Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пуху
19 Нарӑсӑн 2023, 17:30

Виталий Викторова автономи председательне суйланă

 Ĕпхÿ хулинчи чăваш вырсарни шкулĕнче çак кунсенче Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн (ЧНКА) отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне тĕп хулапа Çтерлĕри, Пелепейпе Гафури районĕсенчи делегатсем тата Авăркаспа Мияки тăрăхĕнчен чĕннĕ хăнасем хутшăнчĕç.

Виталий Викторова автономи председательне суйланă
Виталий Викторова автономи председательне суйланă

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа ПР ЧНКА председателĕ Виталий Викторов доклад турĕ. Вăл юлашки çулсенче тунă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, малашлăх планĕсене палăртрĕ. Тĕп доклада сÿтсе явма Владимир Яковлев (Пелепей районĕ), Василий Федоровпа Георгий Орлов (Авăркас тăрăхĕ), Оксана Федоровапа Федор Кузьмин (Çтерлĕ хули), Александр Петров (Мияки районĕ) хутшăнчĕç. Вĕсем автономин ĕçне тивĕçтерет тесе хак пачĕç, çав вăхăтрах республикăри регион шайĕнчи чăваш пĕрлĕхĕсене (пурĕ тăваттă – ПР чăваш культура обществи, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕ, ПР чăваш наципе культура автономийĕ тата чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕ) пĕр организацине пĕрлештермеллине палăртрĕç. Çак тĕллевпе çывăх вăхăтра аслă пуху (съезд) ирттерме сĕнчĕç. Чăн та, пĕрлештерекен съезд пирки эпир 2019 çултанпа калаçатпăр, анчах та лав вырăнтан тапранмасть. Хальхинче те асăннă ĕçе пурнăçа кĕртессине вăраха тăсса ярас марччĕ.

Иккĕмĕш ыйтăва татса панă май делегатсем ПР ЧНКА ертÿçине суйларĕç. Кунта икĕ кандидат пулчĕ – Виталий Викторов (Ĕпхÿ хули) тата Василий Федоров (Авăркас районĕ). Пухăннисем ытларах пĕрремĕш кандидатшăн сасăларĕç, Виталий Васильевича Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ пулма шанчĕç. Çавăн пекех автономин Аслă Канашне суйларĕç, унăн йышне тĕрлĕ хуласемпе районсенчен 30 чăваш хастарĕ кĕчĕ.

Конференцин кун йĕркинчи черетлĕ тепĕр ыйту ЧНКАн Ваттисен канашĕн ертÿçине суйласси пулчĕ. Автономи председателĕн çумĕ Юрий Михайлов çак сумлă ĕçе тума Авăркас районĕнчи пуçаруллă та хастар ĕç ветеранне Георгий Захарович Орлова сĕнчĕ. Делегатсем унăн шухăшĕпе килĕшсе пĕр саслăн сасăларĕç.

Çавăн пекех делегатсем тухса калаçакансен асăрхаттарăвĕсене шута илсе  конференцин резолюцине йышăнчĕç. Унта автономин ĕçне тухăçлăрах йĕркелемеллине, чăвашсем йышлă пурăнакан районсенче вырăнти автономисем пуçарса ямаллине палăртрĕç.

Конференци ĕçне Пушăртстанри Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕ Флюза Гайсина, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев хутшăнчĕç. Вĕсем пухăннисене форум иртнĕ ятпа саламланă май пултаруллă чăваш хастарĕсене Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем парса чысларĕç.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: