Пур хыпар та
Пуху
13 Декабрӗн 2022, 13:30

Шупашкарти виçĕ кун та тухăçлă иртрĕ

2022 çула Чăваш Ен «Чаплă ентешĕмĕрсен çулталăкĕ» ятпа ирттерет. Çак çулталăка мĕнле йĕркеленине пĕтĕмлетÿ туса ноябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкар хулинче «Паллă ентешсене сума суни – чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхĕ тата аслă эткерлĕхĕ» темăпа Пĕтĕм Раççейри ăслăлăх конференцийĕ иртрĕ.

Шупашкарти виçĕ кун та тухăçлă иртрĕ
Шупашкарти виçĕ кун та тухăçлă иртрĕ

Çак ĕçе Пушкăртстан хастарĕсем те хутшăнчĕç. Паллă ентешсем çинчен çырнă хăйсен ĕçĕсене 7 таврапĕлÿçĕ тăратрĕ: И.Г. Тарасов, М.Х. Сафин, В.М. Ерохин, И.В. Ефимов, Л.А. Афанасьева, Л.В. Коротаева, Л.А. Мавлютова.
Конференци икĕ вырăнта иртрĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн пысăк залĕнче ЧР Вĕрентÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев конференцие уçрĕ тата «Генисем – çут çанталăк парнисем» темăпа доклад туса пачĕ. Çавăн пекех салам сăмахĕсемпе тата «Тутарстанри паллă чăвашсем» темăпа Хусанти федераллă университетăн филологи наукисен докторĕ Гульшат Галиуллина профессор тухса калаçрĕ. Йошкар-Ола хулинчи наукăпа тĕпчев институчĕн филологи наукисен докторĕ Людмила Григорьева профессор Марий Элпа Чăваш Ен наука енĕпе пĕрле ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ. Хусанти федераллă университетри филологи наукисен докторĕ Альфия Юсупова профессор «Чăваш Ене чапа кăларнă тутарсем» ыйтăва уçса пачĕ.
Кăнтăрлахи апат хыççăн малаллахи ĕçсем Вĕрентÿ институтĕнче пилĕк секцинче иртрĕç. Мĕншĕн тесен янă ĕçсем 100 ытла пулчĕç. Эпир, Пушкăртран килнисем, тăватă секци ĕçне хутшăнтăмăр.
Пĕрремĕш секцинче «1892-1906 тата 1917-1921 çулсенче Павел Мироновпа пĕрле ĕçленисем» темăпа Ĕпхÿ хулинчи Чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ, Раççей академин профессорĕ Иван Тарасов тухса калаçрĕ. Вăлах модератор пулчĕ.
Иккĕмĕш секцинче «Гурий Комиссаров – ют çĕрте вилнĕ чаплă ăсчахсенчен пĕри: астăвăм ыйтăвĕ» темăпа Пушкăртстан Республикинчи чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн пайташĕ Вячеслав Ерохин тухса калаçрĕ.
Тăваттăмĕш секцинче Василий Николаев академик-меценатăн чаплă ĕçĕсем çинчен унăн шкулне иртнĕ Мударис Сафин Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн чăн членĕ каласа пачĕ.
Пиллĕкмĕш секцинче «Чăваш халăхĕн хăйĕн «Жак Кусто» пур (Л.Г. Комиссаровăн кĕске биографийĕ)» темăпа Чăваш наци ăс-хакăлпа ÿнер академийĕн чăн членĕ Иван Ефимов доклад турĕ.
Тепĕр кун, ноябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Юхма Мишши çыравçă патĕнче хăнара пултăмăр, чăвашлăх ыйтăвĕсене сÿтсе яврăмăр тата кĕнекесем туянтăмăр.
Ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн аслă пухăвне хутшăнтăмăр. Унта академин ĕçĕ-хĕлĕсене сÿтсе яврăмăр. Тухса калаçакансем сахал мар пулчĕç. Пушкăртстан делегацийĕ ятĕнчен Иван Тарасов сăмах илчĕ. Аслă пухура çĕнĕ президиум суйларăмăр. Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академин президентне малашне те хастар ĕçлеме сунса Евгений Ерагинах шантăмăр.
Иван ЕФИМОВ,
Иван ТАРАСОВ,
Ярухха ВИТТИ.
Шупашкар хули.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: