Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пуху
8 Ноябрӗн 2022, 15:25

Хускатнă лава малаллах туртмалла. Пĕрле, йышпа...

«Урал сасси» хаçатăн иртнĕ номерĕнче эпир сире вулакансем регионти «Канаш» обществăлла чăваш пĕрлĕхĕн отчетпа суйлав конференцийĕ (аслă пухăвĕ) иртни çинчен кĕскен хыпарланăччĕ. Паянхи номерте çак форум пирки тĕплĕнрех каласа парăпăр.

Хускатнă лава малаллах туртмалла. Пĕрле, йышпа...
Хускатнă лава малаллах туртмалла. Пĕрле, йышпа...

Сăмаха тĕп докладран пуçлама кăмăл пур. Ăна (вăл 40 минута тăсăлчĕ) Канаш ĕçтăвкомĕн председателĕ Людмила Мурманская турĕ, пĕрлĕх 2018-2022 çулсенче пурнăçланă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Чăн та Канаш хастарĕсем ăслăлăх ĕçĕнче те чылай пуçарусем тунă, хамăрăн паллă ентешсене асра тытассипе йĕркеленĕ мероприятисем те йышлă ирттернĕ, тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнма çынсем хатĕрлес енĕпе те алă усса ларман, «Шуратăл» çыравçисемпе те çыхăнăва татман тата ытти те. Çакăн çинчен доклад тăвакан лăпкăн калама тăрăшрĕ. Анчах та Людмила Ивановна тăван чĕлхене вĕрентес ыйту çине куçсан сассине хăпартрĕ. Çакна залра ларакансем те сисрĕç. Вăл республикăри шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентесси тивĕçлĕ шайра маррине тÿррĕн каларĕ. Кунта сăлтавĕсем чылай. Пĕрремĕшĕ вăл - урок сехечĕсем сахал пулни, иккĕмĕшĕ – кивĕ кĕнекесемпе, дидактика тата методика хатĕрĕсемпе пĕлÿ пани. Вĕсенчен те ытларах чылай вырăнсенче ашшĕ-амăшĕсем сĕннипе ачасем тăван чăваш чĕлхи вырăнне вырăс чĕлхине суйласа илеççĕ. Тен, сĕнни çеç мар, хистени те пулать-тĕр.
- Тăван чĕлхене вĕрентекенсем тепĕр чухне хăйсен нушисене шалта хăйсемпе пĕрле илсе çÿреççĕ. Ытлашши тула кăлармаççĕ. Çакăн пек пурăнма юрамасть, çитменлĕхсем çинчен калаçмалла, вĕсене татса парасси пирки пĕрле пухăнса сÿтсе явмалла. Хăвăр калама хăю çитереймесен пиртен пулăшу ыйтăр.
Вĕрентÿ кĕнекисем пирки çакна каласшăн. Вĕсем Шупашкарта пур, çук мар. Анчах та район администрацийĕсем çакăн валли укçа-тенкĕ уйăрма васкамаççĕ. Тĕрĕссипе вара вĕсем тивĕçтермелле. Кунта та пирĕн пĕрле ĕçлемелле, - чĕнсе каларĕ Канаш ертÿçи. Çавăн пекех вăл вĕрентекенсене, чăваш хастарĕсене ашшĕ-амăшĕсемпе, çемьесемпе ĕçлеме ыйтрĕ.
Унсăр пуçне Людмила Ивановна вырăнсенчен килекен çырусемпе тарăн та тимлĕ ĕçленине палăртрĕ. Çав шутра Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишмари шкулпа, Пекенешри асăну паркĕпе, Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç çывăхĕнчи сысна комплексĕпе, Пишпÿлек районĕнче полилингвальлĕ гимнази уçассипе çыхăннă ыйтусем.
- Ăçтан çыру килнĕ, эпир унта пулма тăрăшатпăр, хамăр сĕнÿсене, мĕн шутланине пуçлăхсем патне илсе çитеретпĕр. Пур çĕрте пулмасан та пире итлекенсем те, ăнланакансем те пур. Ун пек чиновниксемпе ĕçлеме те кăмăллă. Малашне те çак ырă юхăм Канаш хастарĕсен кулленхи ĕçĕнче малти вырăнта пуласса шанатăп, - терĕ доклад тăвакан.
Чăн та, Л.И. Мурманскаян доклачĕ анлă та тарăн, вăхăт-вăхăт эмоципе тулнă самантсемпе пуян пулнине палăртса хăвармалла. Унăн шухăшĕсене вара каярах тухса калаçакансем малалла тăсрĕç. Шел пулин те, пурте (Федоровка районĕнчи Анна Ремпельсĕр пуçне - авт.) хăйсем мĕн калассине залри делегатсем патне вырăсла илсе çитерчĕç.
Канаш ĕçтăвкомĕн çĕнĕ пайташĕсене суйласси те лăпкă та ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ. Унăн йышне тĕрлĕ сферăра ĕçлекен 32 çын кĕчĕ, вĕсенчен çурри Ĕпхÿ хулинче пурăнакансем. Унсăр пуçне делегатсем Çтерлĕпе Благовещенск, Пелепейпе Ишимбай хулисенчен, Давлеканпа Ермеккей, Иглинпа Кармаскалă, Элшейпе Пишпÿлек, Миякипе Гафури, Федоровка районĕсенчен пĕрер е икĕ пайташ суйларĕç. Професси енчен пăхсан вĕрентекенсемпе (вĕсем ытларах) культура ĕçченĕсене, ăсчахсемпе ял Канаш хутлăх администрацин пуçлăхĕсене, тухтăрсемпе пакунлă çынсене курма пулать. Çак «çара» малашнехи пилĕк çулта Ирина Сухарева истори наукисен докторĕ ертсе пырĕ. Палăртнă тăрăх, унăн виçĕ çумĕ пулмалла – хальлĕхе вĕсене çирĕплетмен-ха. Вĕсем Канаш ĕçтăвкомĕн черетлĕ ларăвĕнче паллă пулĕç. Çакăнтах малашнехи ĕç планне пăхса тухĕç.
Аслă пуху çакăнпа вĕçленмерĕ-ха. Пĕтĕмĕшле резолюци йышăннă хыççăн пултаруллă та тăрăшуллă чăваш хастарĕсене Дипломсемпе Хисеп хучĕсем, Тав çырăвĕсем парса чысларĕç. Тĕрлĕ шайри наградăсене (çав шутра, паллах, «Канаш» регионти чăваш пĕрлĕхĕн те пур) 20 яхăн çын тивĕçрĕ. Кăшт каярах пухăннă делегатсемпе хăнасене «Нарспи» этнографипе фольклор халăх ансамблĕ (ертÿçи – Чăваш Республикин тата Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Галина Кириллова) тата республикăри районсемпе хуласенчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем уяв концерчĕпе савăнтарчĕç.
Аслă пуху ĕçне пĕтĕмлетсе Геннадий Волков академикăн хамăр халăх пирки каланă сăмахĕсене илсе кăтартас килет: «Тăвалла пулсан та малалла». Çак сăмахсем тÿрремĕн пире те пырса тивеççĕ. Апла пулсан хускатнă лава малаллах туртмалла. Пĕрле, йышпа тата килĕшÿпе.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Ĕпхÿ хули.

Хускатнă лава малаллах туртмалла. Пĕрле, йышпа...
Хускатнă лава малаллах туртмалла. Пĕрле, йышпа...
Хускатнă лава малаллах туртмалла. Пĕрле, йышпа...
Хускатнă лава малаллах туртмалла. Пĕрле, йышпа...
Хускатнă лава малаллах туртмалла. Пĕрле, йышпа...
Хускатнă лава малаллах туртмалла. Пĕрле, йышпа...
Хускатнă лава малаллах туртмалла. Пĕрле, йышпа...
Хускатнă лава малаллах туртмалла. Пĕрле, йышпа...
Хускатнă лава малаллах туртмалла. Пĕрле, йышпа...
Хускатнă лава малаллах туртмалла. Пĕрле, йышпа...
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: