14 çул ĕçленĕ) çак йышăнушăн мана хирĕç пулчĕç, анчах йышăну тĕрĕс пулнине ĕçпе çирĕплететĕп. Эпир никама та ĕçсĕр хăвармастпăр, анчах юлхавсене те тытмастпăр. Студентсем çакăн пек чаплă шкулта вĕреннипе мăнаçланĕç çеç.
Çĕнĕ çул корпоративĕсене мĕнле ирттермелле?
Офисра пуçтарăнса пĕр-пĕрне саламланинче, пĕрер бокал шампански ĕçнинче ним начарри те çук. Çĕнĕ çула никам та пăрахăçламан. Эпир ĕçтешсемпе, çемьепе пуçтарăнса уява паллă тума тивĕç. Анчах та пăтăрмахлă вăхăтра шавлă ĕçкĕ-çикĕсем ирттерни, артистсем таран чĕнни вырăнлă мар.

Кăштах хăйĕн çинчен
Хоккей выляса урине амантнă хыççăн Радий Хабировăн чĕр куççине операци тунă. Халĕ унăн сывлăхĕ аванах, кăмăлĕ те хавхалануллă, реабилитаци иртсен хоккея каялла таврăнма палăртать.
«Плов – иртсе кайнă тапхăр. Эпĕ тата тем тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме те вĕрентĕм. Пулă шÿрпи пĕçеретĕп, тандыр ăшĕнче какай ăшалатăп. Çакă канма пулăшать. Анчах хальлĕхе пĕçерес те, кăтартас та килмест. Çăмăл мар вăхăта чăтса ирттермелле».
Ачисем валли час-часах вăхăт çитмест. Аслă Фарит ывăлĕ хăш чух ашшĕ патне ĕçе чей ĕçме çÿрет. Ачисен сăн ÿкерчĕкĕсене республика ертÿçи кăтартмасть. Мĕншĕн тесен вăл халăхпа ĕçлет, вĕсен хушшинче тĕрлĕ çынсем пур.

Пур ыйтăва та администрацисене çитернĕ
Радий Хабиров хăйĕн администрацине килнĕ пур ыйтăва та ĕçе илме, вĕсемшĕн яваплисене палăртма, пурнăçлани пирки пĕлтерме хушнă. Хăвăр ыйтăвăра тÿрĕ эфирта илтмерĕр пулсан, кулянма кирлĕ мар, хуравне пурпĕрех илетĕр.
Ырă хыпар
«Пушкăртстанри вăрăм ĕмĕрлĕх» программа малалла та ĕçлĕ. Ĕçлĕ çеç мар, канакансен шучĕ икĕ хут нумайрах пулĕ. Малашне çул çÿреве икĕ хут нумайрах тивĕçлĕ канури çын кайма пултарĕ.

Редакцирен. Çавăн пекех Радий Хабиров тÿрĕ лини вăхăтĕнче Пишпÿлек районĕнче чăваш чĕлхине вĕрентекен полилингваллă шкул уçассине пĕлтернĕ. Иртнĕ çулхи тÿрĕ лини вăхăтĕнче Пишпÿлек районĕнче пурăнакансем Ситекпуç ялĕнчи культура çуртне тата ун умĕнчи ача-пăча вылямалли площадкăна юсама ыйтнăччĕ. Нумай пулмасть асăннă ялти культура çуртĕнче çĕнĕ сценăна тата куракансен хăтлă залне хута ячĕç. Сывлăхĕсене пула тулли пурнăçпа пурăнайман çынсем валли çăмăллăхсемпе тивĕçтерчĕç. Ĕçе епле пурнăçланине республика пуçлăхĕ хăй тĕрĕсленĕ.
- Ситекпуç – ĕçчен те ырă, хăйсен культурине упрама пĕлекен çынсем пурăнакан чăваш ялĕ. Асăннă çул çÿреве пĕтĕмлетсе Пишпÿлек районĕнче полилингваллă гимнази хăпартма йышăнтăмăр, - пĕлтернĕ хăй шухăшне Радий Фаритович.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: